Икĕ кайăка хăваласан
— Ах, Таня, ах, мĕн тумалла-ши? Икĕ каччăпа тĕл пулмалла-çке манăн паян! Ах, хăшĕн патне тухам-ши? — çапла ах-ахлатса та ши-шилетсе Ирина ман çума пырса ларчĕ. Тĕлĕнтермĕш хĕрача вăл Ирина: анраса кайсан ахлатма пуçлать, пĕр-пĕр иккĕлентерекенни сиксе тухсан шилетме тытăнать.
— Иккĕшĕнпе те тĕл пул! Анчах курнăçусен хушши 3-4 сехет пултăр, — ăс паратăп лăплана пĕлмесĕр пӳлĕм тăрăх кумакан хĕр тусăма. Ăçтан йăтăнса анчĕ ман чĕлхе çине «3-4 сехечĕ» тата мĕншĕн шăпах çавăн чухлĕ вăхăт — хам та пĕлместĕп.
Хĕр пурнăçĕ çапла вăл: е никам та çук, е сасартăк харăссăн йăтăнса анать. Хам та Ирина пекех тунсăхласа курнă. Тантăшăмсен пурин те савнийĕсем пур, кинона, театра пĕччен çӳремеççĕ, кафере тулевсĕр апатланаççĕ, санăн та хăвна юраттарас килет — эсĕ вара хăр тăлăххăн. Чи телейсĕр шăпа! Ларан общежити пӳлĕмĕнче çăлтăр вырăнне тĕксĕмрех обой çинче миçе хăнкăла çурçĕр хыççанхи апат шыраса чупса çӳренине шутласа. Тĕмсĕлсе итлен кантăк леш енчи шăплăха, студентсен хулинче аташса кайнă пĕр-пĕр принцăн шурă лаши шаклаттарса килни илтĕнмест-и тесе. Пĕлетĕн, кăлăхах, пĕрех тăнлама пăрахаймастăн каçхи шăплăха — юрата-а-ас килет вĕт-ха! Ау! Ăçта эсĕ, шурă лаша çинчи принц? Пĕррехинче вĕсем манăн «SoS»а илтрĕç пулас, харăсах тăватă лаша шаклаттарса çитсе тăнă кантăк умне. Кĕçенеççĕ: и-а-ха! и-а-ха!
Малтанах темиçе çул каялла калаçкаланă Миша тупăнчĕ. Общежитире пĕр пӳлĕмре пурăнакан Алисăран ман пата çичĕ сехетсенче килессине пĕлтернĕ. Юрĕ, килтĕрех. Эпĕ ăна, шатрарах питлĕскере, мар, юмахри принца кĕтнĕ пулин те. Палăртнă вăхăтчен сăрланса, япшар тумланса (кĕске юбкине Иринăран проката илсе, амортизацишĕн 30 тенкĕ тулесе!) хайхискере кĕтсе лараттăм. Çак самантра пӳлĕм алăкне кӳршĕ ял хĕрĕ Карина (вăл медицина факультетĕнче акушера вĕренет) яриех уçса ячĕ.
— Таня, савăн! Сан пата каç пулттипе 7-8 сехетсенелле Коля килетĕп терĕ, — пĕлтерчĕ вăл хыпăнса. Элĕк каччипе уйăх каялла паллашнăччĕ. Кăмăла кайнăччĕ вăл: çӳллĕскер, патмарскер. Чĕлхи питех япшарах мар пек туйăнчĕ те, эппин хăлхашăн çепĕç сăмахсем каласа чуна ирĕлтерсех яраяс çук (хĕр тени çапах та хăлхапа юратать тени тĕрĕсех!), хам чĕвĕлтетĕп — чĕлхе факультетĕнче вĕренетĕп вĕт. Уйăх тăршшĕпех хĕрсенчен салам ярса тăчĕ Коля, халь акă хăй шурă утне кӳлсе тухнă. Мана пата кĕçех çитмелле! «Ах, Коля, çав уйăха тепĕр пĕр куна куçарма çукчĕ-им-ха? Кĕçĕр Миша килмелле вĕт-ха», — кăшт çĕтĕлех те илтĕм хам ăшра Элĕк принцне ӳпкелесе. Мĕн тăвас халĕ? Пулăшу ыйтма темиçе пӳлĕм урлă пурăнакан Зина юлташ патне вĕçтертĕм. Вăл — ăслă. Ахальтен-им психолога вĕренет. Ăна хам икĕ каччă хушшинче вĕткеленнине калама ĕлкĕреймерĕм — пĕр пӳлĕмрех пурăнакан тепĕр пулас чĕлхеçĕ, шăрăх çанталăкри пек чĕлхине йытă çури пек кăларса хашкакан Марина чупса килчĕ.
