Санпегас


Кантăкран ытла хăрушшăн шаккаса

Сантăр Павăлĕ вăратрĕ ыйхăран:

«Эй, тăрсам, мĕскер выртатăн çывăрса!

Хăнасем,ав, килнĕ мар-и уçлăхран!»

 

Ăнланмарăм малтанах мĕн пулнине,

Анчах Павăл кăшкăрать хăй сăмахне:

«Ют планета çыннисем, ав, карапне

Лартнă тетĕп Мучавар çырми хĕрне!»

 

Ыйхă кĕчĕ самантрах таçта кайса,

Салтак евĕр тумланатăп васкаса,

Мучавар çырми енне сиккипеле

Вĕçтеретпĕр Сантăрсен ачипеле.

 

Уйăх тулнă, çутатаççĕ çăлтăрсем.

Çырмара уяв тăваççĕ шапасем.

Юмахри пек туйăнать каçхи тĕнче…

Темĕнле карап пурах çав леш енче.

 

Васкамасăр çывхаратпăр ун патне.

Телее, хупман карапăн алăкне.

«Тен, пăхатпăр шаларах кăштах кĕрсе», —

Терĕ Павăл чĕтрекен сассипеле.

 

Пусма тăрăх хăпаратпăр çӳлелле,

Кĕç лекетпĕр темле пысăк пӳлĕме.

Ылтăн-кĕмĕл ялтăрать йĕри-тавра.

Телевизор пур. Куратпăр хамăра.

 

«Карапа йăлтах тăраççĕ сăнаса, —

Тетĕп эпĕ шикленсе те хăраса, —

Тен, таратпăр каялла халех тухса

Кайиччен хăйсемпеле пĕрле лартса».

 

Çӳç-пуç тăнă тахçанах ман вирелле,

Кайма хатĕр сиккипе хам килелле.

Тухма тăнăччĕ кăна эп карапран

Темĕнле чĕр чун кап! тытрĕ алăран.

 

Çын темешкĕн — вăл хӳреллĕ, çăмламас.

Упăте тес — мăйракаллă, кутамас.

Куçĕ пысăк, анчах темшĕн вăл пĕрре.

Пур антенна тата пуçĕн тӳпинче.

 

Шăтарас пек вăл сăнарĕ темĕнччен.

Куçсене тартатăп унăн куçĕнчен.

Мĕн каласшăн тĕлĕнтермĕш çак чĕрчун,

Пăхкалать пĕр чарăнмасăр ун та кун.

 

Пăтăр-патăр турĕ темĕн карапра.

Тин чун кĕчĕ аякри хăнамăра.

Ним пулман пек васкамасăр чăвашла

Уçлăхри чĕр чун пуçларĕ калаçма:

 

«Эпĕ килнĕ Санпегас планетăран.

Аякра вăл. Тен, илтмен те ун çинчен.

Паянччен пире курманччĕ-ха никам,

Анчах халь пытанаймарăм сирĕнтен.

 

Çынсенчен шикленнипе, эпир çĕрле

Хăш чухне вĕçсе килетпĕр çĕр çине.

Пурпĕрех эсир тупатăр йĕрлесе.

Хальхинче пĕрле каяс сире илсе.

 

Пулăшатăр тĕрĕсне пире пĕлме:

Тупмалла ман шыраса лашасене.

Çил çунатлă икĕ шурă урхамах

Çĕр çине килсен çухалчĕç тăруках.

 

Виçĕ çул эпир шыратпăр вĕсене,

Нимĕнле те ӳкейместпĕр йĕр çине.

Çавăнпа та эп ыйтатăп сирĕнтен —

Ал сулса ан пăрăнсамăр пирĕнтен.

 

Хăяймарăмăр ăна хирĕçлеме,

Вырнаçатпăр карапри пукан çине.

Пĕр сас-чӳсĕр сĕм çĕрле тӳпенелле

Çул тытатпăр халиччен пулман çĕре.

 

Çăлтăр çулĕ йыхăрать инçе-инçе.

Темиçе планета пулчĕ çул çинче.

Виç эрне ытла вĕçетпĕр уçлăхра —

Санпегас вара питех те аякра.

 

Аранах анса ларатпăр пĕр çĕре,

Çитмелли çĕре çитетпĕр сĕм çĕрле.

Анчах темшĕн çывăрмаççĕ кунтисем —

Мăйракаллă çăмламас тискер чунсем.

 

Тĕлĕнетпĕр чăвашла калаçнинчен,

Сĕм çĕрле тăмана евĕр курнинчен.

Пуç çинчи антенна пĕтĕм чĕлхене

Пулăшать-мĕн вĕренмешкĕн вĕсене.

 

Пĕр кермен патне çитетпĕр наччасран.

Санпегас патши ак тухрĕ алăкран.

Ним чĕнмесĕр кăчăк туртрĕ те пире

Илсе кĕчĕ керменти пĕр пӳлĕме.

 

«Пирĕн халăх раснарах этемсенчен,

Сĕм çĕрле эпир тухатпăр килсенчен.

Ирхине хĕвел тухсассăн çуталса

Пирĕн куç ларать пачах та хупăнса.

 

Миçе çул эпир вĕçетпĕр çĕр çине.

Çав-çавах тупма май çук лашасене.

Этемсем тĕкĕнесрен хăранипе

Ир енне килме лекет тăван киле.

 

 

Çухататпăр питĕ хаклă вăхăта.

Пулăшсамăрччĕ тархасшăн, тупата,

Пысăк ушкăн ярас тетпĕр çĕр çине.

Ун чухне, тен, ӳкме пулĕ йĕр çине?

 

Сăн ӳкерчĕк вăл кăларчĕ сунтăкран,

Тăсса пачĕ те пире, кăшт тăхтасан:

«Ак, курсамăр, — терĕ, — икĕ урхамах,

Вĕсем юлнă çĕр çине виçĕм çулах».

 

Кун каçсассăн вăтăр пиллĕкĕн вара

Каялла килме тухатпăр çĕр çине.

Тĕрлĕ шухăш çаврăнать ман пуçăмра:

«Ăçтарах шырамалла лашасене?

 

Санпегас планетăри хăнасене

Çынсенчен мĕнле майпа пытармалла?

Хам ăçта çӳренине килтисене

Мĕнлерех юмах ярса шантармалла?»

 

Сĕм çĕрле анса ларатпăр Çĕр çине,

Карапа лартатпăр кӳлĕ хĕррине.

«Тен, пăхатпăр шурлăха малтан кайса,

Ял çынни унта ура пусмасть ярса.

 

Пытанма та меллĕ вырăн пулмалла,

Çут хĕвел те кĕреймест пит шалалла.

Темĕнле тискер чĕр чун пурри çинчен

Ял çинче те калаçсаччĕ темĕнччен, —

 

Терĕ Павăл ним чĕнмесĕр пынăскер. —

Иртнинче ман кӳршĕ Вĕçкĕн Кавĕрле,

(Никамран та хăрамастăп тенĕскер),

Шурлăха кайма шутланă тет çĕрле.

 

Халиччен эп каламанччĕ никама-

Мухтанать кăна пуль терĕм Кавĕрле —

Курнĕ тет вăл ун чухне пĕр урхамах

Темле пысăк чĕр чунпа çапăçнине».

 

Васкамасăр çывхаратпăр шурлăха,

Пĕр самант тăнлатпăр лăпкă шăплăха.

Нимĕскер те курăнмасть йĕри-тавра,

Йывăçсем те, кайăксем те ыйхăра.

 

Ак сасартăк хускалать хăва хулли.

Пулас марччĕ ăнсăртран такам кулли.

Шăплăха сирсе ярса пĕр самантрах

Темĕнле чĕр чун ак тухрĕ ман умах.

 

Динозавр евĕр пысăк ку чĕр чун.

Мĕнлерех майпа вăл лекнĕ шурлăха?

Кунашкал хăрушă чун паянхи кун

Çĕр çинче мĕнле-ши юлнă сыхланса?

 

 

Ман умрах тăрать пулсан та хайхискер

Вăл мана пачах туймасть те-мĕн иккен.

Аллăма тытатăп куçĕ умĕнчех,

Вăл курмасть çĕрле. Лăплантăм эп тинех.

 

Уçлăхри хăнасене хам пĕлнине

Систеретĕп çавăнтах хавасланса.

Хайхисем шутлаççĕ мĕн тумаллине,

Пăрахаççĕ чĕр чуна часах çыхса.

 

Çур çĕр иртнĕ, авăтаççĕ автансем.

Ах, мĕскершĕн пит кĕске çулла каçсем?

Тупайман-çке Санпегас лашисене,

Кĕç хĕвел тухать ак çӳллĕ тӳпене.

 

Пĕр кĕтмен-туман çĕртен пит çывăхрах

Шăппăн çеç сас пачĕ мар-и урхамах?

Иккĕн-виççĕн чуптаратпăр çав енне

Шырамашкăн çил çунатлă туссене.

 

Çĕр çинче выртатаь ик шурă урхамах.

Вилеймен-ха, вилеймен! Турра тавах!

Урине çеç пĕри хуçнă çурмалла —

Çапăçу пит хĕрӳ пулнă пулмалла.

 

«Тӳпене хăпариччен хĕрӳ хĕвел

Ĕлкĕрсемĕр каялла вĕçсе кайма.

Çуталсассăн, — тетĕп эпĕ, — хăв пĕлен

Динозавр тытăнать пуль шуйхашма.

 

Асăнмалăх çынсенчен Санпегаса

Парне пултăр çак чĕр чун яланлăхах.

Шурлăхра мĕн тупнине асра тытса

Килсе курăр Çĕр çине кашни çулах».

 

Уйрăлатпăр ал парса хăнасенчен,

Тӳпене пăхса тăратпăр темĕнччен.

Çитес çул,тен, май пулсан, вăхăтлăха

Санпегас çине каятпăр-ха çулла.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Кирилл (2010-11-08 11:49:02):

Хайлав тарăн шухăшлă, поээи тĕнчине чĕнет. Тĕлĕнмелле планетăпа паллаштарать, ачасен тавракурăмне пуянлатать.Ку хайлав çĕнтеретех!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2010-11-09 13:10:16):

Мана сăвă питĕ килĕшрĕ.Туслăх темине хускатни питĕ те вырăнлă.Автор хăйĕн тавракурăмне малалла та аталантарасса шанас килет.Ку сăвă вара çĕнтерме тивĕçлĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алина (2010-11-12 18:32:51):

Сăвă питĕ илемлĕ, çăмăллăн вуланать. Вăл мана питĕ килĕшрĕ.Ăнăçу сунатпăр ăна!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Максим (2010-11-15 14:50:21):

Мана та сăвă питĕ килĕшрĕ, вулама çăмăл. содержанийĕ тарăн. чĕлхи пуян.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: