Кукаçи


Кукаçие — Симулин Василий Васильевича асăнса

 

Эп пулнă пиллĕкре, кăшт астăватăп,

Ман кукаçи выртатчĕ вырăнпа.

Вăл çитмĕлтеччĕ — ку ачашăн ватă,

Пĕрмай асапланатчĕ суранпа.

 

Тăрса ларса вăраххăн ӳсĕретчĕ,

Хаш-хаш сывлатчĕ пĕтĕм кăкăрпа.

Хул пуççине кăлт-калт вăл сиктеретчĕ

Хăйне пит сывламашкăн йывăрпа.

 

«Хăшсен ав нуши пĕтнĕ, вилсе юлнă,

Шел пулнă-ши-ха маншăн пĕр пульли?

Пĕри çеç ăнсăртран лекмелле пулнă —

Пулмастчĕ халĕ асапланмалли».

 

Çакна вăл çăмăлтан пуль каламастчĕ,

Юхатчĕ пĕр ури ун пӳрленсе.

Суран çинче ялан сип-симĕс маçчĕ,

Анчах нихçан çитместчĕ тӳпенсе.

 

Вăл тухнă виçĕ вăрçă вучĕ урлă,

Мĕн чул выртман пуль сивĕ юр çинче.

Сахал каçман-и юханшыв та шурлăх,

Миçе пăхман пуль вилĕм куçĕнчен.

 

Вăл тăхăр çул хывман хыт кирзă атă,

Канса, тăраниччен пуль çиеймен.

Нихçан манаймăн: Ленинград... Блокада...

Аманнă, Берлина кăшт çитеймен.

 

Тăшман «парни» кукаçие те лекнĕ,

Анчах сывах вăл кайнă-ха тăрса.

Тăхлан татки пĕр урине çеç тĕкнĕ,

Шала кĕрсе вырнаçнă шăтарса.

 

Суранĕ пек чĕри суратчĕ пулĕ,

Аса илсен çапăçусем çинчен.

Хăйне ӳкереймен пулсассăн пуля —

Ӳкмен-и тусĕсем куç умĕнче?..

 

Кукаçипе эп çумăнах выртаттăм —

Ват салтакпа — хĕрӳллĕн ăшăнса.

Ун урлă вăшт! каçаттăм та чупаттăм,

Пăхса юлатчĕ пулĕ ăмсанса...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: