Муçка


Сивĕ хĕвел выляса тухрĕ. Нимĕн хăрушăха сисмесĕр, тавралăха хăйĕн çутă пайăркисене илемлĕн сапаларĕ. Халăх ир-ирех лăпкă та тарăн ыйхăран вăранчĕ. Хĕвел çӳлерех хăпарма пуçличчен урамсем тăрăх ĕнесем, пăрусем, сурăхсем хăйсен çулĕпе сĕнккеççĕ — кĕтӳ хăвалама тытăнчĕç. Вырсаникун пулсан та, ялта тăнăçлă ĕç кунĕ пуçланчĕ.

Пире, вĕтĕр-шакăра, тулă çумлама хушрĕç. Вăл вăхăтра уйри тырă питĕ çумлăччĕ. Тĕрлĕ имçамсемпе пĕтеме пĕлеймен пулмалла. Пĕр анине пĕтеретпĕр, тепĕр Ани пире кĕтет. Кăнтăрлахи апатчен хĕрсех ĕçлерĕмĕр. Сасартăк ял енчен пĕр юланутçă кунталла чуптарса килни курăнса кайрĕ. Хашкаса çитнĕ лаша çинчен ют çын анчĕ те колхоз председательне Виктор Васильева çыру тыттарчĕ.

— Вăрçă пуçланнă! — терĕ Виктор Васильевич.

Часах ялти вăйпитти арçынсене вăрçа илсе кайма пуçларĕç.

Июль вĕçĕнче халăх тырă вырма тухрĕ. Ун чухне тырра çурлапа вырнă. Кĕтӳ хăваланă хыççăн лаша вити еннелле çул тытрăм. Шăпах мана кĕтет тейĕн. Муçка патне пыратăп. Пĕрре те шăмармасть, хăлхине вырттармасть. Кĕсьере пĕр татăк çăкăр пурччĕ. Ăна тиха еннелле тăсрăм. Алри çăкăра тутипе хыпашласа çисе ячĕ. Муçка картишĕнчен çил пек вирхĕнсе тухрĕ, вăрман хĕррине мĕнле çитнине те астумастăп. Вăрмантан яла, унтан каллех вăрман хĕрне икă хут хутларăмăр.

Асанне патне кĕрсе пĕр чĕл çăкăр илсе тухрăм та лашана таткаласа çитертĕм.

Авăн уйăхĕ çитрĕ. Эпир, шкул ачисем, улттăмĕш класса çӳреме пуçларăмăр. Ман Муçка урăх çын аллине лекрĕ. Лаша шучĕ чылай чакнă. Чи лайăххисене вăрçа ярса пĕтернĕ. Юрать-ха ман Муркăна илсе кайман, çакăншăн чунăм питĕ савăнать.

Июль уйăхĕн вĕçĕнче уяр та лăпкă каç пулчĕ. Тӳпере çăлтăрсем йăлтăртатаççĕ, туллии уйăх хуллен шăвать. Эпĕ тӳпери çăлтăрсене сăнатăп, алтăр ăлтăр хулен-хуллен чалăшса Пынине асăрхатăп. Сасартăк лашасем хартлама, чупкалама пуçларĕç.

Эпĕ хам нихăçан та кашкăр курман пулсан та çан-çурăм сӳлетет,çӳç пĕрчисем вирелле тăраççĕ. Аран-аран утлантăмăр хамăр лашасем çине. Акă курăнса кайрĕç кашкăрсем. Патнерех пырсанах лашасем кайри урипе тапаççĕ. Ваçук пирĕн — хăюллă ача. Пире курсан кашкăрсем чарăнса тăчĕç, шăлĕсене йĕрсе тăраççĕ. Ваçук вăрăм чăпăрккине пĕр кашкăрне хыттăн пĕçертсе илчĕ. Сурăмĕнчен лекрĕ ăна. Анчах вăл вырăнтан та тапранмасть, шăлне йĕрсе хăрлатса тăрать. Ваçук тепĕр хут пĕтĕм вăйран эхлетсе шартлаттарчĕ. Кашкăр йынăшса илчĕ те, каялла-каялла чакса, хуллен лĕпĕстетсе тарма тытăнчĕ. Акă кашкăрсем хăвăртрах чупма пуçларĕç. Эпĕ Муçкăна урапа тапса илтĕм те, ман лаша пĕр хăрамасăр иккĕмĕш кашкăрне хăваласах çитсе пуçларĕ. Кĕтне шывне сикрĕç, шыв урлă ишсе каçса. Су кунĕсем иртсе кайрĕç. Пирĕн класри йыш та сахалланчĕ. Хăшпĕрисем вĕренме пăрахрĕç, теприсем çитмеççĕ, çуркунне те тырă çапаççĕ.

