Кăшкăру палли
Иван Петрович аллине ручка тытса çамки тирĕсене картлантарчĕ те умне сарса хунă шур хут çине çырма пуçларĕ.
«Хĕрарăмсен кунĕ» тесе васкамасăр пысăк саспаллисемпе йĕрлесе тухрĕ крахвит тунă хутăн малтанхи йĕрки çине.
Унтан «пот полька» каснă çӳçне пушă аллипе утюкласа илчĕ те, малалла мĕн çырас-ши тесе, чернил кĕленчи çине чылайччен пăхса тăчĕ.
«Аха!» Тупрĕ.
«Кашни çулах мартăн 8-мĕшĕнче эпĕр хĕрарăмсен кунне уявлатпăр. Хĕрарăмсене социализм тăвас ĕçе хутшăнтармалла... Ĕлĕк хĕрарăмсем капитализм пусмăрĕнче те, упăшки пусмăрĕнче те...» Малалла мĕн çырассн пуçран вĕçсе тарнă.
Иван Петрович сиксе тăчĕ те пирусне тивертрĕ васкаса, пӳлĕм тăрăх васкаса утса çӳреме тытăнчĕ шухăш шырама.
— Шуйттан председателĕ! Эсĕ, тет, профсоюз членĕ. Халăх ĕçне ермелле. Хĕрарăм кунĕ валли статья çырса пар-ха тет. Сан стена хаçату çине çырмасăрах, манăн ĕçсем нумаййине пĕлмест. Хам партире те тăмастăп, çапах çыртарать...
Каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе, чӳрече патне пырса тăчĕ. Çат!.. Çат!... Çат!... тумла юхать чӳрече янаххи çинчен сăрланă урай хăми çине.
— Ма чӳрече çинчи тутăрна пăрмастăн! — тесе ура тапса пычĕ тĕпелте ача кĕписем çуса тăракан арăмĕ патне.
— Ерçеймерĕм-çке! Асаилтĕн пулсан, хăвăнах пăрмаллаччĕ, йывăр ĕçех мар, — терĕ арăмĕ çаннипе çамки çинчи тарне шăлса илсе.
— Хĕрарăм ĕçне ĕçлеме авланман эпĕ, — тесе хăтăрса тăкрĕ Иван Петрович.
Каллех сĕтел умне ларса çырма пуçларĕ:
«Хĕрарăма ирĕке кăларас тесен, кухньăран хăтармалла... пĕрлешӳллĕ пурнăçпа пурăнмалла: яçлĕсем уçмалла, пĕрле апатланмалли столовăйсем уçмалла, унсăрăн...»
Столовăй çинчен асаилнĕрен, апат çиес килсе кайнă Иван Петровичăн.
— Мĕн паян апат çитерместĕн! Кăнтăрла иртни пĕр сехет çитет. Ман канмалли кун тесе, ĕçлемелли кун мар тесе, апат çитересшĕн мар-и-ха мана эсĕ? — тесе кăшкăрчĕ арăмне.
Арăмĕ:
— Çитересчĕ те, пиçеймерĕ-çке! — терĕ йăвашшăн. — Ара, ирхине пульницана карăм та, кăнтăрла иртсен тин таврăнмалла пулчĕ, хăвах пĕлетĕн-çке.
— Çиес килет ман, çиес килет! — кăкăрне чышса пырать Иван Петрович арăмĕ патне.
— Ытла выçса карăн пулсан, столовăя кайса çи!
— Столовăйне çӳреме авланман эпĕ!
Каллех ларчĕ çырма. Аллине ручка тытнăччĕ, алăк сасси илтĕнчĕ. Письмоносцă килнĕ. «Известия» хаçат, «Красная Нива» журнал тата «Капкăн» тыттарчĕ. Тыттарчĕ те шухăша кайрĕ.
— Эсĕр «Работница» журнал çырăнса илтĕр-и çак? Манса карăм. Кунта пĕр номер пур, те сирĕнччĕ? — тесе ыйтрĕ письмоносцă.
— Пирĕн мар, — тесе ответлерĕ Иван Петрович.
— Çав журнала çырăнса илмеллеччĕ те, темшĕн илсе памастăн-çке, — терĕ письмоносцă кайсан Иван Петрович арăмĕ.
Иван Петрович нимĕн те чĕнмерĕ, сиввĕн çеç пăхса илчĕ.
«Хĕрарăма çутта кăлармалла», — çырать малалла, Иван Петрович. — «Хаçат-журналсем вулама вĕрентмелле...» ,
Тепĕр пӳлĕмре вылякан 5 çулхипе 3 çулхи ачисем юрлама тытăнчĕç. «Воспоти помело!» — тесе кăшкăраççĕ. — «Воспоти помело!...»"
— Кам вĕрентрĕ сирĕ кун пек юрлама? — алăкне уçса хăтăрса тăкрĕ ачисене Иван Петрович.
— Кам вĕрентет вĕсене! — сассине парать кухньăран арăмĕ. — Хамăр килте çук чухне час-часах Матроня юлкалать. Çав вĕрентнĕ пуль. Ача площадкине янă пулсан, ун пек юрăсем илтес çукчĕ те, ямарăн та.
— Ачасене яслĕре усрама авланман эпĕ! — терĕ хирĕç Иван Петрович.
Каллех çырать:
«Хĕрарăмсене производствăна ертмелле. Хапрăк-савăтсенче ĕçлекен хĕрарăмсен процентне ӳстермелле...»
Кăна çырнă хыççăн малалла мĕн çырасси çинчен шухăшланă чухне, хăй арăмĕ кĕркунне «Труженица» эртеле çĕвĕçе кĕресшĕн пулнине асаилет. Шалуне те лайăх тӳлетчĕç. Ямарĕ ун чухне Иван Петрович арăмне çĕвĕçе. Килте кам ĕçлет терĕ.
— Чăнах та, ун чухне производствăна янă пулсан, халĕ килте кам ĕçлетчĕ-ха ĕнтĕ, — тесе шухăшлать Иван Петровичăн тăнлă пуçĕ халĕ те.
Çырчĕ, çырчĕ. Каллех шухăшĕсем сӳрĕлсе кайрĕç. Сӳннĕ пирусне тивертрĕ те, каллех каллĕ-маллĕ утса, çырмалли шухăшсем пӳлĕм тăрăх шыраса çӳреме тытăнчĕ. Ним ĕçсĕрех кухньăна тухса арăмĕ мĕн тунине пăхса тăчĕ пĕр самантлăха.
— Мĕн ку? — терĕ сĕтел çинче выртакан хута курса.
— Повестка. Ыран собрание чĕнеççĕ.
— Мĕнле собрание?
— Хĕрарăмсен собранине. Хĕрарăм кунĕ ячĕпе пулать, тет....
— Каймастăн ыран.
— Ма?
— Эпĕ кинона каятăп.
— Кинона кайма собрани пĕтсен те пултаратăн.
— Ачасене кам пăхать? — кăшкăрса тăкрĕ хисеплĕ Иван Петрович.
Аха, çырмалли шухăш тупăнчĕ. Тупăннă шухăшсене Иван Петронич каллех хут çине ӳкермĕ ларчĕ.
Ĕç малалла кайрĕ. Çур сехетрен статья хатĕр те. «Кухньăран хăтăлнă хĕрарăм сывă пултăр» тенипе пĕтрĕ Иван Петрович статйи. «Сывă пултăр» тенĕ хыççан кăшкăру палли (!) лартма ручкине чернил кĕленчи ăшне чиксе кăларнăскер çырма тытăн... пери вĕçне шăна вилли (çуллахиех пулмалла) тирĕннĕ те, чернилĕ сарăлса кайрĕ. Кăшкăру палли вырăнне кулакан пит-куçĕ пек картин пулса тăчĕ хут çинче.
Чернил сарăлса кайнă пирки пулнă пит-куç Иван Петровичран кулать. Эпĕр те кулар унтан. Сан пеккисемпе çĕнĕ пурнăç тума май пулмĕ теер пурте пĕр харăс.
Шухăшсем
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...