Тупрăм телей уççине
Тупрăм телей уççине,
Курасчĕ-ха уссине.
Пăхмастăп эп хаклине,
Ăнланатăп кирлине.
Патăр çеç вăл сывлăхне,
Пурнăç ĕмĕр тăршшĕне.
Тупасчĕ ăс пурлăхне,
Пĕлтĕм унăн хаклăшне.
Шанап телей уççине,
Туйрăм чунăм уççине.
Упрăп халь мĕн пуррине,
Тавах, ырă Туррине.
Телей вăл — çемье пурри,
Ним те çук унран ырри.
Телей вăл — сывă чупни,
Савнăçпа ĕçе утни.
Телей вăл — ача-пăчам,
Ытарайми мăнуксем,
Ăрăва тăсакансем
Чи хакли — çумра вĕсем.
29.11.2010
ÑаÑÑки (2010-12-13 12:08:56):
Çак сăвăри сăмахсем кашни çын чĕрине кĕрсе вырнаçсан çĕр çинче пурăнма аван пулĕччĕ.Шель пулинте эпĕ шухăшланă пек пулаймĕ.