Тепĕр çулне мана каллех çулла лаша кĕтме хушрĕç. Пĕр хăнăхнă ĕçе Ваçукпа тытăнтăмăр. Анчах çу каçах çӳреме май килмерĕ. Кĕтӳре нумай лаша ящурпа чирлесе ӳкрĕ. Унтан… пĕррехинче ирех çумăр чашлаттарчĕ. Ĕçе тухмарĕç. Кăнтăрла иртсен тин çумăр чарăнчĕ. Эпир Ваçукпа витене уттартăмăр. Муçка тăракан вырăн пуш-пушах.

— Ăçта Муçка? — ыйтатăп Ваçукран.

— Муçкăна вăрçа илсе кайнă, — хуравлать мана.

Чăнах та унта нумай лаша тăрать. Канаша леçме ĕлкĕреймен-ха. Муçкăна шыраса тупрăм.

— Муçка! Муçка! — тетĕп.

Илтрĕ, пуçне ман еннелле çавăрчĕ, хыçалалла туртăнчĕ, анчах каштаран кăкарнă чĕлпĕр тытать. Тӳрех пуçĕнчен ыталаса илтĕм. Мана курсан питĕ савăнчĕ курăнать хăй, пуçĕпе ман çурăма сĕртĕнет.

Хăмаран çапса тунă трап тăрăх лашасене вакуна кĕртме пуçларĕç. Эпĕ хам Муçка умĕнче тăратăп. Тен, вырăнĕ юлмĕ те, каялла кайма лекĕ, тесе шухăшлатăп. Чи юлашки вакуна лекрĕ ман лаша. Алăкне икĕ кашта ярса хупларĕç. Пăравус пĕрремĕш хут кăшкăртса ячĕ. Часах вакун кустăрмисем те кусма пуçларĕç.

— Сывă пул, Муçка! Сывă пул! Каялла таврăн! — тесе кăшкăратăп.

Муçка хытса тăнă та ман çине куçĕсене пĕр вылятмасăр пăхать. Пăравус сасси каллех таврана янратрĕ. Салтак ал сулчĕ. Кустăрмасем хуллен кусма пуçларĕç. Куç илмесĕр Муçка çине тинкеретĕп, вăл та ман çине мĕскĕннĕн пăхать. Вакун чылай мала кайса пычĕ, Муçкăна асăрхама та йывăр. Эпĕ пуйăс курăнма пуличченех чупрăм, чупрăм, чупрăм…

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Lena (2010-11-16 21:14:27):

Мана калав питĕ килĕшрĕ. Мĕн вулани куç умне тухса тăчĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Н.В. (2010-11-16 21:28:14):

Мана санăн хайлаву питĕ килĕшрĕ. Вуланăçемĕн вулас килет. Мĕн тери ăслă чĕр чун вăл.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина (2010-11-18 11:33:48):

Хайлав кăмăла кайрĕ. Аван çырнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вера (2010-11-18 19:35:08):

Калавĕ питех лайăх вара.интереслĕ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Аня (2010-11-18 19:36:39):

Чăнах та, вăйлă!Илемлĕ калав!Малалла та ăнăçу сунатăп

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надя (2010-11-18 19:37:29):

Лаша ячĕсене эсĕ интереслĕ шухăшласа тупнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Наташа (2010-11-18 19:40:32):

питĕ маттур! лайăх çырнă!Питĕ илемлĕ калав!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Люда (2010-11-19 21:37:44):

Калава вĕçне çитиех вуласа тухрăм, анчах... мана пачах та килĕшмерĕ.Калав шĕвĕ, чĕлхи кăнттам, йывăррăн вуланать. Предложенисене те, хăшĕ-пĕрисене, тĕрĕс йĕркелесе çитереймен, ахăртнех автор çырнă чух васканă пулас.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: