Ан нушалан пĕлмен ĕçре
«Эп сăвăç» терĕн, кăкăрна шаккарăн,
Мухтантăн та, ăсна çухатнă пек.
Хăвна мăнна, ăсла хума васкарăн
Пĕртен-пĕрре сăвву кун курнипех.
Ан тив, сăвву пичетленнех те пултăр
Вулаканни пулнах-ши вĕсене?
Пулсассăн та вăл питлесе ан култăр,
Ним вырăнне хумасăр сан ĕçне.
Хавхаланса мăнаçланас та марччĕ,
Текех санран пулаймĕ çырасси.
Эппин, ĕçне яланлăхах хăварччĕ, —
Пит кăткăс ĕç, çыравçă пуласси.
Ан нушалан пĕлмен ĕçре, юлташăм,
Тур сывлăх патăрах çыравçăна.
Пулса тухман хайлав вăл — путлăх-ашăм,
Чунна парса çырмарăн тăк ăна.
Вула хавхаланса хастар поэтăн
Вут-хĕм сапса тăран сăввисене.
Эс вĕсенчен сӳнми хăват илетĕн
Итленĕ май хитре кĕввисене.
Шухăшсем
Чылай пулманччĕ капла шухăшлаттаракан, к...
Хыçалтан вулама пуçласа пăх-ха тепринче
Вĕсем вăхăтлăха кăна...
Тĕрĕс калатăр Галина З...
Кунта реклама кĕрсе кайнă, укçа туса илм...
Hey there, Are you still using ch...
Phyllis, do you think they got money for...
Митюк, куçне автан çинчен илмесĕр, ашшĕ ...
Hello, Are you still using chuvas...
Пĕрремĕш йĕркесенченех паллă пулчĕ калав...