Ял çыннин çуллахи кунĕсем
Çуллахи кун сар автан ыйхăран хăйĕн уçă сассипе ирех вăратать. Çамрăксем вара ун сассине те илтмеççĕ, тарăн ыйха путса çывăраççĕ. Каçхине нумай çӳресе ывăннă ĕнтĕ вĕсем. Эпир, ватăрах çынсем, хĕрӳ ĕçе кӳлĕнетпĕр. Хĕрарăмсем ĕне суса выльăхсене кĕтĕве яраççĕ. Арçынсем кил хушшине пăхса çаврăнаççĕ, картишне тирпейлес пирки шухăша кайса пирус туртса яраççĕ. Кĕтӳ кайсан вара пускилсемпе пĕрле калаçса чуна уçмалла, çĕр каçа ялтă мĕнле улшăнусем пулнине (çĕнĕ хыпарсене) ыйтса пĕлмелле, сӳтсе явмалла, пĕтĕмлетмелле. Унсăрăн епле-ха ялта?
Кил-тĕрĕш тирпейлесен, ĕçе кӳлĕнетпĕр. Выльăх-чĕрлĕхне тăрантмалла, пахча çимĕçне шăвармалла, çумласа кăпкалатмалла. Йĕркипе асăнсан та çур кун иртет. Ĕçĕ вара каç пулсан та пĕтмест, каçхи ыйха та пĕрле куçать. Пĕр япалана çеç асту, ял çынни: хăнасем килсен вĕсен куç умĕнче ху аллупа çитĕнтернĕ пахча çимĕçӳпе аш-пăш тутли пирки мухтанма манса ан кай вара.
Часах хĕллехи кунсем те çитĕç. Ял çынни чӳречерен пăхса кичемленсе ларма пуçлĕ. Нумай кил хуçисем хуçалăха упрама йытă усраççĕ. Хурсем те ют çын картишне кĕрсен сасă парса хуçине систереççĕ. Хурсем ĕлĕк Рим хулине те çăлса хăварнă теççĕ те...
Пушă вăхăтра чуна уçăлтарма эпĕ хĕлле час-часах урама тухса çӳретĕп. Манăн утта илтсе хапха шăтăкĕнчен йытăсем саламлаççĕ. Эпĕ те вĕсене ячĕсемпе чĕнсе саламлатăп:
— Кампур! Шарик! Мухтар! — тесе йыхăрăтăп та, вĕсем вара хамлатма пăрахаççĕ, хăлхисемпе, хӳрисемпе вылятса, ман пата пырса ачашланаççĕ. Эпĕ вĕсене кăштах кучченеç çитеретĕп, вĕсем вара манпа тĕн-че хĕррине те кайма хатĕр. Йыхăр кăна!
Малалла утатăп, ял хушши çĕнелсе пынипе, кивелнĕ çуртсене юсанипе савăнатăп, ялта пурăнма ĕмĕтленекенсем нумайланнипе хĕпĕртетĕп. Канмалли кунсенче пирĕн пата, ватăсене савăнтарма, хуларан мăнуксемпе пĕрле ывăл-хĕрсем машинăсемпе пырса çитеççĕ, кучченеçсем илсе килеççĕ. Килсерен кантăкран хĕллехи каçхи юр çине ăшă çутă ӳкет вара. Ват асламăшĕ нӳхрепрен çулла тăварласа хунă кăмпа илсе тухать, кăмака хутса кукăль пĕçерет.
— Кукăльне çиме çийĕр те, пӳрне тăрăх юхакан çăвне те çулласа илме ан манăр, — тетĕп хăнасене.
Ĕлĕкхине асаилсе, ăшă кăмака çинче юмах хыççăн юмах ярса паратăп мăнукăмсене. Юмах — юпа тăрринче, çутă уйăх — мăрье çинче... Ĕнтĕ тутлă ыйха путатпăр пурте пĕрле çемйипе. Ыйхăра та сире хисеплесе çывăратăп, эпĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...