Урхамаха утланса…


Урхамаха утланса

Ретĕн-ретĕн уттарса

Хĕçпе пуртă туянса

Асамат тухать çула.

 

Мĕншĕн хĕвел хупланнă,

Аслă çула хупланă.

Хăрашка ăна пытарнă,

Савнă Раиса вăрланă.

 

«Енчĕк кунта пулăшмасть.

Мăнă лаша кӳлес те

Тилхепине туртас та

Ăрăмçăпа тĕл пулас».

 

Радиола итлесе

Асамат тухать çула.

Çирĕп, тĕрек урхамах

Тулхăрса пырать çулпа.

 

Аçтăхана курсанах

Пуртă туртса кăларать.

Ăрăмçă каланă пек

Тьфу-тьфу, виçĕ хут сурать.

 

Асамат умне малтан

Тухса тăрать ашапатман.

Савни сăнне асăрхасан

Асамат ярать ташша.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Анюк (2010-11-03 23:18:32):

Акростих мелĕпе çырнă сăвă хăйне май аван та интереслĕ.Таня фантастика стильпе кулăш сăвă çырнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

лида (2010-11-06 17:00:17):

Сăвăра хальччен илтмен сăмахсем вулама тӳр килчĕ. Вĕсемпе вырăнлă усă курнă. Маттур. Лайăх çырнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Вася (2010-11-07 10:14:17):

Мĕн чухлĕ çĕнĕ сăмах пĕлтĕм сăвăра.Лаша пирки иккен пурте, ăнланмалла. Хитре чĕлхепе çырни савăнтарать.Малашне те Сире çакăн пек лайăх хайлавсем çырма ыр сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

вася (2010-11-07 10:23:32):

АН çиленĕр ман шухăшсем кунта тĕрĕс мар вырнаçрĕç,вĕсем иккĕшĕ те урăх автор валли.Кунта ман ята ан шутлăр.

 

Admin (2010-11-19 19:44:56):

Акростих мелĕпе çырни питĕ лайăх — мана килĕшрĕ. Тата сăвăра такăнни те çук :)

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: