Пурнăç кустăрми
1-мĕш пайĕ
Çамрăклăха асилсе,
— Ах, ах, ах — текелесе
Ларать ватă асатте
Кăмака сакки çинче.
— Килсе лар кунта, мăнукăм,
Каласа парам сана
Йывăр пулчĕ иртнĕ кунăм,
Манаймастăп çав вăрçа.
Çӳреттĕм эпĕ çамрăк чух
Кĕтӳ кĕтме лашасене
Ĕлĕкхи пурнăç çăмăл мар,
Лаша пит кирлĕччĕ пурне.
Çуркуннехи вăхăтсенче
Лаша туртать сухапуçне,
Вăл сухалать хура çĕре
Акмашкăн тырă ун çине.
— Мĕн ĕç туман–ши вĕсемпе?
Ăçта кăна çитмен-ши;
Вăрман турттарнă, кĕлтесем,
Утти те, улăм — пурте.
Каç кӳлĕмпе, ĕçсем пĕтсен
Анатпăр улăха,
Тăллатпăр урхамахсене
Яратпăр ирĕк
Эх! Пуçланать вара шăв-шав
Чупатпăр ыткăнса,
Мĕтри мучи чĕртет кăвайт,
Парать юмах ярса.
Шуçăм килет кăвакарса,
Пăс кармашать çӳле.
Çыврас килет, куç хупăнать,
Пур çын та ыйхăлать.
Çывăрса кайнă, тĕлĕкре
Курап Çилçуната.
Чупать пек савнă уй-хирте
Вĕçнĕ пекех хитре.
Тăрук вăрантăм, çутăлман,
Шырап Çилçуната,
Лаша çухалнă ман куçран
Вăратрăм Трашука.
Çутăлчĕ тул, ниçта та çук
Ман харсăр юлан ут.
— Татах шырар-ха, — тет Трашук
Эс Улăхалла чуп!
2-мĕш пайĕ
Пĕр кун, Энтри пасарĕнче,
Лаша тупать ман асатте.
Ăна тутар чĕлпĕрĕпе
Çыхса кăкарнă юпаран.
Тутар çынни питех чее
Парасшăн мар урхамаха.
— Курман-илтмен, — тет, — эп сана,
Пăхсам, ак ку вăл ман лаша!
Ман асатте Çилçуната
Чĕнет ятран кăшт шăхăрса,
Вăл чалт! сиксе илсе чĕвен
Карт туртăнать тутар панчен.
Пурнăçран та хытăрах
Юратнă вăл Çил çуната,
Нихçан та урăх хăйĕнчен
Ăна вăл уйăрман вара.
3-мĕш пайĕ
...Пĕрре, илемлĕ ирхине
Фашист кĕрет пирĕн çине,
Вăл варалать хăй аттипе
Пирĕн Çĕр-шывăн илемне.
Тухса каять ват асатте
Хăрушă вăрçăра вăрçма,
Тăшмана хирĕç çапăçма
Сывпуллашса ялпа-йышпа.
Тăшман пит вăйлă, парăнмасть,
Ишет, ватать хуласене,
Ним хăвармасть вăл ялсенчен,
Веçех шăлать куç умĕнчен.
Вăрçать хастаррăн асатте,
Фашистсене канлĕх памасть.
Анчах çапăçура пĕрре
Аманать вăрçă хирĕнче.
Выртать салтак çара уйра
Тăма, утма памасть ура,
Чăтмалла мар вăл ыратать,
Пуç ыратса тăн çухалать.
Никам та çук йĕри–тавра
— Ăçта–ши юлташсем, ара?
Кăштах йăтса пăхать пуçне,
Курах каять пĕр юлташне.
Юлташ пĕрре те хускалмасть,
Сасă парсан — хуравламасть,
— Вилнех-ши? — тет те асатте,
Каллех хăй çухатать тăнне.
Мĕн чухлĕ выртнă — астумасть,
Тĕттĕмленет кĕрхи кун час.
Темĕн сывлать пит çумĕнчех,
Ним те тăна кĕме пулмасть.
Хăрушă шухăш мĕлтлетет:
— Ак вилтĕм иккен эп тинех.
Упа-ши, кашкăр-ши — пĕрех,
Ак туртса çурĕ вăл тӳрех.
Куçне уçма хăранăскер,
Ыратнипе аптранăскер,
Мĕн пур вăя пухса тепре
Вăл куçне уçрĕ.
Тĕлĕк курать–ши асатте?
Е чăн-чăнах, куç умĕнче
Повăр лаши тăра парать,
Ăна питрен çулать, çулать.
— Эй, Çилçунатăм, эс–и ку?
Епле кунта лекейрĕн-ши?
Чунпа туйса мана çăлма
Ăçтан шыраса килтĕн-ши?
Вăл юлашки вăя пухса,
Шăла çыртса, шуçса-куçса,
Çакланчĕ тилхеперен алпа,
Çук, вĕçертмерĕ вăл ăна.
Асатте улăхать лав çине,
Урхамах тупаймасть çул-йĕрне,
Шав утать, чăтлăх витĕр, инçе,
Кам пĕлет ун вĕçне те хĕрне.
Çилçунат çитерет штаб умне,
Салтаксем те тухаç ун патне,
Командир та, шалтах тĕлĕнеç,
Хаяр вăрçăран мĕн кĕтес?
4-мĕш пайĕ
Асатте сывалса таврăнсан
Çилçунатпа тĕл пулас шухăшпа
Пур çĕрте те çӳрет шыраса,
Анчах та тупаймасть ăна.
Тискер тăшмансем сĕкĕнсе
Аркатрĕç илемлĕ çĕре,
Мĕн чухлĕ ялсем, хуласем
Кисренчĕç, танлашрĕç çĕрпе.
Çапла пулнă Çилçунатпа та.
Салтаксем апатланнă чухне
Пĕр ирсĕр фашистăн бомби
Пурне те «вĕçтернĕ» çӳле.
5-мĕш пайĕ
Çук, курайман ман ватă асатте
Çилçуната урăх пĕртте.
Чунтан юратнă урхамах
Асра вăл юлнă яланах.
— Асаилӳ çăмхи пĕтмест,
Вăл ниепле те вĕçленмест,
Юхать, юхать, кăмăл тулать,
Пĕтĕм пурнăç тухса тăрать.
— Эх, асаттеçĕм, асатте,
Хăвах эс маншăн пĕр тĕнче.
Эс тӳснине, эс чăтнине
Ман курас марччĕ ĕмĕрне...
Тек ан алхастăрччĕ тăшман
Телейлĕ çĕр çинче нихçан.
Ан йĕччĕр аннесем, ачсем,
Телейлĕ пулччăр шăписем.
— Пурăн эс те, асатте,
Çĕр çула çитичченех.
Савăнтар кăмăлупа
Юратнă мăнукусене.
Пурăнма вĕрент пире,
Ырă шухăш пехиле!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...