Тепре!.. Тата тепре!..
Тепре!
Унтан тата тепре!
Унтан тата, тата тепре!..
Атя çак Каç,
кĕçĕрлĕхе,
пач шеллеместпĕр пĕр-пĕрне!
Мĕскер кĕтет унта —
лере —
çăтмах-и, тамăк-и —
пĕрех!
Тепре! Тепре!
Тата тепре!
Унтан тата, тата тепре!
Вилме эп хатĕр...
ирхине
май пур пулсассăн
чĕрĕлме
мана эс «ЧĔРĔЛ!» тенĕрен
мана эс «ПУРĂН!» тенĕрен...
Тепре! Тепре!
Тата тепре!
Унтан тата, тата тепре!
Алина (2012-04-10 16:34:18):
Туркай поэзийĕнчи ясарлăх темипе диссертаци çырас шух çуралчĕ.