«Лăпланчĕç шуйхашу, уяв шăв-шавĕ...»
Лăпланчĕç шуйхашу, уяв шăв-шавĕ.
Кун урапи вырнаçрĕ кулленхи йĕрне.
Аллу ĕçчен пулнишĕн çĕн кун савĕ
Çитĕнӳсем тума чĕнет каллех эрне.
Уяр ман пуç, таса та тăрă шухăш,
Тăрса ĕçе йĕркелеме вăй-халăм пур.
Кас-кассăн вĕрекен сив çилĕ шухă,
Хĕл ларнăран йĕри-тавра шал-шур.
Ак симĕс чăрăш. Вăл — уяв чечекĕ,
Уяв иртсессĕн урăх кирлĕ мар.
Ăна тата епле хисеп-чыс лекĕ?
Йĕппи тăкăниччен часрах тула кăлар!
Эх, пурăнăç! Сан шавлă çак уявунта
Эп симĕс чăрăшпа пĕрех пуль, тупата.



 Вулавçăсен шухăшĕ
 Вулавçăсен шухăшĕ Çĕнĕ комментари хуш
 Çĕнĕ комментари хуш
Стеклов Ю.Н. (2012-06-25 14:45:40):
Лайăх сăвă. Этем пурнăçне чăрăш пурнăçĕпе танлаштарни питĕ килĕшрĕ.
Аркадий (2018-08-30 09:48:33):
Хăйĕн сăввисенче автор лайăх рифмăсем шыраса кайса шухăшне пăсса хуни тĕл пулкалать.