Паттăр Урхамах


Тахçан ĕлĕк-авал çитмĕл те çичĕ тинĕс леш енче пĕр карчăкпа пĕр старик пурăннă тет. Вĕсем пурăннă вырăн асамлăх вăйĕ тыткăнланă. Йĕри-тавра астаракан тем тĕрлĕ хитре чечек, сип-симĕс курăк, кӳлĕ, вăрман… Таврара янкăш1 саслă кайăк юрри иксĕлмест. Шăпах çак асамлă вырăнта кун кунлаççĕ2 карчăпа старик. Хайхи старикĕн пĕчĕк асамлă туя пулнă тет. Çав асамлă туяна алăпа тĕкĕнсенех çĕр çинче мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлсе тăнă. Унăн асамлă туйи яланах хăйпе пĕрле пулнă, йывăрлăхсенче пулăшнă. Ăна вăл нихăçан та хăй çумĕнчен уйăрман, пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхнă, упранă, юратнă.

Ватăлса пынăçемĕн хăйсене пулăшакан çукки пăшăрхантара пуçланă. Карчăкпа старик куллен куляннипе чирлесех кайнă. Кăмака хутса ăшăтма вутă та пĕтсе çитнĕ тет. Кăшт сывалсанах карчăкки старике вăрмана вутă патне кайма ыйтать.

Пырать хайхи старик вăрмана каякан çулпа кĕрнеклĕ3 Урхамахне чуптарса. Йывăçсем йăрăс пĕвĕпе тĕлĕнтереççĕ, тураттисем çăра, çăтă4. Урхамахĕ ют çĕрелле каясшăн марри аран юрттарнинчен паллă. Тата Урхамах темле усала сисет пулас. Пĕр май хăлхине чăнк! тăратса чуппине чакарать лартать. Хушăран тулхăрса илет. Старик Урхамаха шав малалла васкама хистет тет. Урхамах тусĕ мĕне туять-ши тесе старик хăйĕн асамлă туйи çинчен аса илчĕ тет, ăна алла тытасшăн хĕвне чиксе пăхрĕ тет. Ак тамаша. Ара унăн туйи киле юлнă-çке! Мĕнле пулчĕ капла… Хăй çумĕнчен нихăçан та уйăрман-çке ăна? Хăйне малта мĕн кĕтме пултарнине пĕлес тенĕччĕ… Пулмарĕ.

Сасартăк çанталăк çĕрлехи пек тĕттĕмленсе ларчĕ. Хайхискер куçран йĕп чиксен те курăнми пулать тăрать тет. Карчăкки вутă тиесе килме каланине аса илчĕ тет старик. Капла тĕттĕмпе мĕнле вутă тиемелле-ши? Çакăн пек шухăш пуçра вĕльт! туса илнĕ хушăра вĕсене шуйттан çурисем сырса та илчĕç. Çыртма, чĕпĕтме, кăтăклама, тапма, çапма, çӳçрен туртма, урапа кустăрмисене кăларса тĕмсем хушшине ывăтма тытăнчĕç тет. Старик сиссе те юлаймарĕ тет, вăл çаппа-çарамас тăрса юлчĕ тет. Унăн çи-пуçне чĕрсе-çуркаласа тăкма ĕлкĕрнĕ çĕрлехи хура мĕлкесем хăйсем мĕн туса хунине те пĕлмерĕç курăнать. Хайхискерсем Урхамаха тем самантра тăварса яма ĕлкĕрнĕ тет. Ирĕке тухнă Урхамах çак самантра çын чĕлхипе калаçма тытăнчĕ тет. Старике пулăшма сăмах панă хушăрах хура мĕлкесене пĕрерĕн-пĕрерĕн тăна кĕртмелли шухăш çуралчĕ. Кунта вăхăта сая яма юраманнине ăнланнă Урхамах ним шутласа тăмасăрах ĕçе пикенчĕ тет. Пĕрне çыртса пуçĕнчен çӳлерех çĕклет те çавăра-çавăрса таçта çити вăрса5 ярать тет. Тискер сасăпа çухăракан шуйттан çури инçетре шаплатни çеç хăлхана кĕрет тет. Теприне хӳрипе вшик! шăлса утать. Лешĕ йывăç тураттинчен çакăнса пуç хĕрлĕ тăрать-тăрать те çĕре татăлса анать. Нăч! тунă сасса та илтеймест пирĕн паттăр. Шав малаллах çапăçать кĕтмен хăнасемпе. Ун çине утланса ларма ĕлкĕрнĕ тăшмана Урхамах кĕлеткине чĕтрентерсе сĕре ӳкерчĕ те пӳскене тапнă пек ăна инçетех ăсатрĕ. Çапăçнă хушăрах ун хăлхине шĕвĕр чĕрнеллĕ мĕскĕн чĕрмелет иккен. Пуçне силлесе çĕре ӳкекене урипе хытах тапрĕ. Лешĕ йывăç çумне пырса çапăнса сывлайми те пулчĕ тет. Хӳререн çакăнакана та çав шăпах кĕтрĕ тет. Урхамах кусемпе çапăçнă хушăра старик чарăна пĕлми илхĕрни6 тĕлĕнтерчĕ. Тĕттĕмре ним курăнманнипе вăл шуйттан çурисем старике кăтăкланине тӳрех ăнланаймарĕ тет. Патнерех пырсан вара хуçине кун пек вĕлерсе яма пултарасса тин ăнкарса7 илчĕ тет. Старикĕн кулнипе пĕр вăй та юлман иккен. Урхамах ун çумĕнче ăшталанакансене куç хупса иличчен тасатрĕ тет. Лешсем нăйк! туни çеç илтĕнсе тăчĕ. Унтан пĕр чĕрĕ чун та юлмарĕ тет. Тӳрех тĕттĕм çанталăк çутăлса кайрĕ тет. Курăнакан пулчĕ тăчĕ тет. Эрленнĕ8 Урхамах тĕмсĕлсе-тĕмсĕлсе9 пăхрĕ, хайхи шуйттан çурисен пĕр вилли те курăнмарĕ. Ăçта кайса кĕнĕ вĕсем? Ку ыйтупа пуçа çĕмĕрес10 темерĕ, кăрасемпе11 паттăр çапăçнипе шултра тар пĕрчисене çамки çинчен шăлса илчĕ. Урхамах хăйĕн хуçине ăшă-ăшă сăмахпа йăпатма тытăнчĕ. Арканнă кусатăрана12, кустăрмисене13 пуçтарса тĕнĕле14 тăхăнтартрĕ тет. Вăй чакнине, ывăннине пăхмасăрах урапа çине вутă тиерĕ тет. Çав хушăра старик çи-пуçĕ те хăйĕн çинех тăхăнтарăнчĕ тет. Урхамах хуçине хăйне кӳлме хушрĕ тет. Старик Урхамаха туртасем хушшине тăратрĕ тет. Нерчĕкне15 çурăм çине хучĕ тет. Мăйне хăмăт16 тăхăнтартса чĕнне туртаран çавăрса илсе чӳлĕкне17 туртса çирĕплетрĕ тет. Хырăм айĕнчи урхалăхне18 хытарчĕ тет те вутă çине улăхрĕ тет. Меллĕ вырнаçрĕ тет. Ну, килелле çул тытар тесе тилхепине19 карт туртрĕ тет.

Киле таврăнчĕç тет. Çул çинче старик Урхамахра хăй ывăлне курчĕ тет.

Карчăк старике кĕтсе ывăннă тет. Хапхаран тухсах кĕтсе тăнă тет. Вутă тиевĕллĕ лава курсан çеç чĕри лăпланнă тет.

Старик карчăккине вăрманта мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпех каласа парать тет. Карчăк старикпе Урхамаха тутлă та техĕмлĕ20 апатпа сăйлать21 тет.

Çак кунтан пуçласа Урхамаха хăйсен ывăлĕ вырăннех хума пуçларĕç тет. Паттăр Урхамах ватăсене хисеплесе, юратса, пулăшса пурăнма пуçларĕ тет. Вĕсем лайăх пурăннинчен кӳршисем, ял çыннисем паян кунчченех тĕлĕнеççĕ тет, сăхланаççĕ22 тет.

Пурнăç тутти-масине туйса курнă паттăр Урхамах таврари лашасемшĕн вĕрентӳçĕ пулса тăчĕ тет.

 
1 янкăш — янкăс
2 кун кунлаççĕ — пурăнаççĕ
3 кĕрнеклĕ — илемлĕ кĕлеткеллĕ, тĕреклĕ
4 çăтă — пĕр-пĕрне питĕ çывăх
5 вăрса — вăркăнтарса
6 илхĕрни — ихĕрни, çинçе сасăпа кулни
7 ăнкарса — ăнланса
8 эрленнĕ — тарăхнă
9 тĕмсĕлсе — хытă сăнаса
10 пуçа çĕмĕрес — шутлас
11 кăрасем — усалсем
12 кусатăран — урапа
13 кустăрма — урапа
14 тĕнĕл — урапа осĕ
15 нерчĕк — лаша çурăмĕ çине хумалли хатĕр
16 хăмăт — хомут
17 чӳлĕк – хăмăта туртарса çыхмалли (супонь)
18 урхалăх — чересседельник (часть упряжи)
19 тилхепе — вожжи
20 техĕмлĕ — усăллă
21 сăйлать — çитерет
22 сăхланаççĕ — ăмсанаççĕ

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2010-11-16 18:16:11):

Урхамах çапăçăвне питĕ лайăх сăнласа панă. Хама çавăнта юнашар тăнăнах туйрăм вара :)

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: