Хăнчапа хăçан
Çăлкуçĕ пек тăп-тăрă кăвак тӳпеллĕ кун мăн çул çинчи лăпсăркка хурăн сулхăнĕнче çула тухнă хĕрарăм ларать... Пĕчченех. Унăн пит-куçĕ çине: «каяс çула хăçан çитем-ши», тенĕ шухăш ĕмĕлки ӳкнĕ.
Кунтисем мар, инçетриех пулмалла вăл. Кăтра хурăн çулçисем хушшипе ӳкекен хĕвел пайăркисем пĕрре хĕрарăм хушпăвĕн шултра кĕмĕлĕсем çинче вĕлтĕртетсе тăраççĕ, тепре — сăркасем, çеçтенкĕсем, теветсем çийĕн вăй вылянă пек иртсе кайса, каллех çухалаççĕ, пĕтеççĕ.
Пăртакран хайхи арăм ларнă хурăн айне тепĕр хĕрарăм пырса çитрĕ. Вăл пичĕ çинчи тарне шăлса ячