Пĕчченех юлнă
Ирхине эпĕ завод комитетĕнче куртăм ăна. Вăл сĕтел умĕнче, тутăр вĕçне турткаласа, вăтаннă çынла тăрать. Завод комитечĕн председателĕ ăна хĕрӳленсех намăслантарать:
— Намăс мар-и сана, Мария Ивановна? Пире те намăс тивет сан пирки. Шухăшласа пăх-ха хăвăн пуçупа — пĕтĕм завочĕпе эсĕ çеç пĕччен юлтăн. Пирвайхи вырăна йышăннă пулăттăмăр эпир, сан пиркиех хӳрере пыратпăр. Пĕр çыншăн, а! Юлташла суд урлă айăпламалла сана... куншăн.
Социализм ăмăртăвĕ тĕлĕшпе уксахласа пырать ĕнтĕ ку тесе шухăшларăм эпĕ.
Кăнтăрла союзра тĕл пултăм ăна. Каллех вăл тутăр вĕçне турткаласа вăтаннă çынла тăрать, секретарь йĕрес патне çитсех унпа калаçать:
— Мĕнле капла ĕнтĕ-ха, Мария Ивановна? Аппаланатпăр, аппаланатпăр санпала, эсĕ вырăнтан та тапранасшăн мар. Пĕтĕм союза намăс кӳретĕн. Пирĕн профсоюз малти вырăна йышăннă пулĕччĕ, анчах эсĕ чăрмантаратăн. Вĕт пĕтĕм союзĕпе эсĕ çеç юлнă.
Член укçи тӳлемен ĕнтĕ ку тесе шухăшларăм эпĕ. Каçхине ШАКТ правленинче куртăм ăна, ĕлĕкхи пекех тутăр вĕçне турта-турта вăтанса тăрать председатель умĕнче.
— Юлташ, апла май килеймĕ! Çуртра пурăнакансем 100 çын ытла, 100 çынран эсĕ çеç кайра пыратăн. Пĕр выльăх пĕтĕм кĕтĕве варалать. Пирĕн çуртрисем, малти вырăна йышăнса тăмалласкерсем, сан пиркиех хӳрене тăрса юлнă. Куншăн сана хваттертен кăларса ярсан та юрамалла.
Хваттер укçи тулемесĕр тăнă ентĕ ку тесе шухăшларăм эпĕ.
Киле таврăнсан, стена витĕр çав хĕрарăмăн тăхăр çулхи хĕрĕ хăйĕн амăшне вăрçнă сăмахсем илтĕнсе кайрĕç:
— Ан та чĕннĕ пултăр хирĕç! Анне-и эсĕ? Пирĕн класра 45 ача, нихăшĕн амăшĕ те сан пек мар. Хĕрелсе ларма çеç тивет сан пирки... Пĕтĕм шкулĕпех пӳрнепе ман çинелле кăтартса кулаççĕ. Учитель тӳрех каларĕ: намăс мар-и сана аннӳ пирки терĕ. Эсĕ анне мар, чăрмавлă япала çеç.
Нимĕн те ăнланаймарăм кунта. Кухньăна тухрăм та ыйтрăм вара хăйĕнчен:
— Мария Ивановна, мĕн пулнă вара санпала? Мĕнле айăп тунă вара эсĕ? — терĕм.
Вăл вăтанса каларĕ:
— Хут пĕлместĕп-çке эпĕ, çавăнпах намăслантараççĕ. Ниепле те кил-çуртăма пăрахса вĕренме кайса ларма вăхăт тупаймастăп. Каясах тесен вăл вăхăчĕ тупăнĕ те... — терĕ аялалла пăхса.
Тепĕр эрнерен ликпункта васкасах кайнине куртăм.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...