Чи лайăх вĕрентекен — пурнăç
Шăматкун яла кайма тесе автовокзал кассинчен малтанласа билет туянтăм. Çул май лавккана кĕрсе çăкăр илсе тухрăм.
— Браток, извини пожалуйста, часы вам не надо? — илтĕнсе кайрĕ хыçра арçын сасси. Çаврăнса пăхрăм та, ман умра сухаллă, кивĕрех фуфайка тăхăннă хĕрĕхелле çывхарнă çын тăрать.
— Эсир чăваш пуль-ха, — малалла сăмахларĕ вăл.
— Чăваш, — терĕм эпĕ.
— Самар облаçĕнчен мăнакка патне килнĕччĕ те, кӳршĕсем каланă тăрăх, вăл Шупашкара хăнана кайнă, иккен.
— Сехетне мĕншĕн сутатăн вара? — ыйтрăм унран.
— Эх, юлташ, те — йĕмелле, те — кулмалла, çĕр пин укçаран пĕр тенкĕсĕр тăрса юлтăм хам ӳсĕррине пула. Каялла мĕнле каймалла, вĕт проблема, — терĕ вăл.
— Хăвăрпа пĕрле документ пур-и сирĕн? — ыйтрăм унран.
Вăл кĕсйинчен паспорт кăларчĕ те мана тыттарчĕ. Чăн та, вăл (Костя тесе чĕнеççĕ ăна) Самар облаçĕнчен.
Костя тархасласа ыйтнипе ăна пĕр кафене илсе кайрăм. Вăл вĕр-çĕнĕ сехетне (комиссионнăй лавккасенче вăл пĕр 50 пин тăрать) вунă пине пĕр хĕрарăма сутса ячĕ.
Сĕтел хушшинче лартăмăр. 150-шар грамм «çуттине» янă хыççăн, вăл мана мĕн пулса иртнине каласа пачĕ.
Костя çур çул каялла арăмĕнчен уйрăлнă. Вĕсен пĕр ача — хĕрача, вунулттăра. Костя çурт-йĕрсем тăвакан организацире каменщик пулса ĕçлет. Хăйпе пĕрле çур литр «çуттине» кучченеç вырăнне илсе килнĕ. Эрехĕн çуррине малтанах ĕçме ĕлкĕрнĕ вăл, юлнине сумкăна чикнĕ те автовокзала çитнĕ, унтан юлашкине те ĕçсе янă, çапла майпа милици уйрăмне çакланнă. Самар облаçĕнчен килнĕ хăнана урăлтаркăç çурта вырнаçтарнă. Урăлнă хыççăн, паллах, ăна штраф тӳлеттернĕ, юлнă укçине, сехетне тавăрса панă та ирĕке кăларнă. Вăл каллех автовокзала çитнĕ, хĕвелçаврăнăш сутакан хĕрарăмран виçĕ пин тенкĕ парса тата эрех илнĕ.
Каярахпа вăл пĕр çамрăктарах хĕрарăмпа паллашса каять. Лешĕ ăна хăй патне хăнана чĕнет. Мĕн чухлĕ эрех ĕçнине Костя астумасть, ирхине çăвар ăшĕ «çуннипе» вăранса каять. Хĕрарăмпа Костя вырăн çинче çаппа-çарамас выртаççĕ, иккен.
Костя кравать çинчен анса кранран шыв ĕçет, кесйине терĕслет. Укçи те, куртки те çук мĕскĕнĕн. Вăл хĕрарăма (Верăна) тăратса, çухалнă япаласем çинчен ыйтать. Вера ăна ытларах «хĕрсе» кайнă хыççăн пăлтăра тухса палламан çамрăксемпе тата пĕр кĕленче пушатнине пĕлтерет. Çаратма та ăна çавсемех çаратнă, имĕш.
Хĕрарăм ăна «хĕрхенсе» çĕр грамм ярса парать, «шеллесе» пĕр кивĕ фуфайка тупса парать. Упăшки командировкăран таврăнмалла тесе Костяна ăсатса ярать.
— Ĕмĕр сакки сарлака, темĕн те курăн çак пурнăçра: аваннине те, начаррине те... Ку маншăн аван урок пулса тăрĕ. Самарăна çитсенех арăм патне каятăп, чĕркуçленсе ларса каçару ыйтатăп. Эрех ĕçме пăрахатăп. Пĕлнĕ-пĕлмен хĕрарăмсемпе çыхланса тĕнче мăшкăл пултăм вĕт, çак эрехе пула, — терĕ вăл юлашкинчен.
Костя куçĕнчен куççуль тумламĕсем юхса анчĕç. Чи лайăх вĕрентекен вăл — пурнăç: савăнтарать, хурлантарать...
ольга шурякова (2011-02-27 17:30:10):
Çав кирле вĕсене ун пек арçын формилле этемсене!ытлаши арĕмĕнчен кулнашан ăна вопще те кĕртмелле мар арĕмен килне!вĕсем арçынсем хĕрарăм çапла çӳресен çакăнса вилеç,меншен тесен хăйсем малтан кулаç арĕмесенчен,вара çара алăпа хăйсен тытма тивет çав ӳçĕ пиçмен панулмине!