Тус е тăшман


— Ăнланмалла, — ула куракпа пупленçи тăвать Çтаппан Кĕркурийĕ. — Халĕ нӳрĕк тем пекех кирлĕ. Çумăр çусан тыр тĕшши сулмаклă та пирчев пулать.

— Вăл çăвассине ăçтан пĕлетĕн, атте? — ыйтать Вихтĕр ăна-кăна тĕшмĕртеймесĕр.

— Ула курак евит панинчен. Вăл краклатса çӳреме тытăнсан, ачам, çумăр пулатех. Кайăк чĕлхине ăна тăнлама пĕлмелле. Кашнин хăйĕн сасси, хăйĕн хыпарĕ-евичĕ. Ав кур, чĕкеçсем çĕр çийĕн чĕвĕлтетсе вĕçеççĕ. Вĕсем те, ывăлăм, çумăр пуласса систереççĕ. Çумăр умĕн тĕрлĕ ӳпре-вăрăм туна таврашĕ аяла анать. Вĕсемпе тăранса пурăнакан чĕкеçĕн те вара ирĕксĕрех аяла анма тивет.

Чăн та, каç енне тĕксĕм пĕлĕтсем тупене карса илеççĕ те талăк ытла чарăнмасăр лăпăстатать çумăр.

«Ăхă, — тет Вихтĕр хăйне хăй, — манăн та кайăк чĕлхине вĕренме, çут çанталăка сăнама тытăнмалла...»

Тепĕр ирхине, уçă чӳрече умĕнче çывăраканскер, тăр-р! тăри-и! тенине илтсе куçне уçать ача. Вĕсен пӳрчĕ уй хĕрринче. Çавăнпа та хир кайăкĕсен сасси — тăри тăрлатни, путене пĕтпĕлтетни — ялан уçăмлăн илтĕнет.

— Тăр! Тăр!.. Тăтăр-и, тăтăр-и? — юрра шăрантарать ырма пĕлмен тăри.

«Тăтăм-ха, тăтăм», — Вихтĕр хăйпе хăй ăшра пуплет вырăн çинче карăнкаласа ларнă май. Амăшĕ тултан кĕрет те:

— Эсĕ хăвах вăраннă-çке, — тет тĕлĕнсе. — Аван-ха ку. Лаçра çĕр улми пиçет. Сывлăмпа çулма лайăх тесе аçу Йӳçкăшкар çырмине шуçăмлах кайрĕ. Тăр, тумлан, апат леçетĕн ун патне. Кала аçуна: паян, кăнтăрла иртсен, хуларан Кирук кукку килет. Çынран каласа янă хăй килесси пирки.

Вихтĕр амăшĕпе пĕрле лаççа тухать, лешĕ ачин хăрах аллине уйран чĕресĕ, теприне тутăрпа çыхнă чашăк тыттарать.

— Пӳртрен кашăк илсе тух, — асăрхаттарать амăшĕ.

Вихтĕр чашăкпа чĕресе çенĕке лартать те кашăк илсе тухать, вара чашăка çĕклесе урамалла çул тытать. Урама тухнă-тухман такам шăхăрнă пек туйăнать ăна. Анаталла пăхать, тăвалла — никам та çук. Пӳрт пуçĕнче, йăви умĕнче, ларакан шăнкăрч шăхăрнă иккен.

— Мĕн ĕçсĕр аптăраса ларатăн эс унта? — мăкăртатать ача. — Улăха çитмелле ман часрах, эсĕ пур...

— Чим-чим, — сас парать карта çинчи çерçи. — Чим-чим.

«Мĕн чимлетет тата ку?.. Э-э, чим, кашăк илме кĕрсен, эп уйран чĕресне çенĕкех лартса хăвартăм-иç», — тинех аса илет хайхи. Чашăка курăк çине лартса каялла чупса кĕрсе каять, уйран чĕресне çĕклесе тухать. Çак мыскарана курса савăннă шăнкăрч çунат çапса ахăрать...

Вăрман хĕрринчи çырмара, йывăç тĕмисем çывăхĕнче, ашшĕ çавапа хăлаçланать. Чашт! чашт! тăвать çивĕч çава. Çăра курăк паккусĕ хулăн, Вихтĕре кăвапа таранах. Ешĕл курăк чĕслĕ шăрчăксем, çĕр çумĕнчен темпе таптарса янăн, çын утнă май чĕлтĕр-чĕлтĕр сирпĕнеççĕ. Акă пĕри, пӳрне пекех тачкаскер, сулăмлăн вĕçсе иртсе каять. Хĕрсе ĕçлекен ашшĕне ывăлĕ: «Чарăн, атте, апат илсе килтĕм», — теме шутлать çеç, темле кайăк хыттăн та васкавлăн: «Чăк-чăк, чарăн-чарăн-чарăн тăк!» —теме ĕлкĕрет. Ашшĕ çавине хурса çулса пăрахнă курăк çине ларать, кайăкĕ çаплипех чарăнма ӳкĕтлет: «Чăк-чăк, чарăн-чарăн-чарăн тăк!»

— Чарăнтăм-çке, чарăнтăм, — тет ăна хирĕç Вихтĕр ашшĕ, меллĕнрех вырнаçса тутăра салтать. — Эсĕ те лар, ачам. Апат пĕрле лайăхрах анать, — хăй çумне лартать вăл ывăлне.

Алла çăкăр чĕлли тытнăччĕ кăна, тĕм хушшинчен урăх кайăк сасси, илтĕнет:

— Ĕçле, ĕçле, ĕçле çи-и-и, — тет хăй вăрăммăн. Темле аван мар пулса каять: паян нимĕнле ĕç те туман Вихтĕр, çиме вара ашшĕпе юнашар шăтăр-шăтăр кĕрсе ларнă.

— Ма çиместĕн?

— Итле, атте. Ав мĕн тет çав кайăк: «Еçле, ĕçле, ĕçле çи-и-и...» Эп вара паян ним те туман.

— Епле туман? Хире апат илсе килнине эс ĕç вырăнне хумастăн-им? Кунта килме аннӳн вăхăчĕ çукрах. Апла тăк, тăванăм, эсĕ аннӳ тумалли ĕçе тунă. Лар, çи.

Иккĕн тан апатланма пуçлаççĕ. Апат хыççăн савăт-сапана пуçтарса киле кайма тăрать Вихтĕр.

— Пĕл, пĕл, пĕтпĕлтĕк, — сас парать улăх çумĕнчи ыраш пуссинчен путене. — Пĕл, пĕл...

— Мĕн пĕлмелле ман?

Унччен те пулмасть, вăрмантан куккук сасси янă-

раса çитет:

— Ку-ку! Ку-ку! Ку-ку! — тет вăл пĕр вĕçĕмсĕр. «Э-э, — тин тавçăрса илет Вихтĕр, — паян кукка килмелле-иç... Мĕнле манса кайнă эп ăна? Юрать куккук систерчĕ...»

— Атте, хуларан Кирук кукка килмелле паян. Кăнтăрла иртсен çитет имĕш.

Ача çапла каласан «ку-ку!» тесе асăрхаттарма чарăнать куккук.

— Тăхта кăшт, тепĕр кана чашлаттаратăп та — паянлăха çитет, — ашшĕ апат çисе тăрансан паккус çине хăяккăн выртать. — Халь кăштах сывлăш çавăрса илме те юрать пуль. Фу-у, лачкам тара ӳкерчĕ.

Ашшĕ нумай выртмасть, тăрса ĕçе пикенет. Çавана сулса янă хушăра ун кĕпи пĕрре хăмпăланать, тепре çурăмĕ çумне çыпçăнсах ларать. Хăйне бригадир уйăрса панă лаптăка çулса пĕтерсен:

— Атя, кайрăмăр, — тет вăл ывăлне кĕскен. Вихтĕр ашшĕнчен юлас мар тесе вăрăммăн яра-яра пусма тăрăшать. Утать-утать те йăпăр-йăпăр чупать, утать-утать те чупать. Киле çитсе хапхана уçаççĕ кăна, кăвар пек тĕлкĕшекен автан хӳме çине сиксе хăпарать, икĕ çунатне хире-хирĕç шарт-шарт тутарса çапла пĕлтерет:

— Ки-рук-кук-ку-у-у-у!

— Кирук кукку килнине автан та асăрханă, — ачине тем вăлтса калать ашшĕ. — Кур, мĕнлерех хĕпĕртесе пĕлтерет вăл сана: «Кирук кукку!» — тет.

Вихтер тĕлĕннипе хытса кайсах шухăшлать: «Эй, чăн та, лайăх иккен кайăк чĕлхине пĕлни!..»

Каярахпа, ӳсерехпе, Вихтĕр ăнланать: килти автан, паллах, ун чух «Кирук, кукку-у! тесе пĕлтерме пултарайман. Кик-кирук-ку тенĕ-ха вăл авалтан килекен йăлипе, ачана вара Кирук кукку тенĕ пек илтĕнет. Ара, куккăшне питĕ курасси килнĕ мар-и... Курас килнинчен те ытларах — айванлăх ку. Ашшĕ ачин айванлăхне нихăçан та татăклăн сивлесе тăкмасть-ха, ахăртнех, лаша пулас тихана пĕчĕклех тимлĕ пăхса ӳстермеллине тĕпе хурать пулас. Вихтĕр астăвакан айванлăхсем вара сахал мар.

 

Малтанхи айван ĕç

Вихтĕр ашшĕ пĕрре ĕçрен выçса, касăхса таврăннă. Вăл сĕтел çинче пăсланса ларакан яшкана, тин кăна чашăкпа антарса панăскерне, вĕркеленçи тăвать те тулли кăмăлпа сыпса пăхать. Апатăн тути-масине ăнлансах çитереймест пулас та каллех лĕрплеттерет, вара йывăç кашăка сĕтел çине шак хурса:

— Амăшĕ! — тет хыттăн.

— Мĕн? — тĕпел кукринчен сĕтел патне йăпăртатса пырать кил хуçи арăмĕ.

— Хырăм выçсан, çĕрĕк çăпата та тутлă тенĕ. Пĕлетне, ман хырăмра халь выçă кашкăрсем çиччĕн тан улаççĕ, анчах...

— Мĕн анчахĕ тата?

— Çĕрĕк çăпатана çеç мар, тин çеç пĕçернĕ апата та йышăнасшăн мар-çке вăл темшĕн. Хăв сыпса пăх-ха, мĕн ку?

Çине-çинех тутаннă хыççăн Вихтĕр амăшĕ ним калама пĕлмест, чĕлхи вĕçне çаннипе шăлса питне-куçне пĕркелет.

— Ай-юй, мĕн ку? Унчченхиллех пĕçереп терĕм-çке...

— Çĕр улми шăнман-и тĕпсакайĕнче? Тем пылакки тапса тухнă.

— Кĕркури, чипер калаç. Кăçалхи хĕл ăшă тăчĕ-иç. Çĕр улмийĕ шăнма мар, калчаланма пăхать.

Вихтĕрпе унăн шăллĕ Кавĕрки кăлин-калин пăх-каласа ларнине асăрхасан: «Эсир, — тет ачисене амăшĕ, — темскер яман-и-ха хурана?»

Ашшĕпе амăшĕ шăтарасла тинкерсен Вихтĕр пуçне усать, пĕчĕк Кавĕрки тин кăна калаçма сĕмленекенскер, пиччĕшĕ енне тĕллесе кăтартать:

— Ăл, ăл, — тет, — ачĕ...

— Мĕн ячĕ?

— Ках-хат ачĕ...

— Канфет? — ик пĕççе шарт çапса ачисем çумне ларать амăшĕ.

Вăл яшка пĕçернĕ чух: «Кĕçех аçу ĕçрен килмелле. Пĕрре тутлă апат пĕçерсе çитерер-ха ăна, чĕппĕмсем», — текеленине илтсе Вихтĕр амăшĕ сисиччен хутаçран канфет ывăçла-ывăçла ярать хурана. Ара, канфетран тутли мĕн пултăр çĕр çинче?

— Аçăра тутлă апат пĕçерсе парас терĕр апла? — ыйтать ашшĕ.

— Ăхă.

— Хм... Ырă шухăш ку, анчах малашне аннӳрен ыйтмасăр ним те ан ярăр хурана, аттуш...

— Мĕн аттуш?

— Аттуш чипер апатранах сысна пăтратмăшĕ пулса тухать... Кирек епле ĕçе те пĕлмесĕр тума юрамасть.

 

Иккĕмĕш айван ĕç

— Эпир вăхăтран самаях юлнă-иç, — тет ашшĕ пĕрене çинче çакăнса тăракан календарь енне пуçĕпе сĕлтсе. — Паян çирĕммĕш пулма тивĕç, календарьте вун çиччемĕш кăна-ха, — çапла каласа Çтаппан Кĕркурийĕ календарĕн икĕ-виçĕ страницине çатăрт-çатăрт татса илет. — Уяв çитесси тата вунă кун. Уяв кунне, ах, хитре ӳкерсе хунă кунта.

Çитĕнсе çитнисем пӳртрен тухсан, Кавĕрки Вихтĕр пиччĕшне калать:

— Уяв çитсен мана анне çĕнĕ шăлавар тăхăнтартать. Ăнт!

— Мана çĕнĕ кĕпе çĕлесе параççĕ. Вăт! — парăнмасть Вихтĕр.

— Пичче...

— Мĕн?

— Атя уява хăвăртрах çитерер.

— Мĕнле?

— Атте пек тытас та татас.

Пукан çине йăпăр-япăр хăпарса тăрать те Вихтĕр шатăрт, шатăрт татать страницăсене хĕп-хĕрлĕ тĕспе ӳкернĕ тĕле çити.

Ашшĕ пӳрте кĕнĕ çĕре иккĕн тан чăлтти-чалтти сикеççĕ:

— Уяв çитрĕ! — теççĕ календарь çине кăтартса. — Уяв çитрĕ!

Ашшĕ кĕçĕтмен ĕнсинех кăтăртаттарать.

— Чисти упăтесем пуль эсир, — тет.

— Ма? — сикме чарăнаççĕ лешсем.

— Ара, пысăккисем мĕн тăваççĕ, вĕсене кура, çавна тума хăтланатăр. Капла, чăн та, уяв ыранах пулать-иç.

— Атте, ыранĕ вара хăçан çитет?

— Тата вунă кунтан...

 

Виççĕмĕш айван ĕç

Канаша пасара кайсан ашшĕ ачисем валли тăм шăхличĕ илсе килет.

— Мейĕр, — тет, — ылмашăнса выльăр. Кашнинех пĕрер шăхлич туянса памаллаччĕ пуль те, нухрачĕ çичĕ чул айĕнче выртни, вăл хĕсĕкки пĕтерет.

Ик-виçĕ кун хушши Вихтĕрпе Кавĕрки килĕштерсе выляççĕ теттепе: пĕрре пĕри шăхăртать, тепре — тепри.

Пач кĕтмен чух сиксе тухать пиччĕшĕпе шăллĕ хушшинчи хирĕçу пĕр кунхине.

— Ку — ман шăхличĕ! — тет Кавĕрки тутине тăсса. — Канашран илсе килсен атте ăна чи малтан мана пачĕ. Сана тек шăхăрттармастăп!

— Çук, вăл — ман! Пар мана!

— Памас. Кай кунтан.

Хирĕçеççĕ те каяççĕ пĕртăвансем. Тепре пăхнă çĕре шăхличĕ катăк — çĕре ӳксе ванса кайнă. Çавăнтанпа шăхлич Вихтĕрĕн те мар, Кавĕркин те мар.

Ашшĕпе амăшĕ иккĕн тан ăс параççĕ ачисене.

— Пурнăç кăйттă чух, эппин, çук чух, çурмалла пурăнмалла, — теççĕ. — Мĕн туса хутăр-ха капла?

Катăк шăхличе сурса çыпăçтарма пăхать Вихтĕр — çыпçăнмасть.

— Лайăхрах сур та хăвăрăн пăсăк ĕçӳ çине витрене кайса пăрах, — сĕнӳ парать ашшĕ.

 

Тăваттăмĕш айван ĕç

Ĕнер кăна туяннă вĕр çĕнĕ кĕнеке сак айĕнче йăваланса выртнине асăрхасан Вихтĕртен ашшĕ ыйтать:

— Вихтĕр, — тет, — ку кĕнекене эсĕ вуламарăн пулĕ-çке? — «Вуламарăн» сăмаха ашшĕ тăсарах, йĕкĕлтешсе калать.

— Ийя, эпĕ те вуласа пăхрăм, — хуравлать пĕр сас палли те палламан Вихтĕр, хĕпĕртет хăй: кĕнекене уçкаласа мăкăл-мăкăл тукаласа ларнине ашшĕ те сиснĕ-çке-ха.

— Атте!

— Мĕн?

— Ку кĕнекене эпĕ вуланине ăçтан пĕлтĕн? — ыйтать ачи тĕлĕнсе.

— Кĕнекере виçĕ-тăватă страница çуккинчен. Ытла лайăх вулама вĕреннĕ иккен эс. Пурте кун пек вулас пулсан, ывăлăм, тĕнчере пĕр кĕнеке те тĕрĕс-текел тăрса юлас çук. Ăçта-ха эсĕ вуланă страницăсем?

— Акă, — Вихтĕр хитре сăнӳкерчĕксемлĕ страницăсене кĕсйинчен кăларса ашшĕне тыттарать.

Ашшĕ пуçне енчен енне пăркаласа ывăлне ӳкерчĕксенчен пĕрне кăтартать:

— Вуласа пар-ха, эппин, мĕн çырнă çакăнта?

— Кунта-и? — Вихтĕр çамкине картлантарать, пĕр сас палли çук çĕртех «вулама» пикенет. — Кушак пӳртрен тухнă та пахчара курăк хушшинче ларать. Унăн хăйма çисе сĕт ĕçесси килет.

— Ну, суеçтеретĕн те иккен. Ку вăл кушак мар. Тигр çури. Амăшĕсĕр тăрса юлнăскер. Ун пирки ак тепĕр енче çырнă.

— Тигр? А вăл, атте, мĕн-ма кушак пекех?

— Кушакне кушаках ĕнтĕ, шутсăр пысăк кушак. Пăру мăнăшскер.

— Ак ун вара, амăшĕсĕр тăрса юлнăскерĕн, атте, хăйма çиес, сĕт ĕçес килмест-им?

— Хă, — кулма чарăнать ашшĕ текех, — ку вырăна тĕрĕсех вуларăн пулас. Кĕнекере çырманнине «вуласа» тĕшмĕртетĕн те, санран та çын пулать-шим вара? Тулĕк, — пӳрнипе юнать ашшĕ, — малашне апла ан вăтăр кĕнеке таврашне. Ух, эс, шĕшлĕ фантазер!.. Хăçан çын пулăн-ши, ӳссе çитĕн-ши?

Çын пуласси — атă кунчи тавăрасси мар. Ачаран çын пуличчен урăх çынсене паллама, вĕсемпе туслашма пĕлмелле иккен, мĕншĕн тесен тăшман тени, куршанак евĕр, хăех тупăнать те çыпçăнать. Чăн-чăн тус-юлташа шырасан та йăпăр-япăр тупма çук. Тус пеккисем те, куршанак хăраххисем, хăйсемех çулăхаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕр ăслă поэт çапла çырнă:

 

Тăшман пĕрре?..

Тăшман нумай сан!

Туссем çĕршер?..

Туссем сахал сан!..

 

Пиллĕкмĕш айван ĕç

Çуллахи вăхăт. Вихтĕр, шип-шип «атти» тăхăннă шĕвĕркке, пӳрте вирхĕнсе кĕрет.

— Атте-е, мана Сахар Кули хĕнерĕ, — ĕсĕклет вăл пир кĕпе çаннипе куççульне шăлса. Ун шучĕпе, ашшĕн халех урама сиксе тухмалла та Сахар Кулине вирлĕ кăна пĕçерккĕ памалла.

— Ах, ачана, — хĕрхененçи тăвать ашшĕ. Сисет Вихтĕр, «ах, ачана» тесе каласан йĕкĕлтешет кăна ашшĕ. — Хытах хĕнерĕ-и Куля?

