Пыл пек тутлă лантăшсен шăршийĕ
Шкулта пĕрле вĕреннисене
Пыл пек тутлă лантăшсен шăршийĕ
Сăмсана ачашшăн кăтăклать.
Симĕс-симĕс чечексен ăшшийĕ
Пăшăл-пăшăл, сассăр мĕн калать.
Тетрадьсем выртаççĕ арпашуллă,
Кĕнеке те ак, кунтах ручки.
Вĕрентсе кăларчĕ тăван шкулăм,
Йыхăрать пурне те халь çул çи.
Аслă çул вăл, вĕçсĕр пурнăç шкулĕ,
Шкулĕ ку пулать ватăличчен.
Хăшĕ ӳкĕ, хăшĕ кайкăр пулĕ
Çул çинче ан юлччĕ пĕр-пĕччен.
Пĕрисем уçайĕç аслă алăк,
Пысăк çын пулма ĕмĕтленсе.
Тен, теприншĕн лартĕç гранит палăк.
Сисрĕн-ши, эс çитрĕн çитĕнсе.
Çĕрĕм-шывăм çамрăка ал парĕ,
Хăшĕ калĕ: «Ман тымар кунта…»
Ун ятне хĕвел илсе хăпарĕ
Çамрăклăх вутне чĕртсе чунта
Лантăшсем, мĕскершĕн пит салхуллă,
Шур саппунлă хĕр те хавас мар.
Çук, шырамăп эп те шавлă кулă,
Шырамастăп çут илем, юмах.
Сисĕнмерĕ, вăхăт иртсе кайрĕ,
Вунă çул халь вунă кун пекех.
Вĕрентекенĕм темшĕн пуçне тайрĕ,
Çут куççуль ун куçĕ хĕррипе.
Шăнкăрав класса чĕнет татуллăн,
Вăтăрăн пăхатпăр куçĕнчен.
Ăсату сăмахĕ çутрĕ хурлăх
Пĕлĕн-ши, урокĕ мĕн çинчен?
…Пыл пек тутлă лантăшсен шăршийĕ
Сăмсаран ачашшăн кăтăклать.
Симĕс-симĕс чечексен çулçийĕ
Пăшăл-пăшăл сассăр тем калать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...