Пирĕн шкул


Пирĕн шкулăмăр хитре,

Çуталать хĕвел çинче.

Вĕренетпĕр тăрăшса,

Шав чупатпăр шкулалла.

 

Ачисем эпир маттур,

Ташлама тăрсан сатур.

Шăранаççĕ юрăсем,

Ялкăшаççĕ сăн-питсем.

 

Тăван шкул пек хакли çук.

Уроксем пек пахи çук.

Учительсем пирĕн ăслă.

Спортпа та эпир пит туслă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


dimalgen81 (2011-01-22 12:05:31):

Маттур, Катя! Малалла та сăвăсем çыр, чăвашлăха аталантар.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Алевтина (2011-01-28 11:33:08):

Юлашки вăхăтра ачасем чăваш чĕлхи, литератури çине çиелтен пăхма пуçларĕç. Çакă çемьери кăмăл-шухăшран та килет... Çавăнпа сăвă хайлакан та сахал... Илемлĕ сăвă çырнă эсĕ, Катя!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: