Телей, телей тееççĕ...
(мифодрама пуçламăшĕ)
1. Талай
Çут тĕнче талайран юлнă
(Ашм. сл., XIII т., 165 с.)
Уçлăха тан тапса тухрĕ.
Талай тапранчĕ.
Тĕссĕр шыв юхрĕ, юхрĕ, юхрĕ,
кăпăкланчĕ.
Сасартăк тĕн шăтăкĕнчен
çил вирхĕнсе тухрĕ,
анаталла юхакан шыва
çавăрттарчĕ те
юпалантарчĕ,
уçлăх хĕрнелле сулăнтарчĕ.
Кĕр-р! кĕрлерĕ шыв кӳлепи,
каялла чакрĕ.
Кĕр-р! кĕрлерĕ тепре,
уçлăх хĕрне пырса çапрĕ.
Вăхăт Сехечĕн йĕппи
шатăртатса илчĕ те
тапранмарĕ-ха,
уçлăх вăхăчĕ вырăнтан
хускалмарĕ-ха.
Вĕçтер, Тĕн Тăвăлĕ,
вăйлăраххăн!
Хирсем, Тан Ывăлĕ,
хăватлăраххăн!
Вăрат, Тан Кăмăлĕ,
вăхăта.
Татах харăссăн!
Татах харăссăн!
Шакка пуçларĕ!
илтетĕр-и,
уçлăх тӳпинчи сехет
ĕмĕрсем шутла пуçларĕ!
Талай,
мухтав сана!
Мухтав!
Мухтав.
2. Çуратакан Ама
Эй, пĕтĕм тĕнчене çуратнă
Ама, санран пулни усăллă,
Пурте аван…
Ашм.сл., I т., 186с.
Ĕлкĕрнĕ - ĕç тунă,
Ахăрнă - ача тунă.
Халăхра каланинчен.
- Талай! Талай!
Уçлăхăн мал енĕнче
хăрушшăн кăшкăрни илтĕнет.
Шыв шарлавне çĕнтерсе
Çуратан Ама сасси илтĕнет,
- Талай! Талай!
Шыв талккăшĕ
уçлăха хупăрлать, хупăрлать,
инкекри Ама
Талайран хăтăласшăн тарать.
Арамаçи тăвĕ
уçлăхри чи çӳллĕ вырăн,
вăл çитмĕл çичĕ хутлă,
тӳпене кармашать.
Акă ăçта телейсĕр Ама
çăлăнăç тупать.
- Та-лай!
Хăрушă сасă-ахрăм
Уçлăх карăнтăкне янратать,
Талай тан
Арамаçин аялти хутне çăтса ярать.
- Та-лай!!
Ама çӳлтен çӳле улăхать,
Талай танĕ
хыçранах хăвалать.
Хут хыççăн хут
шыв айне пулать,
умра тата çичĕ хут çеç
юлать.
- Та-а-ла-ай!!!
Сасартăк çакă сасă
пĕтĕм шăв-шава,
пĕтĕм кĕрлеве,
тискер хумсене
лăплантарса лартрĕ,
тан таппи те çакăн хыççăн
пĕрĕхмерĕ урăх.
Арамаçи çинчи Ама-Амарна,
тăлăх чунĕ кӳтсе çитнĕрен,
кĕлеткине чĕтренсе кулса ячĕ,
кӳлепипе ӳпĕнсе йĕрсе ячĕ,
- Те-е-лей!
Калаçма-пуплеме пĕлменскер,
чун-чĕрине çав-çавах туйнăскер,
«Талай» сăмаха «телей» тесе
çĕнĕ пĕлтерĕшлĕ сăмах турĕ
ӳлĕмрен те унăн калаçăвĕнче
икĕ сăмах кăна пулчĕ мĕн пурĕ.
- Те-е-ле-ей!!!
Талайран хăтăлнă Амарна
ахăлтатрĕ, ахăлтатрĕ,
куççульпе антăхрĕ,
те кулчĕ, те макăрчĕ,
те савăнчĕ, те хурланчĕ,
вĕçсĕр ахăрчĕ.
Шăп çав вăхăтра
унăн варĕ çитĕннĕн курăнчĕ,
шалта тем тапкаланнăн туйăнчĕ.
Амарна ахăруран
çие юлчĕ.
Йĕкĕреш ывăл çуралчĕ Амарнан,
тин çеç уйрăлчĕç кăвапаран.
Пĕри вĕçсĕр кулса йăлкăшать,
тепри вĕçсĕр йĕрсе тапăçать.
- Телей!
Амăшĕ пепкисене
ачашласа йăпанать,
çупăрласа савăнать,
кăкăр сĕтне хĕрхенмесĕр çитерет.
Ывăлсем карăна пуçларĕç,
шит хыççăн шит
ӳсе пуçларĕç.
«Тел, тел» – терĕ Амарна
ачисен чĕлхе çурхахне çурса,
«телей» сăмах çуррине каларĕ вăл çапла.
Сасартăк ачасем
калаçа пуçларĕç.
Пĕри калаçса кулма,
тепри калаçса макăрма пуçларĕç.
Кулакан ывăлĕ:
Ха-ха-ха-ха!
Шăллăм, калаç-ха, калаç-ха,
аннемĕр пире Чĕлхе пачĕ,
çĕнĕ япаласем тума,
çĕнĕ сăмахсем тума
ирĕк пачĕ.
Йĕрекен ывăлĕ:
Хă-ă-ăх!
Хăçантан сан шă-ăлну пу-ултăм эпĕ?
Хăвăн ман шăллăм пулмалла,
эп тупнă сăмаха каламалла.
Кулакан ывăлĕ:
Пăрах нăшăклама,
эпир кулла пула çуралнă.
Йĕрекен ывăлĕ:
Эс ху пăрах кулма,
эпир инкек килсен çуралнă.
Амарна:
Те-е-лей.
Кулакан ывăлĕ:
Мĕне пĕлтерет-ши çак сăмах?
Аннеçĕм, эсĕ ытла та ăслă-çке!
3. Тĕнче туни
Турă хĕвел тунă, шуйттан уйăх, эсрелĕ тĕттĕм çĕр тунă. Çавăнтан тĕнче пуçланса кайнă пулать. Хĕвел яланах ăшăтать, уйăх çултипе астарать, тĕттĕм çĕр виле ăсатать, теççĕ.
ЧНТИ НА, III уйр., 356 т., 8 с.
Кулаканни:
Эпĕ хам Тĕнчене
Талайран юлнă çичĕ хут çине тăватăп,
эпĕ Çут Тĕнчене
кăвак хуппипе карса хуратăп…
Йĕрекенни:
Манăн Леш Тĕнче
пулĕ шыв тĕпĕнче,
пулĕ çĕр тĕпĕнче.
Эпĕ хам тĕнчене
Ахрат тĕпĕнче хура чатăрпа
карса хуратăп.
Кулаканни:
Эпĕ - Турă,
эпĕ Çут Тĕнче тăватăп,
санăн хура чатăрна сирме
çутă çутатăп.
Акă кăкăрăмран
ĕмĕрлĕх Çутă кăлартăм,
эпĕ ăна Тĕнче анинчен
санăн тĕттĕмлĕхна сирме
çакса яратăп.
Çун, Хĕвел,
вĕçсĕр-хĕрсĕр çун!
Йĕрекенни:
Эпĕ вара Шуйттан,
эпĕ Леш тĕнче тăватăп,
санăн çутуна çав-çавах хуплатăп,
Вупăр пек çиетĕп те
хĕвел çутине,
катăк уйăх тăватăп.
Катăл, уйăх,
куçсене чик,
тĕттĕм Хаяр!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...