«Эп йăпăлтисене пачах та кураймастăп...»
Эп йăпăлтисене пачах та кураймастăп.
Вĕсем ăсĕпе мар, йăпăлтатса,
Влаç картлашки çине пуса-пуса,
Çӳле çитеççĕ иртĕхме. Пуçа таймастăп.
Элекçĕ çынсене пачах та кураймастăп.
Элек сарса, хирĕçтерсе, урса,
Кашни çынна усал сăрпа сарса
Çӳле çитеççĕ иртĕхсе. Пуçа таймастăп.
Эп сутăнчăксене пачах та кураймастăп.
Тус-юлташне сутса, улталаса,
Мĕнпур сăваплăха йăлт таптаса,
Çӳле çитеççĕ иртĕхме. Пуçа таймастăп.
Ĕçчен, маттур этемсене эп юрататăп.
Вĕсем хăй ĕçĕпе, тăрăшнипе,
Хăй ăсĕпе, сăваплă пулнипе
Çĕклеççе халăхăн ятне. Пуçа таятăп.
8 906 3766094 (2018-04-16 23:42:11):
Каçартăр-ха каплах çунтаракан вĕлтĕренне те тупнă Мишша Пичче! Ялан мухтаса çыракнсен йышĕнче мар вара эс. Ялан çуркунне çемĕртсем çеçкине çурнă чухнехи шăпчăксем юрлани çинчен çыракансем, курăк хушаматлăскерсем Ухсая та, Яков Гавриловича та, килĕшмен. Ку сăвва вулсан, пăру пек çуллама вĕреннĕскерсем хĕрелсе те кайма пултарĕç пĕр вăхăта... анчах кайран татах пуçлĕс çав ĕçне, кучченес кĕтсе. Тавтапуç, Аслă Пичче, çемĕренӳшĕн.
8 906 3766094 (2018-05-01 00:12:53):
Тепĕр хут вуласа тухрăм.Татах та илемлĕхсем тĕл пултăм. Форма текенни, чăвашла мĕнле-ши çав сăмах?, питĕ килĕшрĕ. Чи кирли çак сăвăра, вĕлтĕрен милĕкĕ, çунтараканни, кашни куплет вĕçĕнче чашлатса пани питĕрех те витĕмлĕ пек туйăнчĕ. Шухăшласа тупма çăмăлах пулман-тăр авторне.