Юрий Иванович Анисимов — Çарăмсан чăвашĕ
Çарăмсан районĕнче эп пулса курман,
Çук вăл тăрăхра пирĕн тăван-пĕлĕшсем.
Вуласа кăна пĕлтĕм, «Сувар» хаçатран,
Пур иккен унта пултаруллă чăвашсем.
Çак тĕрленчĕк асамларĕ ман чĕрене,
Николай Паймуратов çырнă-мĕн ăна.
«Тимĕр урхамах» чупать Çарăмсан енне,
Эпĕ те çулçӳревре пек — чĕнмен хăна.
Жигули рулĕ умĕнче Ванюк пичче,
Çарăмсана çил пек вĕçтерсе çитрĕмĕр.
Чарăнтăмăр та «Улька» лавкка умĕнче,
Япала туянмалла унта кĕтĕмĕр.
Мĕн чухлĕ тавар-ши? Мĕн кăна çук кунта!
Ахах-мерчен пек, куçа алчăртаттарчĕç!
«Ку лавккан хуçи кам? Кам-ши вăл, тупата?»
«Юрий Иванович Анисимов», — терĕç.
Тепĕр урамра лавкка пур иккен татах,
Ячĕ ун «Техномир», çав виç хутлăскерех.
Çурт-йĕр тумалли хатĕр-хĕтĕр таранах,
Кунта аялти хутĕнче, пур пĕтĕмпех.
Лавккан иккĕмĕш хутĕнче — ĕçме-çиме,
Кĕвĕ-ташă инструменчĕсем — сутура.
Шут ĕçне илсе пыма та хисеплеме,
Бухгалтери вырнаçнă виççĕмĕш хутра.
Каллех кăсăклантăмăр лавкка хуçипе:
«Юрий Иванович Анисимов», — терĕç.
Тĕлĕнтĕмĕр çак чăваш хастарлăхĕпе.
Пирĕн шухăшсем Шунтал станцине вĕçрĕç.
«Тимĕр урхамах» çине каллех лартăмăр,
Васкаварлăн çул тытрăмăр халь Шунтала.
Çул çинче пĕр заправкана чарăнтăмăр,
«Тимĕр урхамаха» «апатлантармалла».
Эпир çак заправка хуçи пирки ыйтсан:
«Юрий Иванович Анисимов», — терĕç.
Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр вăл çынран,
Епле мĕнпур çĕрте ăнса пырать ун ĕç!?
Çитрĕмĕр те тăтăмăр эпир Шунтала,
Чарăнтăмăр ик хутлă лавкка умĕнче.
Кунта пур ĕçме-çиме, тумтир, япала,
Хуçалăхра кирлĕ тавар — куç умĕнче!
«Лавкка хуçи кам?» — ыйтрăмăр та, ак тĕнче!
«Юрий Иванович Анисимов», — терĕç.
Пултăклă çын пур иккен чăваш хушшинче,
Çак пулăмсем юмаха аса илтерчĕç.
...Çав юмахрах çӳренĕнех туйрăм хама,
Мĕнле юмах-ха вăл?Эсир ăнкартăр пуль?!
«Атăллă кушак» килсе тухрĕ ман умма:
Маркиз Карабасăн харпăрлăхĕ мĕн чул!..
Анчах ку чăнлăх — Çарăмсан тăрăхĕнчен,
Теветкеллĕ, ĕçчен чăваш çынни çинчен.
Асламăшĕ пăхса çитĕнтернĕ ăна,
Халь ак чапа кăларчĕ вăл Çарăмсана.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...