— Таня, ăçта çухалса çӳрен эсĕ? Таçта та шырап сана, гастронома та чупса кайса килтĕм, сан пата... сан пата... — сывлăшне çавăрса яраймасть тантăшăм, — Миша килнĕ. Пӳлĕмре кĕтсе ларать, — терĕ.
«Ак тата! Мĕн-ма кĕртсе янă ăна вахтăра? Ытти чух паспорт парса хăварсан та яхăнне ямаççĕ, сирĕншĕн, хĕр упраçшăн, явап тытса пĕтер кайран, пуриншĕн те хресне амăшĕ пулса пĕтереймĕн теççĕ. Мишăна ирĕк панă. Шампа пулă пекех йăлмакаскер çав вăл. Патăрьел тăрăхĕнчен вĕт».
— Атя, Зина, шутла хăвăртрах! Тăватă çул психологипе вуланă кĕнекӳсене шатăртаттарса тух. Эсĕ «5»-пе вĕренетĕн вĕт!
— Верăпа пĕр районсемччĕ вĕт-ха эсĕ? Ун патне юнашар общежитие çуралнă кунне кайнă тесе калăр, — терĕ мăраннăн Зина.
— Кам вăл Вера? — ыйтатăп эпĕ.
— Эп ăçтан пĕлем? — терĕ çеç пулас психолог.
— Юрĕ, майлаштаратăп. Хамах. Хам та начарах мар хĕрача, — терĕ те Марина яланхиллех, пĕр-пĕр шухăш тытсан питĕ пусăрăнчăклăн утма пуçлаканскер, лаплаттарса тухса кайрĕ. Тепĕр темиçе минутран каялла çаврăнса çитрĕ.
— Майлаштартăм, — терĕ. — Кольăпа 9 сехет çурăччен тĕл пулма пултаратăн. Кайран Миша килет. Эпир унпа кинона каятпăр. Вăл мана урамра кĕтсе тăрать.
Пӳлĕме таврăнтăм. Алиса унта-кунта чупкалать: пĕр япалине тăхăнать, унтан ăна хывса перет те тепĕр çи-пуç улăштарать. Çав хушăрах сăрланма та ĕлкĕрет.
— Эсĕ ăçта кайма чиперленен? — ыйтатăп унран.
— Ара, Верăн çуралнă кунĕ терĕ вĕт Марина. Атя, кайрăмăр. Эп парнине те хатĕрлерĕм, — тет хĕр тантăшăм туфлине тăхăннă май.
— Мĕнле Верăн?
— Мĕнле «мĕнле Верăн»? Манпа кӳршĕ ялтан. Юнашар общежитире пурăнать. Сире паллаштарнăччĕ вĕт-ха. Ман пата тепĕр чух килкелет вăл.
Эпĕ ахăлтатса кулатăп. Алиса ăнланмасть. Вăл пирĕн ултава чăнласах ĕненнĕ иккен. Çак вăхăтра алăкран шаккарĕç. Ман пата каччă килнĕ тесе иккен. Вахтăра кĕтсе ларать. Хăвăрттăн аяла чупатăп.
Кольăпа алран алă тытса урама тухрăмăр. Общежитие хирĕçех паркри пилеш айĕнче Миша тăра парать. Маринăпа. Пĕр-пĕрне аллисенчен тытнă. Эпĕ айккинелле тапса сикрĕм.
— Эсĕ мĕн, марафон чупма тухрăн-им? — тăрăхлама хăтланчĕ ман хыçран аран пашкаса пыракан Коля. — Е эпĕ килнипе савăннăран чĕрӳ хавас сикнипе ху та сиккипе пыратăн?
— Хă, пит кирлĕ пуль! Балконран шывпа сапакансене савăнтарас килмерĕ, — çĕтсе каймарăм хам та. Пуç çапла хăвăрттăн çухалса каймасăр шухăшлама пултарнинчен тĕлĕнтĕм. Экзаменра çапла тавçăруллă пуласчĕ унăн!
Пĕрер сехет залив хĕррипе уçăлса çуренĕ хыççăн каялла çул тытрăмăр. Хальхинче çепĕçрех пулас терĕм Кольăпа. Кăштах çума сĕртĕнме те ирĕк патăм. Каялла ăна общежити умĕнчен курăнман çулпа ертсе килтĕм. Алăк патне çитичченех ăсаттармарăм.
— Чипер, ыран татах килĕп, мана килĕшрĕ, — терĕ каччă мана куçран ăшшăн тинкерсе. Каллех сĕртĕнесшĕн пулчĕ — ирĕк памарăм.
— Çук! Ыран эпĕ тухаймастăп, — хыпăнса ӳкрĕм эпĕ, — экзамена хатĕрленмелле манăн. — Мишăпа Маринăпа иккĕш киноран килсен ыран курнăçасси пирки калаçса татăлма шухăш тунине ăна калаймастăп вĕт-ха эпĕ. — Виçмине кил.
— Экзамен килет те каять вăл — юрату юлать, — терĕ хуçăк кăмăллăн Коля. Çаплах пусăрăнчăклăн пăрахса утрĕ.
Эпĕ Маринăпа Мишăна кĕтрĕм. Курăнмарĕç. Тантăшăм киноран килнĕ те тахçанах пӳлĕмре пулĕ тесе общежитие кĕтĕм. Марина унта та çук. Ун вырăнне кравачĕ çинче хамăр ял каччи лара парать — пирĕнпе икĕ кил урлă Вася.
— Акă Таня çитрĕ те. Тĕп библиотекăра кĕнеке ăшне путса йăлт халтан кайнăскер, — терĕ Алиса пĕрре ман енне, тепре каччă çине куларах пăхса.
— Ырă каç, Вася, — вăйсăррăн йăл кулма хăтлантăм эпĕ. Анчах Вася ман кăмăла туймарĕ — вăл ăна-кăна чухлаканниех мар. Каникул вăхăтĕнче Вася та, ман пекех хуларан яла килнĕскер, çăвĕпех пирĕн хĕрсен ушкăнне килсе ларатчĕ, анчах хăшĕншĕн чунне çунтарни (çунтарнах пулсан) паллă марччĕ. Ларатчĕ мăшлатса. Каччи аванах-ха вăл, сăн-сăпачĕ те, пĕвĕ-сийĕ те килĕшӳллĕ. Ĕçлеме те хулари пĕр самай чаплă фирмăра ĕçлет. Укçине те аван илет текелетчĕç. Хĕрсем сан пата çӳрет тесен те Вася кама килĕштернине ăнланма çукчĕ. Иккĕн çеç пĕрре те юлса курман эпир унпа. Ак халĕ ман пата ятарласа килнĕ иккен. Алисăпа Иринăна мана килĕштерни çинчен каланă та. Мĕнле тăруках хăюланса кайнă вара вăл? Чылай кайран çеç пĕлтĕм сăлтавне — ăна фирминче уйрăм пай пуçлăхне лартнă иккен.
Васьăна эпĕ сăнӳкерчĕксем кăтартса лартăм. Ялти хыпарсене сӳтсе яврăмăр. Алисăпа Ирина вăрттăн кула-кула кухньăна апат пĕçерме тухрĕç. Кăштахран алăк умĕнче хĕрсем темле каччăна пикенсех темĕн ăнлантарнине, ӳкĕтленине илтрĕм. Самай хĕремесленнĕ Алиса пӳлĕме кĕрсе ман пата Дима кĕресшĕн пулнине калама пуçларĕ. Вася ним ăнланмасăрах сăнӳкерчĕксене тĕсесе ларчĕ-ха. Çав самантра алăк уçăлса кайрĕ те Дима кĕрсе тăчĕ.
Дима Алисăпа кӳршĕ ялтан. Вĕсем пĕр шкулта вĕреннĕрен ачаранах пĕр-пĕрне пĕлеççĕ. Алиса патне килсе çӳренĕрен паллатăп та эпĕ Димăна. Пĕлтĕр çулласенче Димăна курассишĕн тем пама хатĕрччĕ эпĕ. Халĕ ав ларнă çĕртех «хытса» кайрăм.
«Эй, Турăçăм, мана пĕр лайăх чун савни антарса парсамччĕ тесе час-часах ыйтаттăм эпĕ санран. Анчах пĕр каç хушшинче тăваттăн — ытла нумай-çке...» — ӳпкелешсе шутлатăп хам ăшра.
Халĕ малалла виççĕн пăхма пуçларăмăр сăнӳкерчĕксене. Манăн каччăсем шăп лараççĕ. Вася çеç мăшлата-мăшлата сывлать. Туятăп, чунĕнче темĕн хĕрет. Эп чарăнми пакăлтататăп. Мĕн калатăп — хам та ăнланмастăп, иккĕшне те юрама хăтланатăп. Хушăран пӳлĕме лару-тăрăва тĕрĕслемелле Алиса кĕре-кĕре тухать. Чăхлатса тенĕ пек тухса каять. Чухлатăп ĕнтĕ, кухньăра Иринăпа иккĕшĕ йăванса кайиччен ахăраççĕ. Аран-аран май тупса Алисăна куç хĕсетĕп, Васьăна илсе тухса кайма хушатăп. Хĕрачи вăл ăслăскер, тавçăрса илчĕ, кӳршĕ ачине çавăтса тенĕ пек кайрĕ. Пирĕн çăпала аври хуçăлнă, Вася ăна ним мар изолентăпа чĕркесе майлаштарса пама пултарать-мĕн. Эпĕ: «Кусем çăпалана ятарласа хуçрĕç-ши?» — тесе шухăшласа тăрса юлтăм.
Тинех эпир Димăпа иккĕн. Анчах сăпай Дима тӳрех тухса кайма тăчĕ.
— Чей ĕçмесĕр ан кай ĕнтĕ, пирĕн тутлă печени пур, — чарма хăтлантăм хама чăнласах та килĕшекен каччăна Вася кашни хĕр валли пĕрер пачка печени илсе килнине аса илсе. Вăл ку тĕлĕшпе пирĕн хĕрсене пиччĕшĕ пекех пăхать — е пĕрер кило пĕремĕк, е тепĕр чух торт илсе килет.
Дима юлмарĕ, хăвăрттăн сывпуллашрĕ те кайрĕ. Кӳршĕ ял хĕрĕ Алиса пӳлĕме тепĕр хут кĕрсе курнăçасса та кĕтсе тăмарĕ.
Васьăпа Алиса кухньăран чылай кайран тин килчĕç. Хăйсен сăнĕсем темшĕн çиçсе тăнă пек туйăнчĕ мана. Чейпе сăйланнă май та ман куршĕ ман çинчен манса кайнă пек пĕрехмай Алисăпа сăмахларĕ. Ку мана çĕтĕлтерме те пуçларĕ, эпĕ çак самантра Вася хăвăртрах тухса кайтăрччĕ çеç тесе лартăм. Дима кайнăшăн вара кулянтăм. Лайăх ачаччĕ, текех йăтăнса анас та çук пек туйăнчĕ вăл ман тĕле.
— Санăн каччу пулчĕ-им вăл? — ним пулман пекех ыйтрĕ Вася. — Ничавă. Лайăх ача пек туйăнчĕ. Хам санăн пиччӳ пулнă пулсан эпĕ ăна санпа çӳреме чарман пулăттăм. — Хăй темшĕн Алиса енне кăмăллăн пăхса илчĕ.
Марина таврăнчĕ. Сăнĕ сивĕ çĕртен кĕнĕ пек анис панулмилле хĕрелсе кайнă. Пирĕнпе пĕрле чей ĕçме лармарĕ, иккĕмĕш хутра пурăнакан Валя патне (пĕр курссемех) кĕнеке кайса илмелле тесе хăвăрттăн тухса кайрĕ.
Алиса та чей чашкисене çумалла кухньăна ăсанчĕ. Вася та туртăнчĕ те — эпĕ асăрхарăм — манран аванмарланса çеç ларса юлчĕ пулмалла. Каллех мăшлатма пуçларĕ. Унтан чăтса тăраймарĕ: «Сирĕн унта кастрюль тыткăчи те лăнкăртатма пуçланă иккен, юсаса хăварас пуль, гайкине хытарас», — тесе кухньăна шăвăнчĕ.
Эпĕ пӳлĕмре пĕчченех тăрса юлтăм. Чун хурланать. Ĕсĕклес килет. Макăрса вилес килет. Каллех пĕччен. Каллех Турăран кама та пулин ярса пама ыйтма тивет.
...Ирина килчĕ. Вăл та пусăрăнчăк кăмăллă. Вырăнĕ çине ӳпне тăсăлса выртрĕ те ахлатма, шилетме пуçларĕ каллех:
— Ах, Таня, ах, мĕн тумалла-ши? Икĕ каччăран хăшне суйласа илмелле-ши? Ах, мĕн-ма иккĕшĕ те килĕшеççĕ-ши? Эй, Турă, каласам, пӳрнӳне тăсса кăтартсам, хăшĕ манăн чăн-чăн чун варли? Ах, ах...
Эпĕ Иринăпа юнашар тăсăлса выртрăм, хамăртан хамăр, хамăр айванлăхран кулма, ахăрашма пуçларăмăр. Унтан иксĕмĕр ыталанса, хамăра, мĕскĕн тăлăхчунсене, шеллесе ĕсĕклесе, куççульпе чыхăна-чыхăна, йĕме пикентĕмĕр.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...