— Ак çакăнтан, хырăмран, чышрĕ те мăкăль кăларчĕ, — кĕпине çĕклесе хырăмне кăтартрĕ ывăлĕ.

— Мăкăлĕ ăçта? Кунта ним те çук-çке.

— Мăкăлĕ вăл мĕн... Малтан тухнăччĕ, хытă чышнипе каялла кĕчĕ пулас.

— Мĕнле апла?.. Ăнланмастăп, мăкăлĕ, мĕн, чышичченех тухнăччĕ-и, чышнă хыççăн тин каялла кĕрсе кайрĕ-и?.. Ах, ачана, — тет ашшĕ ывăлĕнчен тăрăхласа. — Амăшĕ! Эй, амăшĕ, ăçта çак эсĕ? Саккăралла çывхарса пыракан пепкӳне килсе чĕчĕ пар-ха, унсăрăн мăкăлĕ каялла мăкăрăлса тухма пултарать ун, — пĕр кана тăрăхласан, Вихтĕр лăплан-нине кура, ашшĕ шăпах пулать.

— Акă мĕн, — тет сăмаха майĕпен, асăрхануллă тапратса. — Эс, ачи-пăчи, пули-пулми чухнех урам-и куççуле киле илсе ан кĕр. Килти куççуле те çын хушшине илсе тухма хушман. Кăштах хăвна хăв хӳтĕлеме пĕл... тепĕр тесен... чăн-чăн этем нихăçан та хăйне хăй çеç хӳтĕлемест. Çын, чăн малтан хăйне хӳтĕлесе ыттисене сыхлать, вĕсен ырă ятне упрать. Ачи-пăчи, тĕслĕхрен, ашшĕ-амăшĕн ячĕ ларакан вăхăт тусанне пархатарлă ĕçĕсемпе шăлса тасатать. Тӳсĕмлĕ пулмалла.

— Атте, эпĕ тӳсĕмлĕ пулнă пулсан хамсăр пуçне эпĕ тата кама хӳтĕленĕ пулăттăм?

— Эсĕ-и? — куçран пăхать ашшĕ. — Пире — аçупа аннӳне, тăван киле — хӳтĕленĕ пулăттăн. «Кам ачи вăл, парăнманскер? Çтаппан Кĕркурийĕн!» — тенĕ пулĕччĕç çынсем. Халĕ вара: «Кам ачи тĕкĕннĕ-тĕкĕнмен çĕрĕк кăмпа евĕр саланса каяканскер? Çтаппан Кĕркурийĕн!..» Тьфу!.. Эсĕ начар тăк ашшĕ-амăшĕ те начар: улми йывăççинчен аякка ӳкмест. Эх, эсĕ те çав... ӳ-ӳ, атте-е!.. ӳ-ӳ, анне-е!.. Мемме!

 

* * *

Этемĕн хӳтĕлемелли çĕр çинче нумай-мĕн. Каярахпа, шип-шип «аттине» хывса пуçламăш шкулта вĕренме тытăнсан, ашшĕпе каллех кăсăк калаçу пулса иртет. Вĕренме Вихтĕр кӳршĕ яла, Вăрманкаса, çӳрет.

— Шкулта унта сирĕн шахматла выляссипе ăмăрту ирттернĕ терĕç-и, — ыйтать ашшĕ шкулти турнир пирки такамран пĕлнĕскер. — Эсĕ те вылярăн-и?

— Вылярăм.

— Миçемĕш вырăна тухрăн?

— Иккĕмĕшне.

— Пĕрремĕшне кам йышăнчĕ?

— Эреперекке Генки. Асăрхамасăр икĕ пешкине парса ятăм та...

— Ах, ачана, — тет ашшĕ. — Пешкисене иккĕ тан парса янă та вăл, Генки унтан тата иккĕшне çисе янă та... Куçа чăл-чалрах уçса лармаллаччĕ. Этемĕн ун вăйхалпа кăна мар, ăс-пуçпа та халăхран юлмалла мар. Халь мамонт тапхăрĕ мар. Вăй пуррипе усă курса чукмарпа шарт тутарнă та ĕлĕк — ĕçĕ те пĕтнĕ. Халь, ачам, ăс-хакăл тапхăрĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: