Мулаххай тăхăнмашкăн тунă пуç
Ан шавлăр-ха текенни те пулмарĕ, мĕншĕн тесен апла калама шавлакансем палăрмарĕç доклад пуçланнăранпа вĕçне çитичченех. Доклачĕ партин 17-мĕш сьезчĕн решенийĕсем çинчен. Докладне тăваканни çав ялсемех, Унтри Ваçли, парти ячейкин секретарĕ.
Пуху председателĕ, колхозник-коммунист Петĕр Йăванĕ пĕр 20 çула çитнĕ çамрăк йĕкĕт, пит-куçне халăхăн кайри речĕсем курăнмаллах малалла тăсса, чышкипе сĕтел çине йĕкĕршерĕн шаккаса, хыттăн каларĕ витĕмлĕ сасăпа:
— Ну, юлташсем! Доклада итлесе пĕтертĕмĕр. Малалла ыйтусем парасси çине куçатпăр. Камăн ыйтмаллисем пур? Ну!..
Йытă тирĕнчен тунă мулаххай тăхăннă шатраллă, ытлашши пĕчĕк те мар, пысăк та мар çын, ватă еннелле сулăннăскер, шĕвĕр те вăрăм сухалне умĕнче тăракан çын пуçĕ çине лартса:
— Иван Петрович! — терĕ, — манăн пĕр япала çинчен ыйтас шухăшăм пур.
— Ыйт! — терĕ председатель.
— Ăнлантарса пар-ха, Ваçлей Андрейчă! Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çинчен сьездра чылай каланă терĕн. Ма-ха пирĕн выльăх-чĕрлĕх ĕрчемест.
Докладчйк выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе хирĕç кулак хăйĕн агитацине яни çинчен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри, вăл ĕçе ертсе пыракан органĕсен çитменлĕхĕсем çинчен тĕплĕн ăнлантарса парать.
Малтан ыйтаканнин «çăваре çăмăл» пулнă. Ыйту хыççăн ыйту пама пуçларĕç колхозниксем те, уйрăм хуçалăхсем те вĕçĕ-хĕррисĕр.
Кашниех тĕплĕн ответсем илеççĕ докладчикран. Чылай вăхăт иртсен, сӳтсе явас ĕç çине куçса ларать мăн пуху.
Чи малтан сăмах калама паçăрхи йытă тирĕнчен тунă мулаххайлă çынна ирĕк параççĕ.
— Юлташсем! — тет вăл сухалне аллипе утюкласа. — Мĕнле-ха апла кулак агитацине итлесе çамрăк выльăхсене пусакансем пулма пултараççĕ-ха рабочисемпе хресченсем хушшинче? Кам выльăха çамрăклах пусать, çав çын контр пулса тăрать ман шухăшпа. Ун пек хăтланакансене персе пăрахмалла малалла...
Вăл татах каласшăнччĕ те, анчах сасартăк алăк уçăлса кайса, пӳлĕме мăн çĕлĕк тăхăнса янă «шĕвĕр сăмса» кĕрсе тăчĕ.
— Атте! — терĕ вăл сӳтсе явма тухнă йытă тирĕнчен тунă мулаххайлă çынна çаннинчен тытса. — Мĕн эсĕ пухусем тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳретĕн, анне вăрçать: апат çимелле. Айта! Паян пуснă çамрăк пăру пуç-урине пĕçерсе пачĕ анне...
Йытă тирĕнчен тунă мулаххайлă çыннăн сăнĕ пĕрре шуралнă пек пулчĕ, тепре хĕрлĕ хăмăр тĕслĕ пулса тăчĕ. Никам çине пăхмасăр, çĕлĕкне икĕ хăлхи çине пусса антарса, вăр-вар каялла çаврăнса, пуля пек сирпĕнсе тухрĕ хайхискер алăкран, темĕскер килте пушар тухнă пек.
Намăс пулнă çынна. Намăс. Çамрăк выльăхсене пусакансене пурне те намăс, намăс!
Шухăшсем
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...