Асанне
Пирĕн килте асанне
Чи асли те чи чапли.
Чи мăнни те чи тăнли,
Ĕçченни те маттурри!
Эпĕ ăна юрататăп
Ăшă çепĕç алăсемшĕн,
Тутлă, чаплă апатсемшĕн,
Ăслă, тăнлă шухăшсемшĕн.
Вăл килти чи чаплă ылтăн,
Уйри çеçен чечек пек.
Тӳпери чи çутă çăлтăр
Пирĕн асаннешĕн пултăр.
Галина Вячеславовна (2011-02-20 08:04:44):
Вера вулакансене хăйĕн çемьипе паллаштарнă, кашни валли илемлĕх сăнарĕ тупнă. Асаннене килте еплерех хисеплеççĕ: " Вăл килти чи чаплă ылтăн". Ылтăн сăмахсем.