Тăлăх хĕр


Салампи ашшĕ-амăшĕпе нумаях ыр курса пурăнайман. Вăл вунултă çулчченех тăлăха тăрса юлнă. Ачалăхĕ питĕ йывăр пулнă унăн. Хура-шурне пайтах курнă. Кашни хĕр пекех вăл асамлăх çинчен ĕмĕтленнĕ.

Сахал мар куççуль юхтарнă Салампи. Йывăр пулсан та чăтнă, выçăллă-тутăллă пурăннă пулин те малалла пурăнмах ĕмĕтленнĕ. Пурнăç шав малаллах кайнă. Çиме ним çукран çамрăк хĕр пуян кӳршĕ патĕнче ĕçлеме тытăнать.

— Вăйу пур-и санăн, хĕрĕм, ман патăмра ĕçлемешкĕн? — ыйтать кӳршĕ. — Ĕçĕ, паллах, çăмăл мар, йывăр .

— Эпĕ пĕчĕкренех çăкăр валли укçа хамах ĕçлесе тунă.

— Юрĕ, ĕç йывăрри сана хăратмасть пулсан, паянах ĕçе кӳлĕн. Укçишĕн ан кулян, укçи пулать, хăв мĕнле ĕçлетĕн, çапла тӳлĕп.

Мĕнех тăвăн, килĕшет Салампи. Урăх ниçта та хырăма тăрантараймăн. Кашни кун çӳрет вăл ĕçлеме пуян кӳршĕ патне. Виçĕ лаша та виçĕ тиха усрать пуян. Вĕсене те пăхать хĕр. Кунран кун лашасене сĕлĕ çитерет, уя курăк çиме илсе тухать. Пĕр пушă вăхăт та çук Салампин. Ĕç хыççăн ĕç. Пĕри тепринчен йывăртарах. Пĕр канлĕхсĕр ĕçлет вăл. Пуян Çтаппан хĕр канма ларнине курсанах тепĕр ĕç хушать. Ĕçчен хĕр аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать, апла пулин те никама та чултан туса яман. Салампи каç пулнă çĕре ывăнсах çитет. Эрне иртет, уйăх… Çтаппан хĕре укçа тӳлеме шутламасть-ха. Салампи хăюлăх çитерсе çĕрме пуянран укçа ыйтма каять.

— Степан Гаврилович, эпĕ сирĕн патăрта уйăх ĕçлерĕм, ĕç укçине парсамăр.

Çтаппан ĕçленĕшĕн хĕре тӳлес мар тесе ĕçри çитменлĕхсене шырама тăрăшать.

— Çитменлĕхсене пĕтерсен çеç ĕç укçине илĕн.

Тăрăшса, мĕнпур вăя пухса ĕçлет çап-çамрăк хĕр. Пурне те йĕркене кĕртсен каллех пуян Çтаппан патне каять.

— Степан Гаврилович, эпĕ мĕн туса çитерменнине пĕтĕмпех ĕçлесе пĕтертĕм. Ку таранччен ĕçленĕшĕн укçа илме килтĕм.

— Параймастăп, — терĕ çиллессĕн хуçа.

— Епле-ха апла? Мана укçа кирлĕ. Укçасăр пурăнма пултараймастăп. Выçă вилме те çук.

— Çапла, Салампи, выçă никам та пурăнаймасть. Тутă пурăнас килсен тух мана качча. Ман арăм пулма килĕшсен сан хырăму яланах тутă пулĕ, апат-çимĕçĕ те, çипуçĕ те тулăх пулĕ… Качча тух мана, Салампи, ӳкĕнмелле пулмĕ… Халĕ киле кай та лайăх шухăшла. Ыран санран хурав кĕтетĕп, — терĕ йĕрĕнчĕклĕн йăл кулса усал кӳршĕ.

Слампин киле çитнĕ çĕре пĕр чĕр вăй та юлмарĕ. Пӳрте кĕрсен сак çине ларчĕ, шухăша путрĕ. Пуçра тĕрлĕ шухăш явăнать. Мĕн кăна шухăшламасть-ши? Мĕн кăна пуçа пырса кĕмест-ши? Ватă, усал кӳрше, паллах, качча каяс килмест. Выçлăхĕ те кантăкран шаккать. Мĕн тумалла?..

Салампи пуçри шухăшсене сирсе ярас тесе таса уя уçăлса çӳреме кайрĕ. Уçă сывлăш чуна уçать. Кăкăр тулли сывлас та сывлас килет. Çутçанталăк илемĕпе киленсе çӳренĕ май хирти чечексене татса пуç кăшăлĕ турĕ. Сасартăк хыçалтан такам сĕртĕннипе талт! сикрĕ хĕр. Каялла çаврăнса пăхрĕ — тĕлĕнмелле пысăк урхамах тăра парать. Хăй ылтăн тĕслĕ. Урисемпе кукалет те чĕрни вĕçĕнчен ылтăн хĕм сирпĕнсе тухать, тепре кукалет те — кĕмĕл-мерчен сапалать, виççĕмĕш хут кукалет те ума çивитти вĕçсе килет, тутлă апат-çимĕç пĕрин хыççăн тепри килсе тăрать. Салампи тĕлĕннипе пĕрре юпа пек хытса тăрать, тепре савăннипе пит тăрăх вĕри куççулĕ юхса анать.

— Мĕншĕн йĕретĕн, Салампи? Хăвна япăх туятăн-им?

— Çук, хаклă тусăм, савăнăç куççулĕ ку. Тавтапуç сана.

— Хырăму та выçă пулĕ, Салампи, ларса çисем.

— Çук, çиессĕм килмест. Апат-çимĕçне курсах тăранса лартăм.

Асамлă çивитти çинчи апат-çимĕç куçран çухалчĕ.

— Ан кулян, Салампи, эпĕ сана пулăшăп. Эсĕ мĕн ыйтни пĕтĕмпех сан пулĕ.

Урхамахĕ вара чаплă, ылтăн-кĕмĕлĕн ялкăшать, куçĕсем хаклă йышши чулсенчен, таврана вут-хĕм сапалать, пĕтĕм тĕнче çуталса çеç тăрать.

— Лар ман çине, Салампи. Эпĕ сана тĕрлĕ çĕршывсене илсе кайăп.

Хĕр савăнсах кайрĕ. Вăл лаша çине ларчĕ те хăйне нихçанхинчен тĕлейлĕ туйрĕ. Лаша хăйĕн çуначĕсене уçрĕ те тĕнче тăрăх вĕçсе кайрĕ.

Çакăн хыççăн никам та Салампие курман. Анчах пурте пĕлеççĕ, вĕсем тĕнчери мĕнпур чухăн çынна пулăшу парса çӳреççĕ.

Салампи — тĕнчери чи телейлĕ хĕр.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2010-11-14 17:44:48):

«Выçă вилме те çук» — чăн та юмах :) Лаши мĕншĕн ун тĕлне тухнине те уçса паман. Çырас ăсталăх пур, ачанх та юмах пайĕсене çыпăçтарса пĕтереймен.

 

Елена (2010-11-18 16:08:46):

Хайлав питĕ килĕшрĕ)Сюжечĕ интереслĕ)Маттур,питĕ аван çырнă

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Содержанийĕ: тарăн

 

Ольга (2010-11-19 14:59:47):

Мана хайлав питĕ килĕшре. Уйрăмах, унăн вĕçĕ. Мĕншĕн тесен, кашни вулакан хайлава хăйне килĕшнĕ пек шутласа вĕçлеме пултарать. Хайлав çăмăллăн вуланать пулсан та, унăн шухăшĕ питĕ тарăн. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Даша мар (2011-04-14 12:04:22):

ай-яй маттур çак!!! ма вăл çинтермен ăнланма пултараямасăп!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!! !!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: