Пирĕн вăрттăнлăх
Анне каланă тăрăх мана асанне, пĕчĕкскерне, сăпкана хурса сиктернĕ, пурнăçа ырă ут пек пурăнса ирттерме, ырă ĕç тума сунса акă епле юрланă:
Каш-каш кашаман,
Пирĕн паттăр утаман!
Каçчен кашта çӳллĕш пул,
Ирччен вĕрлĕк çӳллĕш ӳс!
Каш-каш кашаман,
Ырă уту ырă уттăр,
Ырă аллу ыр ĕç тутăр!
Юрлама пăрахсан:
— Эп калани çитсе пытăр, — тенĕ. Çавăнпах-и, тен, эпĕ çитĕннисем лаша çинчен калаçнине итлеме питĕ юрататăп. Урхамахне хăйне курсан ун патне пырса ăна ачашламасăр та, унпа чуна уçса калаçмасăр та чунăм лăпланмасть. Каласа панă тăрăх, асанне те манăн лашасене питĕ хисепленĕ, вĕсене мĕнрен те пулин ăсталама юратнă. Пĕчĕк чухне вара эпĕ тăмран, йываçран е пушăт хуппинчен асанне тунă «чаплă» урхамахсемпе каçăхса кайсах вылянă. Çитĕнерехпе хама килĕшекен чĕрчуна хут çине ӳкерме юрататтăм. Вĕсем манăн пер альбом туп-туллиех ĕнтĕ.
Мĕн тĕрли кăна çук пуль унта: кӳлни, кӳлменни, тӳлекки, чупкăнни; ĕç лаши, тур лаши, çӳрен лаша… Час-часах эпĕ вĕсене уçа-уçа пăхатăп, хам ĕçсемпе савăнатăп.
Астăватăп-ха тата, урамри арçын ачасем кӳршĕри Митюксен тĕлне пухăнтăмăр та «патак урхамах» çине утланса урам тăрăх тусан вĕçтерсе савăнса чупатпăр, çумăр хыççăн юриех лупашкасем тăрăх ăйăр кĕçеннĕ пек кĕçенсе, ĕрĕхтерсе çӳретпĕр, Константин Васильевич Ивановăн «Нарспи» поэминчи пекех ĕнтĕ. «Юланутçă» юлташсем хăйсен шухăш ĕмĕчĕсемпе юмахри пек таçта аякка-аякка вĕçсе кайма хатĕр…
Лаша çине утланса çӳрес ĕмĕт çакăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ манăн. Чăтăмсăррăн кĕтеттĕм эпĕ çав ырă самант çывхарса çитессе. Чăтăмсăррăн…
Акă çуркуннехи пĕр хĕвеллĕ кун ман кӳршĕ Йăван мучи хăйĕн урхамахĕпе анкарти çĕрне сухалама тухнă. Чăтаймарăм, чупса çитрĕм ун патне. Мана курсан, теме сиснĕн, лашине кантармалла пек чарчĕ те:
— Эй, шăпăрлан, ăçталла ниме пăхмасăр чуптаратăн? Тем пулман пулĕ те?
— Çук-ха, çук, мучи, нимех те пулман, — васка-васка хамăн чĕвĕлти чĕкеç сассипе пуплетĕп. — Йăван мучи, тархасшăн, мана çак Çилçунат çине хăпартса ларт-ха? Манăн питĕ ун çине хăпарса ларас килет. Питĕ-питĕ…
Ырă мучи ман кăмăла тивĕçтерчĕ. Мана çĕклесе илчĕ те лаша çине хăпартса лартрĕ. Эпĕ мĕн тери хĕпĕртенине сирĕнтен нихăшĕ те чухласа илеймест. Пĕлесчĕ сирĕн, еплерех эпĕ савăннине! Пĕлесчĕ?..
Эх, Çилçунатăм, манăн Çилçунат!
Атя, яра парах, кайсам эс малалла!
Ман кăмăл тулчĕ халĕ санпала!
— лаша çилхине çавăрса тытса пуплетĕп Çилçунатăмпа. Çĕнĕ юлташăм та маншăн савăннă евĕр тулхăрса илчĕ те малалла уттара пачĕ.
Йăван мучи мана йĕвене тыттарчĕ те:
— Лайăх, çирĕп ларса пыр, ӳкме ан шухăшла. Тем курса тăрăн санпа.
— Ан кулян, мучи, пурте йĕркеллех пулать. Çапла вĕт, Çилçунат?
Урхамах мана ăнланнă евĕр кĕçенсе илчĕ:
— Çапла, — терĕ пулас.
Эх, пыратпăр Çилçунатпа хавасланса. Ман чунăм савăнать, чĕрем тухса тарасла тапать. Хама пĕр-пĕр паттăр евĕр туятăп. Ĕç лаши вăл манăн Çилçунат. Эпĕ те ун пекех ĕçчен пулăп.
— Йăван мучи, мĕн тери маттур сан лашу!
— Маттур. Çул çине тухсан та, ĕçре те пушă кирлĕ мар. Çăварлăхламасăрах çӳретĕп. Каланине пурне те ăнланать. Питĕ ăслă. Лаши ырă вăл ман. «Ыр лашана пĕр пушă, ыр çынна пĕр сăмах», — теççĕ-и-ха халăхра. Эсĕ те ыр çын пулма тăрăш, Ванюш, Çилçунат пек маттур пул.
— Юрать, Йăван мучи. Анне мана: «Çын хушшинче сăпайлă, ял çинче ырă ятлă пул, аслисем каланине итле» — тесе вĕрентет.
— Тĕрĕс калать сана аннӳ, аслисем каланине яланах хăлхуна чик. Çилçунат патне вара кашни кунах килме пултаратăн.
— Çилçунатпа эпир паянтан çывăх туссем пулăпăр. Тĕрĕс калатăп-и, ман урхамахăм? Килĕшетĕн-и манпа юлташ пулма?
— Килĕшетĕп, — терĕ тулхăрса.
— Ванюш, — терĕ мана кӳршĕ. — Эсĕ лашасене юрататăн, мĕншĕн сирĕн килте лаша усрас мар? Аçупа калаçса пăх. Вара сан та килте чи çывăх тусу пулĕ. Акă килте ман Çилçунатăн ачи, тихи, пур. Вăл виçĕ уйăхра ĕнтĕ. Эсĕ ăна хăв пĕлнĕ пек пăхăн. Э? Шухăшласа пăх, тиха илнишĕн пĕрре те ӳкĕнмĕн.
— Кун пирки шухăшласа пăхмаллах, мучи, шухăшласа пăхмаллах.
Акă тепĕр эрнерен ман çуралнă кун. Атте мана çуралнă кунпа тиха парнелесен… Эх, мĕн тери пысăк, çĕр çинче çук савăнăç пулĕ маншăн. Э? Анчах… Туса парĕ-ши çав савăнăçа мана атте?
Часах Йăван мучи анкарти çĕрне те сухаласа пĕтерчĕ. Эпĕ ăна тав туса киле таврăнтăм, аттене тиха туянас шухăшăма пĕлтертĕм. Атте килĕшрĕ.
Эпĕ вара… Савăннипе çӳл тӳпене вĕçсе кайманни кăна.
Тиха кунпа мар, сехетпе çитĕнет тейĕн. Эпĕ ун патĕнчен ниçта уйрăлмастăп. Питĕ хăвăрт çитĕнсе ăйăр пулчĕ. Кил таврашĕнче тĕрлĕ ĕçсем тума пулăшать. Пурте юратаççĕ ăна килте, ял çиннисем те ăмсанаççĕ.
Нумай вăхăт иртрĕ унтанпа. Халĕ Çиçĕм тиха мар ĕнтĕ — чăн-чăн ăйăр. Вăл ут кĕтĕвне çӳрет.
Кашни каçах эпир ачасемпе выртмана çӳретпĕр. Питĕ интереслĕ унта, ачасем тĕрлĕ юмах-халапсем каласа параççĕ, пĕр–пĕринчен, тупмалли юмахсем ыйтмалла выляççĕ. Йăван мучи хăй çамрăк чухнехи пурнăçĕ çинчен каласа кăтартать. Ыйту çине ыйту паратпăр, ун сăмахне тăнлатпăр. Вăт çапла, пĕр каçхине, ирхи шуçăм та килетчĕ ĕнтĕ, ачасем пурте çывăрса кайнăччĕ, Йăван мучи те «тӳнсе» кайнăччĕ, эпĕ ăнсăртран темле тĕлĕнмелле сасă илтнипе вăранса кайрăм. Хăраса ӳкрĕм. Часах хамăрăн Çиçĕм ятлă ăйăра асаилтĕм.
— Пах! Пах! — тетĕп лашана йыхăрса. Урхамахăм сасса илтрĕ те ман ума туххăмрах çитсе тăчĕ. — Мĕн пулчĕ? — тенĕн тулхăрса илчĕ. — Хам пур чух ан хăра, — терĕ. Хăранипе чун ура тĕпнех çитнĕччĕ, лаша килсе çитсен кăшт лăплантăм. Çиçĕм сакăр çулхи, питĕ вăйлă та ăслă, илемлĕ ăйăр. Маншăн вара вăл — чи çывăх тус. Çиçĕм мана çур сăмахранах ăнланать, калаçма кăна пĕлмест çын чĕлхипе.
Акă темĕн куçа курăна пуçларĕ. Ман тăватă ураллă тусăм та асăрхарĕ тĕлĕнмелли аппарата. Пăхатăп та — вĕçекен турилкке карлаттарса килет иккен. Катаран пĕчĕккĕ пек туйăнать-ха. Анчах та вĕçсе çитрĕ те çывăхри пĕве çине анса ларчĕ, пĕвене вуçех хупласа хучĕ, пĕви пысăкчĕ, çур урам тăршшехчĕ. Акă турилккен çӳлти пайĕ уçăлчĕ те, унтан икĕ çын тухрĕç. Хăйсем питĕ пысăк, пĕр 6-7 метр тăршшех пулĕ. Икĕ утăм ярсах пирĕн пата çитрĕç, хăйсен вăрăм пысăк аллисемпе пире йăтса илчĕç. Пĕри — мана, тепри — Çиçĕме. Ман ăйăр урисемпе тăпăртатса, кĕçенсе ячĕ. Эпĕ ăна лăплантарма тытăнтăм.
Улăп евĕр пысăк çынсем чăвашла ăнланчĕç пулас, манпа калаçма пуçларĕç:
— Ан хăрăр, темиçе пин çул каялла пирĕн аслă асаттесемпе асаннесем те çак планетăрах пурăннă. Ун чухне Çĕр планета çинче тĕрлĕрен халăх пурăннă. Пĕр халăхĕ хитре сăн-питлĕ, хурăн пек яштака кĕлеткеллĕ, ырă кăмăллă та çемçе чунлă, çепĕç чĕлхеллĕ пулнă. Ǎсĕ-пуçĕ те, вăйĕ-халĕ те такам валли те çитнĕ. Теприсем мăнкăмăлланса кайнă, хăйсене кăна юратнă, хăйсене кăна хисепленĕ. Çутçанталăкри тĕрлĕ ырлăха, чĕрчунсене, ӳсен-тăрансене ним шелсĕр пĕтернĕ, халăхсем хушшинче вара вăрçăсем пуçланнă. Çӳлти пӳлĕхçĕ çынсем çине хытах тарăхнă, вĕсем çине çав тери вăйлă çил-тăвăл, вут-хĕм, шалкăм çумăр янă. Чăваш çĕрĕнче пурăнакан Улăп халăхĕ сăпайлăхпа, ыркăмăллăхпа, ĕçченлĕхпе ыттисенчен уйрăлса тăнă. Вĕсем питĕ вăйлă та пултаруллă пулнă, вĕçмелли аппарат та шутласа тупма пултарнă. Асар-писер самана хĕрĕх кун та хĕрĕх каç пĕр чарăнми çумăр çума пуçласан вĕсем хăйсен выльăххи-чĕрлĕххине, тĕрлĕ ӳсентăранĕсене вĕçекен турилкке çине тиенĕ те ют планетăна вĕçсе кайнă. Çĕнĕ çĕрте çĕнĕ пурнăç пуçласа янă. Хăйсен планетине вĕсем Улăпхал ят панă. Çутçанталăка юратса, сыхласа пурăнаççĕ вĕсем. Таса сывлăш, тăп-тăрă юханшыв, кăмăллă та тарават çынсем. Темĕнле çĕнĕлĕхе те пурнăçа кĕртес умĕн, çут çанталăка сиен кӳмест-и, çын сывлăхне хавшатмась-и тесе тĕрĕслесе пăхаççĕ. Веçех йĕркеллĕ, пур енлĕ те килĕшӳллĕ пулсан тин вара çĕнĕлĕхпе усă курма пуçлаççĕ. Çапах та Çĕр планетăна та вĕсем манса каймаççĕ, çулталăкра темиçе те килсе каяççĕ. Тĕлĕнтермĕшсем нумай иккен вĕсемшĕн кунта.
— Сан лашу мĕншĕн санпа калаçмасть? — тĕлĕнерех ыйтаççĕ манран. — Пирĕн Улăпхал планетăра лашасем те çын чĕлхипе калаçаççĕ.
Эпĕ Çиçĕм питĕ ăслине, анчах калаçма пĕлменнине хурланарах пĕлтертĕм.
— Парса яр пире лашуна пĕр икĕ-виçĕ сехетлĕхе, пирĕн ут пăхакансем ăна самантрах калаçма вĕрентеççĕ — терĕç Улăпсем мана.
Шиклене-шикленех ăйăра вĕсемпе яма килĕшрĕм. Тăват ураллă юлташăм хăй те çак хăнасем çав тери сăпайлă, питĕ ырă кăмăллă çынсем пулнине сиссе кайма кăмăл турĕ.
Чăн та, тепĕр виçĕ сехетрен вĕçекен турилкке каялла çитрĕ. Урхамахăм аннă-анман мана сывлăх сунчĕ. Вăл чиперех пирĕн чĕлхепе калаçать, эпĕ уншăн калама çук савăнтăм. Мана Сиçĕм Улăпхал планета çинчен питĕ нумай интереслине каласа пачĕ. Эпир унпа ытларах çынсем çук чухне шăппăнраххăн калаçатпăр. Пурне те пĕлтерес мар тетпĕр.
Ку ĕç-пуç çинчен утсемпе выртмана кайсан эпĕ ачасене каласа патăм-ха, анчах вĕсем суятăн тесе кулма пуçларĕç. Кун хыççăн вара пулса иртнĕ ĕç çинчен урăх никама та каламарăмăр. Ку вăрттăнлăха Çиçĕмпе иксĕмĕр хамăрта çеç усратпăр.
Ирина (2010-11-09 14:17:48):
Чăваш Улăпĕсен историне çĕнĕлле интереслĕ кăтартса панă.Хăйĕн ĕмĕтне- урхамахпа çын чĕлхипе калаçма пултарнине кĕртнĕ.
Костя (2010-11-09 15:55:46):
Чăваш улпучĕсем пирки лайăх çырнă, анчах питех тарăн мар, питех кăмăла каймасть! Каçарăр, анчах |
|
|
\ /
Володя (2010-11-09 19:30:43):
Калав мана питĕ килĕшрĕ.Вуласа тухсан тарăн шухăша ярать.
Сергей (2010-11-10 13:01:11):
Калав питĕ килĕшрĕ. Тӳрех ачалăх куç умне тухса тăчĕ. Çырма пултаратăн.Маттур!Чĕлхӳ çепĕç,шухăшсем пĕр-пĕринпе сыпăнса пыраççĕ.Ăнçу пултăр!
Admin (2010-11-14 17:57:43):
Калав чĕлхи лайăх. Уйрăмах калаçусем чĕрĕ пулни ман кăмăла кайрĕ. Ваттисен сăмахĕсене те пĕлсе усă курни хайлава лайăхлатать.
Людмила (2010-11-14 20:50:45):
Маттур, Ваня! Хайлаву илемлĕ, чĕлхӳ яка. Вулакана ачалăха, чи асамлă саманта, илĕртӳллӳ тĕнчене илсе çитерет.Калаву çĕклентерсех ярать. Вуланăçем вулас килет. Малашне те ăнăçу пултăр. Конкурсра кун пек калавпа çĕнтеретĕнех.
Людмила (2010-11-14 20:50:49):
Маттур, Ваня! Хайлаву илемлĕ, чĕлхӳ яка. Вулакана ачалăха, чи асамлă саманта, илĕртӳллӳ тĕнчене илсе çитерет.Калаву çĕклентерсех ярать. Вуланăçем вулас килет. Малашне те ăнăçу пултăр. Конкурсра кун пек калавпа çĕнтеретĕнех.
Зоя (2010-12-03 19:03:46):
Маттур! питĕ аван! вырăн йышăнмаллах)))))
Зоя (2010-12-03 19:03:47):
Маттур! питĕ аван! вырăн йышăнмаллах)))))