Тĕлĕкри чăнлăх
Вылякансем:
Андрей — 13 çулта
Иван — Андрейăн аслашшĕ
Вася — 13 çулта, Андрейăн тусĕ
Геннадий Иванович — физика учителĕ
Карпас — Уртаман планета патшин советникĕ
Пилиф — Уртаман планета салтакĕ.
Динабумо — Уртаман планета салтакĕ.
Пьесăри ĕçсем 21 ĕмĕр вĕçĕнче пулса иртеççĕ. Çĕр çине ют планетăра пурăнакансем час-часах килеççĕ. Вĕсем çынсемпе çыхăну тытасшăн, анчах та çынсемшĕн ку хăнăхман япала. Пурте çакна ăнланма пултараймаççĕ. Шкулта вĕренекен ачасем учителĕпе канашлаççĕ, ют плпнетăра пурăнакансемпе тĕл пулаççĕ.
1-мĕш курăну
Пӳлĕмре Андрейпа Вася сĕтел хушшинче уроксем туса лараççĕ. Сĕтел çинче тĕрлĕ кĕнекесем, карттăсем выртаççĕ.
Вася: Андрей, эсĕ вĕçекен лашасем пуррине шанатăн-и? Эх, манăн çавăн пек лаша пулсан çӳле-çӳле вĕçсе хăпарса пăхăттăм. Космос карапĕ те кирлĕ мар.
Андрей: (кăшт куларах) Ну калатăн та эсĕ, Вася. Питех те шел. Вĕçекен лашасем пирĕн хальлĕхе çук. Вĕçекенни тетĕн-ха, ахаль лаши те çук.
Вася: Сана аслаçу тиха парнелеме пулманччĕ-и ,ара? Ыран çуралнă кун санăн.
Андрей: Парнелетĕп терĕ те-ха. (шухăша путса). Лаша — питĕ ăслă чĕрчун. Ăнсăртран çын ури çине пуссан кайран çавăншăн чылай вăхăт хушши кулянса çӳрет тет… Эпĕ виççĕре чухне ман ура çине пуснă лашана атте сутса янăранпа пирĕн çуртра лаша пулман. Юрать-ха хама ним те пулман. Парнелĕ-ши мана асатте тиха?
Вася: Парать ĕнтĕ. Санăн аслаçу каланине яланах тăвать.
Иван мучи кĕрет
Иван мучи: Ну, ĕçсем мĕнле сирĕн кунта? Килти ĕçĕрсене туса пĕтертĕр-и?
Андрей: Пĕтет, асатте, мĕн тăвасшăнччĕ?
Иван мучи: Аçупа аннӳ шăнкăравларĕç. Чи малтанах салам калатăп вĕсенчен. Тепĕр эрнере килетпĕр терĕç, сана парне вĕсемсĕрех пама каларĕç. Çуралнă кун ячĕпе сана тиха илсе килетĕп ыран.
Вася: Тихин çуначĕ çук пуль те?
Иван мучи: Çуначĕ çукчĕ. Анчах та питĕ маттур. Хамăрăн Улашка евĕрлех. Питĕ хытă чупать.
Андрей: (сиксе) Ура! Тавах, асатте, эпĕ шанман та… Чуптар ят хуратăп эпĕ ăна.
Вася: Эпĕ те унпа ăмăртмалла чупăп.
Андрей: (Васьăна ыталаса) Юрать!
Иван мучи: Вăт тупнă çунатлă лаша. Ну, ачапча темерĕн.
2-мĕш курăну
Каç. Андрей вырăн çинче выртать. Иван мучи тенкел çинче хаçат вуласа ларать.
Андрей: Питĕ чаплă парне пулчĕ, асатте. Чуптар çуначĕ пулсан çӳле-çӳле хăпарма пулĕччĕ. Вĕçекен турилккесене те курма пулĕ.
Иван мучи: Хаçатра вуларăм. Вĕçекен турилккесене курнине каласа панă унта. Ют планетăра пурăнакансене те курнă теççĕ. Темĕн чухлĕ каласан та эпĕ шанмастăп вĕсене. (Андрей çине пăхса). Ну, мăнукăм, санăн вара çывăрма вăхăт çитрĕ. Ыран сан шкула каймалла.
Андрей: Асатте, пирĕн яла та вĕçсе килме пултараççĕ-и вĕсем?
Иван мучи: Камсем? Эсĕ те ĕненетĕн-и çав юмахсене?
Андрей: Ĕненетĕп. Вĕçсе килсен питĕ интереслĕ пулмалла. Мĕнле-ши вĕсем унта? Ачисем пирĕн пекех шкула çӳреççĕ-ши? Çанталăкĕ мĕнлерех-ши тата?
Иван мучи: Çӳлте мĕн пултăр унта? Хĕвел, уйăх, пĕлĕтсем, çăлтăрсем, Венера, Юпитер, Меркури… Космонавтсем те нимĕн те каласа памаççĕ ав. Телевизорпа тăтăшах пăхатпăр вĕсене.
Андрей: Хĕвел, уйăх, çăлтăрсем, Венера, Юпитер, Меркури… Вĕсем анчах мар, асатте. Тата нумай планета пур унта. Тен, эпир пĕлмен планетăсем те пайтах? Çӳле-çӳле хăпарса курас килет, кашни планета патне çитсе килес килет.
Иван мучи: Ну, астронавт, астроном, космонавт, çывăрас пулать. Эпĕ те выртатăп. Ыран шкула каймалла, кашни кун çӳремелле шкула, ăс пухмалла. (анасласа) Кам пĕлет, тен, ӳссе çитсен çитсе те килĕн планетăсем çине. Ну юрĕ, çывăр атя. Ырă каç пултăр сана.
Андрей: Ырă каç, асатте.
Иван Мучи: Мăнукăм, лайăх çывăр. Ырă тĕлĕк кур.
Иван Мучи пӳлĕмрен тухса каять. Андрей тӳпенелле пăхса çывăрса каять. Çутăсем çуталаççĕ. Тĕттĕмленет, каллех çуталать. Темле сасă илтĕнет. Унччен те пулмасть пӳлĕме ют планета çыннисем пырса кĕреççĕ.
Карпас: (Андрей вырăнĕ патне пырса). Тахçанах сăнатăп çак ачана тӳперен. Питĕ нумай пĕлме тăрăшать пулмалла вăл. Тӳпе асамлăхне шанать, унтан тем кĕтет?
Пилиф: Эпĕ те курнă ăна. Вăл Андрей ятлă .
Динабумо: Гипноз туса вăратас ăна, хамăра мĕн кирлине ыйтса пĕлĕпĕр.
Карпас: Абра-кадабра-карпасу вăран, Андрей.
Андрей тăрса ларать.
Андрей: Камсем эсир?
Пилиф: Эпир Уртаман планета çинчен. Ку — Карпас, эпĕ — Пилиф, тепри — манăн юлташ Динабумо.
Андрей: Эсир пирĕн чĕлхепе епле калаçатăр?
Динабумо: Эпир сирĕн планетăрта мĕнле чĕлхе пур — пĕтĕмĕшне пĕлетпĕр.
Андрей: Ух-ты, манăн та çапла пĕлесчĕ.
Карпас: Андрей, эпир сан пата пысăк ĕçпе килтĕмĕр. Сан урлă хамăр шухăша пурнăçа кĕртме çук-ши тетпĕр?
Андрей: Ман урлă? Мĕн тума пултарăп эпĕ? Мĕнле шухăш çинчен пырать калаçу?
Карпас: Пирĕн планета çинче пурăнакан ачасем сирĕн шкул ачисемпе çыхăну тытасшăн, кунта килсе те курма хатĕр. Мана, Уртаман патшин советникне, кунта ĕçлĕ калаçу ирттерме ячĕç.
Андрей: Мĕншĕн ман пата? Эпĕ никам та мар. Аслăраххисем патне кайăр-ха.
Динабумо: Хăтланса пăхрăмăр. Никам та ăнланмарĕ пулас эпир мĕншĕн килнине. Пеме тытăнчĕç. Аран тарса ӳкрĕмĕр.
Андрей: Мĕншĕн ман пата килтĕр? Ман пек ача нумай-çке.
Карпас: Тĕрĕс, нумай. Эсĕ эпир суйланă çын. Çавăнпа сан урлă шкула, малалла пуçлăхсем патне çитесшĕн. Ĕçлĕ çыхăну йĕркелесшĕн. Шкул ачисем те интереслентереççĕ пире.
Андрей: Ачасем? Пирĕн ачасем космоспа интересленеççĕ. Аслăрах класра вĕренекенсем кружока та çӳреççĕ. Геннадий Иванович физик ертсе пырать кружока. Анчах ĕненĕ-ши вăл эпĕ каланине?
Пилиф: Ĕненет. Эпир сана пĕр япала парса хăваратпăр.
Карпас: (аллинче йăлтăртатса тăракан япала тытса). Ак сана чул. Ку чул пирĕн планета пуянлăхĕ. Ил эсĕ ăна пиртен. Ыттисене те кăтарт. Сана асăнмалăх парне пултăр вăл пиртен.
Андрей: (чула аллине илсе) Мĕншĕн вăл лаша кĕлетки евĕрлĕ?
Карпас: Лаша — пирĕн планетăн символĕ. Çуналă лашасем пуçласа килнĕ теççĕ пирĕн планета çине. Юрт, юртать сăмахсенчен пулса кайнă Уртаман планетăн ячĕ.
Андрей: Интереслĕ. Эсир тата килетĕр-и? Мĕнле çыхăну тытăпăр?
Карпас: Чула чӳречӳ çине хур та — эпир çитетпĕр. Çак чул пире эсĕ чĕннине систерĕ.
Çутă сӳнет, сасă илтĕнет, çутă çутăнать. Андрей вырăн çинчех выртать. Ирхине. Пӳлĕм. Иван мучи Андрее вăратать.
Иван Мучи: Андрюша, тăр, тăр. Шкула кайма вăхăт çитрĕ. Тăр атя, тăр. Каларăм иртерех çывăрмалла тесе. Çук вĕт, ăнтан кайнă вĕçекен турилккесемпе, вĕçекен лашасемпе. Пулма пултарайман япала.
Андрей: (тутлă ыйхăран вăранса) Асатте, мĕншĕн вăратрăн эсĕ мана, эпĕ тĕлĕнмелле тĕлĕк куртăм.
Иван мучи: Мĕнле тĕлĕк куртăн? Татах вĕçрĕн пуль-ха?
Андрей: Ăхă. Эпĕ паян НЛО çинчен тĕлĕк куртăм. (Андрей хăйĕн тĕлĕкне калама пуçлать) Пирĕн пӳрте килчĕç пек космосрисем: Карпас, Пилиф, Динабумо. Вара вĕсем кайнă чух тата килетпĕр тесе хăварчĕç, мана валли парне парса хăварчĕç. Тĕлĕнмелле. Мĕнле курăнма пултарать çавăн пек тĕлĕк?
Иван мучи: Чăнах та тĕлĕнмелле тĕлĕк. (сĕтел çине пăхса) Мĕнле япала ку сан сĕтелӳ çинче?
Андрей: (тĕлĕнсе) Ăçта?! Ку çав парне вĕт.
Иван мучи: Мĕнле çав парне?
Андрей: (чула аллине илсе) Шăпах çак хаклă йышши лаша кĕлеткеллĕ чула парса хăварчĕç.
Иван мучи: Ун пекки пулма пултараймасть. Эсĕ ку ĕç тĕлĕкре кăна пулса иртнĕ терĕн вĕт-ха. Илемлĕ чул. Эпĕ кун пек чул нихăçан та курман.
Андрей: (нимĕн ăнланмасăр) Тĕлĕкре тетĕп те-ха. Нимĕн те ăнланмастăп. (тем аса илсе). Манăн, асатте, шкула каяс пулать, Геннадий Ивановичпа калаçмалла. Мана хушса хăварчĕç (сехет çине пăхса). Ой, санпа калаçса ларса шкултан юлатăп вĕт.
Иван мучи: Чăнах та. Атя, апатлан та шкула кай. Шкултан таврăнсан калаçăпăр. Питех те ăнланмалла мар япаласем пулса иртеççĕ санпа, мăнукăм. Питĕ япăх çывăрнă пулмалла эсĕ.
Андрей: Асатте, эпĕ апат çиетĕп те каятăп.
Андрей шкула кайма хатĕрленет. Сумккине Карпас парнине чикет.
Кухня еннелле утать
Иван мучи: Чат килчĕç-ши вара НЛОсем? Шанас та килмест те… Анчах мĕнле лекнĕ вăл чул пирĕн çурта? Кинпе ывăл та командировкăран таврăнаймарĕç. Шăнкăравласа ямалла пулать пуль. Андрей каланине ĕненĕç-ши вĕсем?
3-мĕш курăну
Шкул. Физика кабинечĕ. Уроксем пĕтнĕ. Андрейпа Вася парта хушшинче лараççĕ. Андрей Васьăна хăйĕн тĕлĕкĕ çинчен, унтан космос парнийĕ çинчен каласа парать.
Андрей: Ĕнер тĕлĕкре килчĕç, паллашрăмăр. Пачах урăхла сăнлă. Пирĕнпе туслă çыхăну тытасшăн. Пĕри Карпас — Уртаман планета патшин советникĕ, тепри-Пилиф — Карпас салтакĕ, Динабумо та килнĕ вĕсемпе. Калаçнине те ăнланма пулать.
Вася: Çуралнă кун ячĕпе сана парне? (Андрейăн çамкине тытса). Пуçу ыратмасть-и санăн? Эпĕ сана шанмастăп. Эсĕ суясшăн ĕнтĕ мана.
Андрей: Мĕншĕн суяс ман сана, парнине те кăтартма пултаратăп. Акă кур. (сумккинчен парнине кăларать)
Вася: (тĕлĕнсе) Чăнах та. Суймастăн иккен эсĕ мана. Атя кун çинчен Геннадий Ивановича каласа паратпăр. Тен, вăл мĕн те пулин калĕ пире.
Андрей: Асатте мана ĕненмерĕ. Учитель тата мĕн калĕ?
Геннадий Иванович ачасем патне пырать.
Геннадий Иванович: Вася, Андрей, уроксем пĕтрĕç. Эсир киле кайма шутламастăр-им? (Васьăпа Андрей пĕр-пĕрин çине пăхса илеççĕ). Мĕншĕн нимĕн те чĕнместĕр?
Андрей: Геннадий Иванович, эпĕ НЛО çинчен тĕлĕк куртăм. Мана вĕсем тĕлĕкре парне парса хăварчĕç. Çав парни вара паян ирхине ман сĕтел çинче выртать. Мĕнле ăнлантарса пама пулать-ши çак пулăма?
Геннадий Иванович: Вася, НЛО çинчен наука ним те каласа ăнлантараймасть, вĕсемпе халиччен никам та çыхăну тытман. Ют планетăсем çинче пурнăç çуккине анчах калаççĕ.
Андрей: Акă парни. Тĕлĕк чăн пулчĕ-ши вара? Эпĕ хам та малтан ĕненменччĕ.
Геннадий Иванович: (парнене аллине илет). Кун пек япала пирĕн планета çинче? Мĕнле лекме пултарнă вăл сана? Эсĕ тĕлĕк куртăм тетĕн вĕт-ха?
Андрей: Çапла. Эпир хамăр та шутларăмăр. Анчах та нимĕн те шутласа тупаймарăмăр. Сире калар-ха терĕмĕр. Эсир мĕн те пулсан каласса кĕтетпĕр.
Геннадий Иванович: Тĕленмелле, тĕленмелле. Мĕн калайăп ĕнтĕ эп? Хам та нимĕн те ăнланмастăп. Вĕсем сан пата тĕлĕкре килмен пуль? Чăннипех килнĕ пуль? Анчах та эсĕ тĕлĕкри пек пулнă пуль. Вĕсем сана мĕн те пулин каласа хăварчĕç-и?
Андрей: Каларĕç, Геннадий Иванович, вĕсем пирĕн шкул ачисемпе туслă çыхăну тытасшăн. Пĕр-пĕрин патне çӳресшĕн. Уртаман планетăри ачасем янă вĕсене. Тата килетпĕр терĕç. Çак чула мана асăнмалăх парне парса хăварчĕç.
Геннадий Иванович: Ну, Воронцов. Ыран пухура ачасене каласа кăтартатăн, çавăнта татса парăпăр ыйтăва.
Вася: Андрей, мĕнле çыхăну тытатăн эсĕ вĕсемпе? Мĕн те пулсан каламалли сиксе тухсан мĕн тумалла?
Андрей: Çак чула чӳрече çине хуратăп, вĕсем вара килеççĕ.
Геннадий Иванович: Андрей, эпир историшĕн паллă ĕç тăватпăр. Ыран пухура калаçăпăр та «хăнасене» чĕнĕпĕр.
Вася: Геннадий Иванович, пĕрремĕш тĕл пулура эпĕ те пулам-и?
Геннадий Иванович: Пулах, ара. Кăмăлу пулсан пыр Андрейсем патне.
Шкулта пуху ирттереççĕ. Ачасен кăмăлĕсене пĕлеççĕ. Уртаман планетăрисене чĕнме шутлаççĕ.
4-мĕш курăну
Каç. Малтанхи пӳлĕм. Пӳлĕмре Андрей, Вася, Иван мучи тата Геннадий Иванович лараççĕ. Андрей чӳрече çине чулне хурать.
Андрей: Пăхăр-ха ав лере. Тĕмĕскерле çутăсем курăнаççĕ.
Вася: Ăçта, ăçта?
Геннадий Иванович: (чӳрече патне ыткăнса) Ку НЛО вĕт. Чăнах та пур иккен вара НЛОсем.
Иван мучи: (ура çине тăнăскер, каялла ларать) Миçе çул пурăнатăп, пĕртте курман вара кун пекки. Тĕлĕнмелле.
Андрей: Ав чарăнса ларчĕç. Çĕр çине анчĕç.Часах кунта кĕреççĕ.
Иван мучи: Пире илсе каймĕç-ши? Хăрушăрах пăртак.
Андрей: Илсе каяс пур ĕнерех илсе каймалла вĕсем сана. Санăн пӳлĕмне те кĕрсе пăхрĕç ĕнер вĕсем.
Пӳлĕме кĕтнĕ «хăнасем» килсе кĕреççĕ.
Андрей: (вĕсене хирĕç утса) Сывлăх сунатăп сире. Эпĕ сире тĕлĕкре курнă тесе. Эсир чăннипех те пур иккен. Паллашăр, ку манăн юлташ Вася, ку манăн асатте — Иван мучи, ку вара Геннадий Иванович — физика учителĕ.
Карпас: Сывлăх сунатăп. Питĕ лайăх. Эсир пире лайăхпа чĕннине шанас килет. Ырăпа чĕнтĕр пуль тетпĕр. Пире чул сигнал пачĕ. Эпир кун йышши парнесене пурне те памастпăр. Туслă çыхăну тытма пултаракансене çеç.
Иван мучи: Инçе çултан ывăнтăр та пуль. Килĕр, ларăр.
Карпас: Эпир нихăçан та ывăнмастпăр. Сирĕн пек апат та çиместпĕр. Пирĕн хамăрăн апат, тум-тир.
Геннадий Иванович: Тĕлĕнмелле, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле. Эпир, хамăр курманран, НЛОсем çук тесе шутланă. Хăш планета çинчен вара эсир?
Карпас: Эпир Уртаман планета çинчен. Кусем манăн юлташсем Динабумо тата Пилиф. Питĕ килĕшет пире сирĕн Çĕр-планетăр. Питĕ хитре вăл.
Геннадий Иванович: Уртаман планета пачах та çук-çке вăл. Эпир ун çинчен нимĕн те пĕлместпĕр. Ачасем те пĕлмеççĕ. Сирĕнпе тĕл пулсан аванччĕ. Администраци те хирĕç мар.
Карпас: Çак планета çинчен пынă теççĕ çунатлă лашасем пирĕн планета çине малтан.
Андрей: Кайса курасчĕ çав планета çине. Сирĕн планета çинче мĕнле унта?
Динабумо: Хамăршăн питĕ лайăх. Пырса курăр.
Пилиф: Пирĕн те ачасем вĕренеççĕ. Шкулсем те пур.
Геннадий Иванович: Халĕ ĕнтĕ эпир пĕр-пĕринпе çыхăну тытса тăрăпăр. Хамăр коллегăсемпе паллашсан воспитани енĕпе калаçмалли нумай пулма тивĕç.
Вася: Мана та илсе каятăр-и?
Геннадий Иванович: Кайăпăр-çке. Мĕнле илсе каймăн-ха сана.
Иван мучи: Мана кайса курсан та аванччĕ те… Леш тĕнчене кайиччен космос курасчĕ.
Карпас: Сире хам ятарласа чĕнетĕп.(кулса)
Иван мучи: Тавтапуç. Шел, карчăк пурăнса çитеймерĕ çак куна.
Динабумо: Малалла туслă пурăнар.
Пилиф: Питĕ лайăх-çке пĕр-пĕрне ăнлансан.
Андрей: (аллинчи чулне çӳлелле йăтса) Тĕлĕк чăн пулчĕ. Çакăнтан вара туслă çыхăну пуçлантăр. Асатте, Чуптара та илсе каяр пуль? Лашасем пурнăç пуçланă планетăна çитсе куртăр.
Иван мучи: Чуптар пĕчĕкрех-ха. Хамăрăн кайса курасчĕ.
Геннадий Иванович: Ну, туссем, историшĕн çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ. Ют планетăсене çӳреме пуçлатпăр.
Чаршав
Галина (2010-11-25 07:34:04):
"Тĕлĕкри чăнлăх" пьеса мана килĕшрĕ. Маттур, Лена! Çыр, пултарулăхна ӳстер.
Елена Васильевна- чаваш челхи верентекен (2011-01-05 19:15:25):
Ват сак хайлав вара мана чанах та килешре. Ленукан сырас пултарулахе пур пек туйанать. Чаваш сыравсисен хайлавесене вула, весенчен верен, анасу сана!
Екатерина (2011-01-17 21:15:33):
Пите интереслĕ пьеса! Мана килешрĕ.=)