Тăван тĕтĕм тути


Ентешĕме Аитбай Тансыкбаева

 

1

Кăвайтсем нумай-нумай эп курнă.

Чи ăшши — тăван килти вучах.

Ун патне васкатăп хир-хир урлă.

Çав вутра анне ăшши пурах.

 

Вăл мана вăй панă ачаран.

Вăл каллех хĕмне парать паян.

 

Вучахра эп кĕл улми пĕçерĕп.

Сиплĕ çăкăр пиллĕ кăмака.

Тутлă тĕтĕм меллĕм асилтерĕ

Ĕмĕр манăçми каçалăка.

 

Эй, аннем, мĕнпе кăна хутмарăн

Тăван çуртăн кив кăмакине!

Армути те, хăмăш та пăрахрăн —

Тытрăн-тытрăнах çурт ăшшине.

 

Çурчĕ пирĕн пит чаплах та марччĕ,

Çурчĕ йăлт — тăмран та улăмран.

Анчах вăл та тăванран тăванччĕ,

Тĕнчере унран хакли пулман.

 

Çук, сӳнмерĕ тĕтĕм, хĕм чакмарĕ,

Çук, пĕтмерĕ тăван кил ăшши.

Çав килте тăван-пĕтен юрларĕ,

Савăнчĕ унта кӳрши-арши.

 

Эпĕр те, вĕт-шакăр, вĕсемпехчĕ,

Эпĕр те вĕреннĕ вĕсенчен.

Кил ăшши пулсассăн тем пекехчĕ,

Йăлт килетчĕ ун йыхравĕнчен.

 

Кил ăшши пулсан — унта-мĕн юрă,

Кил ăшши пулсан — тăван сăмах.

Кил ăшши... тата мĕн кирлĕ урăх

Çыннăн чунĕ туртăнать ăшшах.

 

...Кил ăшшин пурах-мĕн пурнăç хĕмĕ.

Кил вучахĕн пур сӳнми çути.

Çав хăват пулать те ĕмĕр-ĕмĕр

Пурнăç пархатарĕ те хевти.

 

2

Куллен-кун вут техĕмĕ расначчĕ,

Вăл килетчĕ пулĕ хурантан.

Вăхăт-вăхăт хуранта салмаччĕ,

Сĕт те, çу та пулнă хушăран.

 

Вăхăчĕ еплеччĕ! Асăмрах-ха:

Кăмрăка вĕрет-вĕрет анне.

Вăрттăн-вăрттăн ĕсĕклет вăраххăн,

Шыв кăна ярать хăй хуранне.

 

Тĕтĕм пултăр! Кӳршĕ ан шутлатăр

Çак çурта та выçлăх кĕнине.

Хăш чухне пĕр чĕлĕсĕр ларатпăр,

Пурпĕр хĕрхенместпĕр вуттине.

 

Вут çунать. Ун тĕтĕмĕ пит йӳçĕ.

Çук, сӳнмест çапах та кил ăшши.

Çав вутра туптаннă пушкăрт хĕçĕ —

Никама та парăнман йышши.

 

Ахальтен-им çав вучахшăн пушкăрт

Хырçă панă вырăс патшине, —

Сăнчăрла е хĕн кăтарт, е кăшкăрт —

Пурпĕрех хытарнă вăл чунне.

 

Патша çеç-и — тĕрлĕ çичĕ ют та

Хĕсĕрлесшĕн пулнă-çке пире.

Пурпĕр çуннă кил вучахĕ çуттăн,

Пурпĕр пушкăрт юлнă ирĕкрех!

 

Несĕлĕм темле выçса кӳтсен те

Чунĕпе нихçан айван пулман.

Уй-хир тăрăх сиккипе çӳренĕ,

Юрăсем юрланă вăл ялан.

 

Пĕчĕкрен эпир те хавхаланнă

Аттесен хăюллă юррипе.

Ват Урал çинче кăлкан пуçтарнă,

Кил вучахĕ умĕнче шантарнă

Уншăн кĕрешме ĕмĕрĕпе.

 

3

Ак паян такам тĕпрен кăкласшăн

Пирĕн авалхи тымарсене.

Тăван кил çулне те мантарасшăн,

Сӳнтересшĕн унăн вучахне.

 

«Хир-вăрмансене те манса кайăр,

Мĕн парать атте-анне йăли? —

Урăх самана халь. Пурнăç капăр.

Çĕнĕ ĕмĕр. Çĕнĕ кун палли.

 

Ял кивелнĕ. Хулара пурнатпăр.

Çамрăксен рехечĕ — хулара...»

Ав епле ансат манса пыратпăр

Тăван сăмахпа тăван юрра.

 

Кăвапа кастарнă та — суратпăр

Авалхи йăла-йĕрке çине.

Питĕ меллĕн хăвăрт хăнăхатпăр

Шавлă хуласен ыр хăтлăхне.

 

Ав епле çуртсем те куçсăр юлчĕç,

Кантăксем хупланнă хăмапа.

Тĕтĕм сӳннĕ. Тек çунмасть кил вучĕ.

Ишĕлнĕ, йăваннă кăмака.

 

Çĕр кисреннĕ? Е асар-писер-и

Сĕмсĕр хуçаланнă çак ялта?

Эй, хăçан хресчен вăй-хал çитерĕ

Кил вутне тепре чĕртме кунта?..

 

Асаил, этем, тăван тымарăн

Нихăçан хăрман çипписене.

Пушкăрт юрттине1,

Курай, мăнтарăн,

Çеçен хир шăхличĕ пулнине.

 

Çĕр çинчи кашни юпа яланлăх

Несĕлсем хăварнă палăк пек.

Тарасаллă пуссисем асамлă,

Çав шыва та ĕçес мар-и тек?

 

Эс çеçен хирпе тăванлашман-и,

Анне пек пулман-и вăл сана? —

Ян! янратăр тăван ялăн чанĕ,

Чĕртсе яр, этем, хăв вучахна!

 

Ан тивех, çӳле çĕклентĕр тĕтĕм,

Пурнăç хĕрсе кайтăр çĕнĕрен,

Илемпе кăна тавралăх çиçтĕр,

Илĕртсе çеç тăтăр инçетрен.

 

Аннесен чунне вăл ăшă патăр,

Пĕл, этем, манса ан кай нихçан:

Тăван кил ăшшипеле çын паттăр,

Мĕскĕн эпĕр ăшă пулмасан.

 

Кил вучахĕ сӳнчĕ — ĕмĕт сӳнчĕ,

Сивĕ кĕлĕн пархатарĕ çук.

Сывă пул, атте-аннемĕр çурчĕ, —

Ĕмĕт, пархатар та çураçу!

 

4

Хĕллехи шартламара пит капăр

Тăван çурт çинчи кăвак юпа.

Эп ăна ним шутласа тăмасăр

Танлаштарăп çӳллĕ маякпа.

 

Çав маяк — тăван вучах йыхравĕ.

Канăçлăх, хаваслăх чĕрере.

Вăл паян — тăван кил-йыш ялавĕ —

Аякран туртать, чĕнет пире.

 

Тăван кил çути çунать йыхравлăн,

Çăкăрлă-тăварлă пирĕн кил.

Эп унта час-час çитеп васкавлăн,

Несĕлсем каллех параççĕ пил.

 

Çук, сӳнмен атте-анне вучахĕ,

Тăван килĕн тĕтĕмĕ сӳнмен!

Асăмрах тăван-пĕтен сăмахĕ:

Йăлт килет çак тĕтĕм тутинчен!

 

Кадим Аралбай

 
1 Юрта — куçса çӳрекен халăхăн вăхăтлăх çурчĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: