«Çулçă çулăмĕ...»
Çулçă çулăмĕ. Октябрь,
Çулçă çулăмĕ — пушар.
Хирсенче текех çук чапăр,
Сар хĕвел тăкмасть кăвар.
Çулçă çулăмĕ. Çу иртрĕ.
Пăхăр тумлă ват йăмра.
Тӳпене пĕркенчĕк витрĕ.
Çулçă çулăмĕ — чунра.
Çулçă çулăмĕ. Кĕреннĕн
Çунчĕ тĕтĕмсĕр пушар.
Тӳпере хĕвел сӳнсен те
Вăрманта — сӳнесшĕн мар...
юрий стеклов (2017-01-20 23:08:28):
Салам сана, Олег! Сăввусене вулатăп та - чун киленет...
Талпиçен (2017-01-30 22:43:15):
Афалек! Эсĕ те, ытти талантлă тантăшусем те поэзи хирне тапса сараймасăрах кайма пуçларăр... Питех те шел!