Ахăрсамана
Кăçалхи хĕл Марье миçемĕш хут ĕнтĕ пăлтăр алăкне аран-аран уçкаласа юр купи ăшне чăмать. Юрать-ха кĕреçи пăлтăрĕнчех тăрать унăн. Сарай таврашĕнче усрас пулсан ун патне ашса çитеес те çук. Капла пăлтăр алăкне те кĕреçе пулăшнипе çеç уçкалать. Уçать те алăкне тем пысăкăш ĕç тунă пек тарăннăн, ассăн сывласа ярать. Вара чунне лăплантарса пӳрте кĕрсе чей вĕретме лартать. Çĕрулми шуратса шӳрпе хатĕрлет. Хăш чухне чей ĕçнипех çырлахать. Пĕччен çыннăн апачĕ те ансах каймасть. Паян ак шывĕ те витре тĕпĕнче анчах. Чей вапли те çур чейник чами çеç пулчĕ. Яшка пĕçерес тесен кӳршĕсен пуссине каймалла. Унта çитме кунĕпех çул хывмалла. Марье чей вĕретрĕ те ирхи апата ларчĕ. Сĕтел çине мĕн пуррине кăларса хучĕ. Апат енчен Марье пит чухăнах мар. Мухтав Турра! Ывăлĕ Криша амăшне пăрахмасть. Укçа-тенкĕпе те пулăшать. Инçетри çурçĕртен шапашкăран ĕçлесе таврăннă чухне икĕ пысăк сумкăпа тем тĕрлĕ апат-çимĕç илсе килет. Хытса кайнă çăкăра алла илчĕ те темле хаклă япалана сăнаса пăхнă пек çавăра-çавăра пăхрĕ. Тĕрĕс те, Марьешĕн вăл паянхи кун нихçанхинчен те хаклăрах. Эрнипе пĕр чарăнми тăкать те çӳлти тӳпе юрне, лавккана çитсе килме те чĕр тамăк.
Марье апатланчĕ те пăлтăр апăкне хиркелесе уçса урама тухрĕ. Юрать-ха çуркунне кĕве çинипе юрăхсăра тухнă çирĕм çулхи çăм аттине кăларса ывăтмарĕ. Ак хăçан кирлĕ пулчĕ вăл. Эрне витерен кăларман качаки те апат ыйтать. Ăна та çитермелле. Чăххисем те хăйсем çинчен мантармаççĕ. Автанĕ ав кăвак çутă киличченех таврана янраттарать.
Марье кĕреçе илчĕ те витесем патнелле çул хывма пуçларĕ. Унтан качакине апат пачĕ, ун часах пăранламалла. Чăххисене тулăпа хăналарĕ. Ку ĕçсене пурнăçланă хыççăн калитке патнелле çул уçма пикенчĕ. Веçех тара ӳкре ĕнтĕ. Анчах та ĕçлемелле, килсе пулăшакан çук. Ав кӳршĕри Анна кинеми патне «тимуроветсем» çӳреççĕ. Марье патне килекен çук çав, вăл пенси çулне те çитмен-ха. Эх, çакăнта ывăлĕ Кĕркури пулсан-и? Вăл амăшне юр тасатма мар, пусă патне шыв çĕклеме те яман пулĕччĕ. Марье кĕреçи çине таянчĕ те аслă çул çине тинкерчĕ. Аякран юр тасатакан трактор кĕрлеттерсе килет. Ун хыççăнах пысăк чаплă машина пырать. Кун пеккине вăл пысăк хулара кăна курнă. Пĕр-пĕр начальник пуль ĕнтĕ. Мĕн ĕçлесе çӳремелле ун кунта? Тăван-пĕтенĕ патне-ши? Камăн çаван пекех «чăнкă» тăванĕ пур-ши хĕрĕх килрен тăракан ялта? «Крутой» теççĕ ун пеккисене телевизорпа. Пур пуль-ха вĕсем те. Кунта ак халăх ĕçсĕр нушаланать. Колхоз ферминче сысна пăхнă Марье те пилĕк çул каяллах ĕçсĕр юлчĕ. Акă чаплă машина Марьесен пӳрчĕ умне чарăнчĕ. Машинăран элес-мелес чаплă тумланнă пысăках мар пӳ-силлĕ, кĕрнеклĕ арçын тухрĕ. Тепĕр алăкран Марье ывăлĕ Криша пысăк сумкăпа курăнчĕ. Палламан арçын трактор хуçипе тем калаçрĕ те кĕсйинчен укçа кăларса пачĕ.
