Çуралнăранпа 125 çул тултарнă хыççăн кунта килнĕ Гоголь
Фантазиллĕ калав
— Мĕн ĕçлесе пурăнатăн?
Тĕксĕм сюртук тăхăннă, çӳçĕсене икĕ еннелле тирпейлĕн тураса антарнă шĕвĕр сăмсаллă çын хăйĕнчен ыйтакан çине кăмăллă çутăлакан куçĕсемпе пăхсă илчĕ те, тенор майлăрах сасăпа:
— Писатель эпĕ, — терĕ.
Ыйтаканни хăй курнине хăй ĕненмен пек пулчĕ: сасартăк тĕлĕннине палăртакан куçĕсемпе хыпашларĕ вăл хăй умĕнче тăракан сюртуклă çынна:
— Çĕнĕ устав тăрăх та писательсен Союзне кĕме пултаратăн пулсан аван.
«Писатель» текенни питне-куçне çӳлелле хăпартрĕ, куç шăтăкĕсем ăшне таçтан пырса çапăннă ĕмĕлкесем кĕрсе тулчĕç, ăвăсран тунă пĕкĕ евĕр курăнакан шĕвĕр сăмси çӳлелле хăпарчĕ.
— Устав? Союз?! Писателе уставпа илеççĕ-и-ха?
— Ăна та пĕлместĕн пулсан, писатель... хм... а... ăçта çапăннă сан произведенисем?
— «Москвитянин», «Северная пчела», «Библиотека для чтения». Уйрăм изданисемпе те сахал мар тухкаланă.
— Мĕн халпа килтĕн пирĕн хулана?
— Пĕлес килет. Курас килет. Ĕлĕкрех пĕчĕк хуласем çинчен çырнăччĕ. Хамăн вĕт... Реализм...
— Палланă çынсем пур-и?
— Пушкин ман тус пулнă. Погодин, Аксаков, Дельвиг, Жуковский, Плетнев, Данилевский, Щепкин, Языков...
— Пушкинпа туслă пулнă тесе суйма вăтанмастăн пулсассăн, Гоголĕн «Ревизор» комедири Хлестаков мар-и эсĕ?
Çын варне тытсах кулма тытăнчĕ.
Хлестаков мар, Хлестакова тăвакан Гоголь калаçнă унпа. Да! Гоголь çав! 1809-мĕш çулта çуралса 1852-мĕш çулта вилнĕ, халĕ те чĕрĕ Гоголь!
Гоголь хăйне ĕненмен çынна хăварса, çăмăл, патмар пусăмсемпе икшер ретĕн çамрăк йывăçсем лартса тухнă урамсем тăрăх кайрĕ.
Урам айккисенче строительсем темĕнле мăнттай çуртсем тăваççĕ. Хĕрлĕ галстуклă ачасем çӳреççĕ, работницăсем, портфеллĕ служащисем Николай Васильч хирĕç васкавлă утăмсемпе ирте-ирте каяççĕ. Николай Васильч тĕрлĕрен плакатсем, лозунгсем тĕл пулса вулать, анчах вĕсенче халиччен илтмен «ударник», «соцсоревновани», «колхоз», «совет», «комсомол», «колхозник» теекен сăмахсем тĕл пула-пула иртеççĕ. Нимĕн те ăнланмасть вăл. «Эпĕ чăнахах урампа утап-ши?» — тесе шухăшланă май тротуарсем çинчи хăй сăмси евĕр шĕвĕр кĕтеслĕ чулсем çине хытăраххăн пусса пăхать: «Çук, çирĕпех... Урампах утатăп иккен» — тет вăл, чул çине татах хытăраххăн пусса.
— Кала-ха, — тесе, хăюсăррăн ыйтать Николай Васильч хăйне хирĕç хул хушшине политграмота кĕнеки хĕстерсе пыракан кăтра çӳçлĕ ачаран,— мĕн тăваççĕ вĕсем?
— Вĕсем-и? Типографи çурчĕ тăваççĕ, веç унта мунча пулать. Лере, хула вĕçĕнче, Советсен аслă çурчĕ. Ун çумĕнче строительсен аслă клубĕ...
— Аха! Аван учрежденисем, — тесе ассăн сывласа илчĕ Гоголь. — Ман вăхăтра ун пек хуласенче, сăмахран, эпĕ çырнă Миргородра, переулкăсенче талпиçенсем çеç чашлатса ларатчĕç, мăн урамсенче лачакасем çуталса выртатчĕç, Иван Ивановичăн хăмăр сыснисем Иван Никифоровичăн прошенисене вăрлатчĕç...
— Прошенисем вăрлатчĕç... Ав, пăх-ха плакат илсе пыраççĕ. «Кам ăçталла, эпĕ сберкассалла». Укçу сберкассăра пур-и?
Тем хăямачĕ-ха Николай Васильчшăн пулсан «сберкасса» тени.
Ача хăй пĕлнĕ пек ăнлантарса парать ăна.
— Пирĕн вăхăтра Акакий Акакиевичсем пĕр-пĕр япала, сăмахран, шинель илмелĕх укçа пухса хурас пулсассăн, «тăккалама халалланă кашни тенкĕренех пĕрер-икшер пус» уйăрса, укçа пăрахмашкăн ятарласа шăтăк каснă, çăрапа питĕрнĕ пĕчĕк ещĕк ăшне хуратчĕç. Çур çултăлăк иртсессĕн, çав ещĕке пухăннă пăхăр укçасене вак кĕмĕлсемпе улăштарса яратчĕç.
— Халь апла мар. Перекет кассине хывнă укçа социализм строительствине каять.
— Эсĕ вирлĕ, чĕрĕ ача, — тет Гоголь ăна пуçран шăлса. — Кам патĕнче вĕренетĕн?
— Вăтам шкулта...
— Ман вăхăтра Чичиков учитель калатчĕ: «Ачан ăсĕпе тăнĕ маншăн ерунда, вăл хăйне хăй лайăх тытни çеç кирлĕ», — тетчĕ.
— Ун пек калакан учительсене эпир совет шкулĕнче тытмастпăр.
— Курма май çук-ши санăн учителне?
— Май пулмасăр. Айта, кăтартам!
Гоголь çӳçĕсене силлетсе илчĕ те, çӳç пайăркисемпе пĕрле хăйĕн пичĕ çине ӳкнĕ ĕмĕлкесене сирсе ячĕ. Унтан ача кăтартнипеле, учитель пурăннă хваттер еннелле утса кайрĕ.
* * *
— ...Пулнăччĕ кулăшăн пĕрремĕш сыпăкĕ манăн, эпĕ хастар хĕрарăм ӳсĕр ватă упăшкине хĕненинчен кулаттăмччĕ. Кулăшăн иккĕмĕш сыпăкĕ те пулнă. Вăл сыпăкра эпĕ Раççей çĕршывĕнче «этем пит-куçĕсем вырăнне темĕнле сысна пит-куçĕсем» курнă. Лайăх çынсем çинчен çырас шухăш та пысăк пулнă манăн ун чухне, анчах ун чухнехи пурнăç мана лайăххи вырăнне, Ноздрова пулмасан — Манилова, Собакевича пулмасан — Петр Петрович Петуха çуратса панă. Лайăххисене пурăнма паман 1-мĕш Николай. Çавăнпа манăн Петришчин ухмаха ерсе каять, Пискарев хăйне хăй пусса вĕлерет. Пĕр Пирогов поручик çеç Невски проспектра ырă курса пурăнать. Çапах вăл хăйне хĕненĕшĕн кӳреннине тутлă кукăльсемпе пĕрле çăтса ярать, чĕнсе илсессĕн хăй те çавăн пек ыттисене хĕнеме пултарас ĕмĕт çитессине шанса, лăпланать ларать...
— Санăн Петришчин: «Испанире король пур. Вăл король эпĕ», — тенĕ. Испанире король çук халĕ...
Гоголь темиçе минут хушши шухăша кайса ларнă хыççăн ыйту пачĕ:
— Степан, Селифан, Петрушка чĕрех пулĕ-ха, вилмен пулĕ-ха. Пĕтĕм оркестр трубасем каланă пек хырăмра пакăртатать текен Осип халĕ те пурлăхне ĕçсе-çисе, картла выляса пĕтернĕ улпут патĕнчех службăра тăрать-и-ха?
— Степансем, Селифансем халĕ хапрăк-савăтсенче, çĕнĕ строительствăсенче ударниксем пулса ĕçлеççĕ. Вĕсенчен Изотовсем пулаççĕ. Осип тепĕр хулара — коммунхоз пуçлăхĕ. Пит тирпейлĕскер. «Ку мĕн? Вĕрен? Вĕрен татăкĕ те çул çинче кирлĕ пулать», — тет халĕ те вăл.
— Подколесин авланнă-и?
— Агафья Тихоновнăна алимент тӳлет...
— Ляпкин-Тяпкин, Иван Кузьмич Шпекин?
— Ляпкин-Тяпкин революци хыççăн сутьярен тухса ӳкнĕ, Шпекинсене те почта пуçлăхĕнчен кăларса сирпĕтрĕç. Халĕ Шпекин Иван Кузьмич, хушаматне Кузьмин туса, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи письмоносцă вырăнне шăвăнса кĕнĕ те Мучикасси ялĕ çыннисен çырăвĕсене уçа-уçа вулать.
— Плюшкинăн çыннисем халĕ те «шăнасем пекех вилсе» пыраççĕ-и?
— Плюшкинсем, Собакевичсем, Маниловсем, Коробочкăсем, Свистуновпа Держимордăсем, купцасем, чубсем пĕтни тахçанах. Вĕсене пĕтернĕ пирки халĕ классăр, социализмла общество тăватпăр. Плюшкинăн сетелĕпе пӳлĕм кĕтессинчи урайĕнче йĕркесĕр выртакан кивĕ атă подошвисене, «темĕскерле симес шĕвĕ япала тултарнă черккисене», «вĕттĕн-вĕттĕн çырса пĕтернĕ хут татăкĕсене», «таçтан тупса пынă çĕтĕк-çатăксене, чернилпа вараланвă кивĕ перисене, çĕмрĕк графинчиксене пионерсем пĕтĕмпех утильсырье складне кайса панă.
Гоголь ăнланаймасăр пуçне силлесе кăна ларать. Ну... вĕсем калаçнине пĕтĕмпех çырса пыма пулмĕ. Стенографистка мар.
Гоголь тухса кайма тесе, аллине шлепке тытсан:
— Яла кайса курса килесчĕ. Эх, ăçта-ши эпĕ «Мертвые души» повеçре асăннă тройка, «кайăк-тройка»! Ларăттăм та кайăттăм.
— Ай! Тройкăпа мар. Автомобильпе кай. Пĕр самантрах ялта пулăн.
Гоголь — чаплă писатель — автомобиль мĕнне пĕлмест. Вăл хăй пурнăçĕнче улпутсен «кайăкла тройкисемпе» хресченсен Сорочински ярмăркăна кӳлсе пынă вăкăрсемсĕр пуçне нимĕнле транспорт та курайман.
— Ял, ял! «Ялти мĕнпур строенисем çинче те темĕскерле ăрасна йышши кивелчĕк пуррине курнă Чичиков. Пӳрт пĕренисем тĕксĕм, ватă: нумайăшĕн çивиттисем ала пекех шăтăк, хăшĕсен çӳлте лаша кĕлетки çеç тата аяк пĕрчи шăммисем евĕрлĕ уçăлса выртакан шертесем çеç пулнă. Пĕчĕк пӳртсен чӳречисем кантăксăрах, хăшĕсене çĕтĕк-çатăкпа е сăхманпа питĕрнĕ». Нивушлĕ çавăн пек йăла каллех курăп халĕ?
— Эх, Гоголь, Гоголь! Чăнахах та Гоголь-и эс? Колхоз... пуян пурнăç... Колхозниксене хăйсем ăшне кĕрсе ларма йыхăракан клубсемпе вулав çурчĕсем... Артеми Филиппычпа Христиан Иванчсем мар, совет медицина çыннисем пăхса упраса пынипе ĕçлекен, ĕлĕк ялта нихăçан пулман больницăсем... пĕлместĕн, илтмен эсĕ вĕсем çинчен, курман вĕсене.
Гоголь пит-куçĕ чулланчĕ.
Çав вăхăтра эпĕ те учительпе иккĕшин хушшине курăнми пырса кĕрсе тăтăм. Сăмах хушрăм.
— Акă аса илнĕ май Днепр çинчен... — терĕм эпĕ хăюсăррăн.
— Эсĕ унăн илемне, унăн кăмăлне никам пултарайман ăсталăхпа ӳкерсе хăварнă. «Днепр варрине вĕçен кайăксем те пăхма хăяймаççĕ, никам та, хĕвелпе кăвак пĕлĕтсĕр пуçне, пырса пăхаймĕç». Çук, Николай Васильч, Днепр варрине те кӳлтĕмĕр. Пĕвелерĕмĕр Днепра. Урса кайнă шыв пĕтĕм Днепр сарлакăшĕпех пырса, 37 метр çӳллĕшĕнчен сикет аялалла. Тĕнчере çук чи пысăк гидростанци шавласа ларать халь унта.
Гоголь аллисене чăмăртаса галстукĕ патне илсе пычĕ:
— Господи, боже мой!
— Днепрогэс ларакан вырăнта Тарас Бульба ячĕпе памятник пулнăччĕ авал. Махнопа Маруççă Никифорова бандитсем, намăса пĕлмесĕрех, ишĕлтерсе антарнă ăна. Халĕ унта тăватă тулли вакун йывăрăшне хăпартма пултаракан кран хăйĕн пысăкăшĕпе каппайса ларать. Эсĕ «Тарас- Бульбăра» сăнласа панă казаксем социализм тăвас ĕçе пит хĕрӳллĕн кӳлĕнсе тĕлĕнтермĕшле паттăрлăхсем кăтартаççĕ тĕнчене. Колхозсенче, предприятисенче вĕсем ударлă ĕçленине кирек хăçан та курма пулать. Червонно казаксен дивизийĕ кăçал çитес декабрь уйăхĕнче 15 çулхи юбилейне уявлать.
Гоголь пичĕсем тĕксĕмленчĕç, куçĕсем сӳнчĕç, сасартăк вăл аллисене пĕрле тытса шăтăртаттарса илчĕ те темĕнле çинçе, мулкачла сассипе кăшкăрса ячĕ:
— Ăçта ман геройсем? Ăçта, ну... хăть Иван Иванович Перерепенко? Чапла бекешкă тăхăнса çӳрекенни. Вăл та çук-и?
— О-о! Вăл вилни ĕнтĕ çур ĕмĕр ытла пулĕ. Ачин ачи ун бекешкинчен френч çĕленĕ. «Пĕтĕм килкарти, амбарĕ-строенисем мĕнĕпех вырнаçмалăхах сарлака шăлаварне» те унăнне текех кураймăн. Вăл каннă лупасайĕнче Миргород гражданĕсем сывлăш ваннине кĕреççĕ.
Чаплă писателе лăплантарас шухăшпа эпĕ ăна унтан илсе тухса, театр патĕнчи кĕпер патне илсе кайрăм. Унта горкоммунхоз-и çав, пĕр çĕр лав ытла навус шыв хĕррипе купаласа тухнине курсан, Гоголĕн питĕнче шельмăллă кулăш çуталса илчĕ.
— Манăн городничи, леш, Сквозник Дмухановски текенни, тĕрĕс каланă авал: «ăçта та пулин памятник е забор лартсассăнах, шуйттан пĕлет-и, тен, таçтан тĕрле йышши йĕрĕнчĕксем илсе пырса тултараççĕ», — тенĕ...
— Хула Совечĕ айăплă куншăн, — терĕм эпĕ, хама айăплă пек, куçа аялалла ярса.
— Ну, эп кайрăм. Сывă пул! — терĕ мана Гоголь.
Урамра каçхи хĕвел урисем тăсăлса чупрĕç. Гоголь тĕксĕм сюртукне тӳмелесе, хулпуççисене хутлантарса, малалла кайрĕ. Библиотека умĕн иртсе кайнă чухне, ăна хирĕç икĕ пĕчĕкçĕ хĕрача чупса тухрĕç. Кĕтес еннелле çаврăннă чухне, иккĕшĕ пĕр-пĕринпе пит уççăн шакăлтатма тытăнчĕç.
— Эсĕ, Люся, мĕнле-мĕнле кĕнекесем илтĕн? Гоголĕнне? Вăл мĕнле, историлле япала пулĕ ĕнтĕ.
— Да! Авалхи çинчен пит аван çырнă!
— Кам пĕлет — тен, пурнăç чăнахах ун чухне çавăн пек пулнă пулĕ...
Николай Васильчăн ырă, кăмăллă куçĕсенчен шултра куççуль тумламĕсем иккĕн харăс юхса анса пичĕсем çинче çуталса тăчĕç.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...