— Анне, аннеçĕм, — пырса ыталарĕ ывалĕ амăшне. — Сана пулăшакан та çук.
— Ывăлăм, эсех-и вара ку? Санăн тата икĕ уйăхран çеç таврăнмалла-çке.
— Халь калаçар мар ун пирки, — сапхуллăн сăмах хушрĕ ывăлĕ. Куçĕсем те питĕ салху Кришăн. Çӳллĕ, кĕрнеклĕ певĕ те пĕкĕрĕлнĕ пек. Чиксе, ыратса кайрĕ амăшĕн чĕри. Теме, ырă мара сисет вăл.
— Атя, паллаштар аннӳне пулас арăмупа. Мĕн ятлă-ха аннӳ? — мăн кăмăллăн ыйтрĕ арçын.
— Марье аппа темелле мана, — аран-аран илтмелле пăшăлтатре хĕрарăм. — Мĕнле арăм? Ыльăм, авланма шухăшланă-и эсĕ? Паянччен ним те шарламанччĕ-çке. Эпĕ санăн савнă хĕр пуррине те пĕлмен.
— Кайран, кайран, анне...
— Мана Лев Николаевич теççĕ.
Çапла каларĕ те арçын машина алăкне уçса пĕр çамрăк хĕрарăма кăларчĕ. Марье тĕсерех пăхрĕ те кӳршĕ ялти пĕлĕшĕсен хĕрне Литюка палласа илчĕ. Илтнĕччĕ-ха вăл хĕр çинчен.
Çăмăл пурнăçпа пурăнать, пысăк укçана юратать тенине илтнĕччĕ. Хулара пĕр пуян кантурĕнче ĕçлет тесе калаçатчĕç. Хăлхана кĕнĕччĕ, анчах та ун ывăлĕпе Кришапа савниллĕ тесе нихăçан та шутламан. Марье тайăла, тайăла кайрĕ. Ӳкесрен ăна ывăлĕ тытса чарчĕ.
— Атьăр апла. Пӳрте кĕрер.
— Кĕрсе тăма вăхăт çук, — йĕрĕнерех пăхса илчĕ арçын Марьепе унăн тайăла пуçланă пĕчĕк пӳрчĕ çине. — Лида, юлас тесен эсĕ юлма пултаратăн. Ну, юрĕ, Григорий. Ыттине эпир санпа веçех калаçса татăлнă, — шаплаттарса çапрĕ вăл Кришана хул пуççийĕнчен.
— Эпĕ кунта юлмастăп, — касса татрĕ Литюк. — Туйччен атте-анне килĕнче пурăнатăп. Çак кунсенчен килĕшме пырасса шанатăп.
«Апай Турах, — ĕсĕклет Марье чунĕ. — Кусем пĕтĕмпех хуçаланаççĕ-çке пирĕн пурнăçпа». Вăл пуçне пĕксе тăракан ывăпĕ çине пăхрĕ. Леш чĕлхине çăтса янă тейĕн.
Арçынпа Литюк «чăнкă» машинăна кĕрсе ларчĕç те аслă çулпа каялла васкарĕç.
— Анне, аннеçĕм, — çĕнĕрен пырса ыталарĕ амăшне ывăлĕ. — Мĕнле саманара пурăнатпăр эпир? — шăлчĕ вăл куççульне амăше курасран пăрăнса.
Амăшĕ веçех курать-çке. Йывăр ывăлне...
* * *
Хăй пурнăçĕнче çакăн пек инкек сиксе тухасса Криша тĕлĕкĕнче те тĕлленмен. Анчах каччă икĕ уйăх каялла курнă тĕлĕке аса илчĕ. Хăй пурнăçĕнче пĕрре те ыталаса, чуптуса курман Кришана Литюк пĕтĕм халăх умĕнче ыталаса илсе чуптурĕ те икĕ аллипе пăвма пуçларĕ. Патвар кĕлеткеллĕ, вăйлă каччă ниепле те хăтăлаймасть Литюк аллинчен. Çапла вăранса кайрĕ. Хăй йĕп-йĕпе тара ӳкнĕ. Акă мĕне пулчĕ иккен тĕлĕк.
Литюка вăл лайăх паллать-ха. Кӳршĕ ял хĕрĕ вăл. Кришаран виçĕ çул кĕçĕнрех. Шкулта вĕреннĕ чухне Криша пек чухăн çын ачисенчен йĕкĕлтесе кулмасăр иртсе те кайман. Шкул хыççăн темле курс пĕтернĕскер хулари пĕр фирмăра ĕçлет тенине илтнĕччĕ. Салтакран таврăнсан Криша ялта нумай пурăнмарĕ. Вахта майĕпе çӳрçĕре ĕçлеме çӳрерĕ. Лайăх тумланчĕ. Амăшне те самаях пулăшма пуçларĕ. Ашшĕ Кришапа амăшне вăл пилĕк çулта чухнех пăрахнă. Кӳршĕре пурăнакан пĕччен хĕрарăмпа çыхланса ялтан тухса кайнă. Унтанпа ашшĕне курман ача. Пĕр пулăшу та илмен унран çемье. Марье пĕтĕм чун хавалне парса тăрăшатчĕ ывăлĕ хăйне çынран катăк ан туйтăр тесе. Криша йĕркеллĕ каччă пулса ӳсрĕ. Пируспа, эрехпе туслашмарĕ. Пĕчĕкренех амăшне пур енĕпе те пулăшма тăрăшрĕ.
— Ашшĕне пăхса ывăлне кай тенĕ те, Петĕр пек тилхепесĕр ӳсмерĕ Криша, — мухтатчĕ ăна кӳршĕри Анна кинеми. — Эх, çав Петĕре, ывăлне пĕрре те килсе курмарĕ-çке.
Ак авлантараççĕ ăна. Литюк тесен, вăл Кришана нихăçан та килĕшмен. Ун пек «йĕвенсĕр» хĕрсене юратмасть вăл. Анчах та шăпа çак «тăрпалтайпа» çыхасшăн ăна. Мĕн-ма кайрĕ-ха вăл ун чухне кӳршĕ ял клубне? Чунĕ лăпкă марччĕ каччăн çав каç. Пĕр уйăх каялла пулчĕ ку. Кришана Литюксен ялĕнче пурăнакан юлташĕ хăй çуралнă кунне чĕннĕччĕ. Малтан клуба ташă каçне кайрĕç. Кришасен пĕчĕк ялĕнче кпуб çук та, çамрăксем яланах кӳршĕрине çӳреççĕ. Çырма урлă кăна каçмалла. Литюк та пурччĕ çав каç клубра. Акă вăл Кришана ташша чĕнчĕ. Тĕртсе яраймастăн вĕт. Тухмаллах. Эх, пăркаланчĕ вара Литюк, эх хиркеленчĕ. Куçне-пуçне вылятать, пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе каччă çумне çыпçăнать.
— Пĕрмай тĕлĕкре куратăп. Пĕртте асăмран тухмастăн. Ачаранах савнă эп сана, — сирпĕтет вĕри сывлăшне Литюк. — Аван мана санăн ытамунта.
Хăйĕнчен самаях эрех шăрши çапать.
— Темле çав. Эсĕ пирĕн пеккисенчен ытларах йĕкĕлтесе кулаттăн пулас.
— Юратнипе вăл, Гриша, юратнипе, — хытăран та хытă çыпăçать хĕр пĕтĕм кĕлеткипе.
«Эй, Турă! Намăс-симĕсе те пĕлмест иккен ку хĕр», — тĕлĕнет каччă. Пĕрле ерсе Валерăн çуралнă кунне те уявлама пычĕ.
— Эсĕ ку емпĕлтие хăвах чĕннĕ-и уява? — кăсăкланчĕ Криша.
— Мĕн чĕнмелли? — пулчĕ хурав. — Каялла çавăрса яраймастăн вĕт.
Валерăсен килĕ-çурчĕ хăтлă. Хулари пекех, темиçе пысăк пӳлĕм, тĕпелĕ те питĕ чаплă. Ара, ашшĕ яланах ятлă-сумлă ĕçсенче тăрăшнă та. Амăшĕ шкулта вĕрентет. Ачисене те пысăк пĕлӳ пама тăрăшрĕç. Валера кăçал ял хуçалăх институтне пĕтерчĕ. Район центрĕнче инженер-механикра тăрăшать. Йăмăкĕ Лариса пединститут пĕтерет. Криша та шкулта питĕ лайăх вĕренетчĕ. Анчах та малалла пĕлĕвне ӳстереймерĕ. Темех мар-ха. Кая юлман. Ак çӳрçĕрте ĕçлесе укçа пуçтарĕ те куçăмсăр майпа вĕренĕ. Ун шухăшне Литюк татрĕ.
— Эх, чун савнийĕм, мĕн ман-ма çумран пăрăнса кайрăн? Мана кичем кун пек, — пырса ыталарĕ вăл.
Валера та, унăн йăмăкĕ Лариса та пит ăшă куçпах пăхмаççĕ кĕтмен хăна çине. Кришана Лариса кăмăла каять. Çак сапăр, илемлĕ хĕр ун куçĕ умĕнче ӳссе çитĕнчĕ. «Эпĕ санăн та ньăмăку пуятăп», — тетчĕ пĕчĕк чухне.
— Ну, ньăмăкăм, мĕнле пурăнатăн? — пырса çупăрларĕ хĕре Криша.
— Чиперех. Хăв мĕнле? — йăл кулчĕ пике каччă çине асамлăх сапса. Хăй Литюк çине чалăшшăн пăхса илчĕ.
— Чип-чиперех. Ура тупанĕсем кĕçĕтетчĕç-ха. Паян санпа ташласса пуль. Эс хирĕç мар пулсан паллах.
— Хирĕç мар, хирĕç мар. Ньăмăку-çке, — вăтанарах кулса илчĕ Лариса. — Эп ньăмăку та, анчах та кунта сан савни пур пулас. Ав мĕнле тулхăрса пăхать ман çине.
— Çынна ан култар. Шухăшра та нихăçан та пулман вăл.
Шавларĕç, кĕрлерĕç çамрăксем. Литюк Кришăран хăпма пĕлмерĕ. Каччă эрехпе вылякан мар, анчах та пĕр-ик черкке çуттине пушатрĕ çав. Пушатрĕ. Вăл Литюк ун черккине çывăрттаракан эмел пăрахнине курман-çке. Ташă вăхăтĕнчех тайăлма пуçларĕ.
— Сана япăх-им? Эх, каччă тет тата хăйне. Ĕçмесĕрех ӳсĕрĕлет иккен ку, — чĕвĕлтетет Литюк.
Вăл Кришăна çавăтса çывăрмалли пӳлĕме илсе кĕчĕ те кравать çине вырттарчĕ. Хăй ним пулман пек хăнасем патне таврăнчĕ. Кăштахран каллех унта тĕнкĕлтетрĕ...
Вăранса кайсан Гриша хăй шăлаварсăр выртнине курчĕ. Ун çумĕнче куçне тутăрпа шăлкаласа Литюк ларать.
— Пулчĕ! Пулчĕ! Мĕн пулмалли пĕтĕмпех пулчĕ. Намăс кăтартрăн эсĕ мана, — нĕшĕклет хĕр.
— Мĕн сӳпĕлтететĕн эсĕ?! Эпĕ сана пӳрнепе те тĕкĕнмен!
— Тĕкĕнмен тетĕн-и! Ав мĕн чухлĕ свидетель! — янрашать Литюк.
— Эх, пĕтертĕн эсĕ ман пурнăçа! — икĕ аллипе хăйĕн çӳçне лăскать каччă. Хăйĕнне мар, Литюк çӳçне лăскамалла та. Тĕрмене кайса ларас килмест-çке.
Çывăрмалли пӳлĕм алăкĕ умне Валерăсен çемйи кĕпĕрленнĕ. Хăнисем саланса пĕтнĕ ĕнтĕ.
— Тухса кай кунтан! — Валера Литюка хулĕнчен тытса алăк патне сĕтĕрме пуçларĕ. — Никам чĕнмен çĕре килсе мăшкăл кăтартрăн.
— Суда паратăп! Лартатăп! Çемйипех свидетель пулса пыратăр! — çухăрашать Литюк.
— Пирĕн хушăра нимĕн те пулман. Тархаслатăп. Ĕненĕр мана, — йăлăнса пăхать каччă тăван пек çывăх çынсене куçран. Куçĕсем Ларисăпа тĕл пулчĕç. Хĕрĕн куçĕсем куççульпе тулнă.
— Ĕненетпĕр, ачам, ĕненетпĕр. Ку ăçти çук такама та мăшкăлчăк шыва путарĕ, — лăплантарма пăхрĕ Валера амăшĕ Нина Николаевна.
Криша тепĕр кунне ирех ялтан тухса кайрĕ.
— Ачам, пĕр уйăх килте пурăнатăп терĕн-çке, лупас юпине майласшăнччĕ.
— Каймалла ман, анне. Кĕтеççĕ мана, — салхун пĕлтерчĕ ывăлĕ...
...Пĕр кунхине ăна кантура пуçпăх пӳлĕмне чĕнтерчĕç.
— Иртĕр, иртĕр, Николаев. Ав кунта сирĕн пата хăна килнĕ, — алне тăсса кăтартрĕ вăл чаплă кресло çинче саркаланса ларнă пĕр вăтăр пиллĕкри çынна. Лешĕ, лутраскер пулас, креслăран питех курăнмасть те. Хăй каччă çине темĕнле курайманлăхпа пăхать. Калăн, Криша ун пĕвне вăрланă.
— Мĕнле хăна? Эпĕ никама та кĕтместĕп, — тĕлĕнчĕ вĕл.
— Эпĕ — кĕтмен хăна, — лăх! лăх! кулса ячĕ арçын. Хăй ура çине тăчĕ те Кришăна алă тăсрĕ.
— Мана Лев Николаевич теççĕ. Эпĕ Лидăн тăванĕ пулатăп. Апла пулсан санăн та тăван. Пиччӳ вопшем, — ахăлтатать арçын.
Урисем лĕнчĕр! кайрĕç каччăн. Вăл стена çумне таянчĕ.
— Мĕскер, тухсах калаçатпăр-и? Е пуçлăху умĕнче те юрать? Пĕлтĕр унăн подчиненнăйĕсем мĕнле таса хĕрсен ятне çĕртнине, — чăвашла калаçма пуçларĕ вăл.
— Тухса калаçăпăр.
Палларĕ арçынна Криша. Нимĕнле Литюк тăванĕ те мар вăл. Вăл Литюка темиçе хут та хуларан яла леçсе хăварнăччĕ. Валера каланă тăрăх Литюк ĕçлекен фирмăн хуçи. Тĕрĕсрех каласан — унăн еркĕнĕ.
— Пуçтар сумкуна! Яла таврăнатăн. Авланас пулать сан, çамрăк соблазнитель. Билетсем заказ панă. Самолет каçхине ултă сехетре.
Арçын кантур çумĕнче тăракан шакла пуçлă икĕ амбал енне пуçĕпе сĕлтрĕ.
— Ан турткалан, пурăнассу килсен. Ак ман сумкăра сана тĕрмене лартмалăх материал та пур. Врачран илнĕ справка...
* * *
Икĕ çул ытла фирма пуçлăхĕпе иртĕхсе пурăннă Литюк çие юлнине пĕлсен ун кабинетне çавра çил пек вирхĕнсе кĕчĕ.
— Так! — терĕ вăл икĕ чăмăрне пилĕкĕ çине хурса, — ача пулать. Мĕн тумалла тет халь манăн?! Эпир санпа любовь крутить тунине пĕтĕм фирма ĕçченĕ пĕлет. Пуринчен ытла ак çак диван, — урипе пырса тапрĕ вăл ăна.
— Эс, шăркалчă, мĕн дивана урупа хĕнетĕн?! Халиччен мĕн тунă, халĕ те çавнах тăватăн!
— Эпĕ урăх аборта каймастăп! Мана иртнинче асăрхаттарчĕç. Татах хырăм пăрахсан урăх ача пулмасть ман.
— Так. Ача ашшĕсĕр çуралмасть. Çавăнпа та часрах унăн «ашшĕне» шыраса тупмалла.
— Мĕнле ашшĕне?! Ашшĕ ман умра! Ниçта та пăрăнаймастăн! Паянах арăму патне çитетĕп! Уйрăл унтан! Мана качча ил! Фирма хуçи арăмĕ — эпĕ!
— Мĕн?! Мĕн сӳпĕлтететĕн, тĕнче йытти?! — ялт! сиксе тăчĕ пуçлăх пукан çинчен. — Парăп эп сана фирма хуçи арăмĕ! Ăçти çук! Сан пек каяшсем ман арăмăн касса пăрахнă чĕрнине те тăмаççĕ.
Литюк каялла, каялла чакрĕ те алăкран коридора тухса лаплатса ӳкрĕ.
Тепĕр кунне ăна Лев Николаевич пӳлĕмне чĕнтерчĕ.
— Арăм хăлхине кĕрсен хăв та, хырăмри ачу та çук пулатăр. Шутла авантарах. Мĕнле тухма пулать ку ситуацирен?..
...Валерин çуралнă кунĕнче тухрĕ те Литюк çав «ситуацирен».
Ним пытармасăр каласа пачĕ амăшне Криша...
— Анне, пирĕн санпа хĕр килĕшме каймалла пулать. Эпĕ, паллах, унпа пурăнас çук. Анчах та мана халĕ вĕсем пурăнма памаççĕ. Вĕлерессипе хăратать арçынни. Бандит теççĕ ăна. Авлан, пӳрт лартса паратăп тет. Эпĕ хамăн йăмăкшăн укçа-тенкĕ шеллес çук тет.
— Ахăрсамана çитрĕ иккен! — ӳлесе макăрса ячĕ те Марье урайне йăванса кайрĕ. Çавăнтах тапма чаранчĕ çак мăшкăла тусеймен хĕрарăм чĕри.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...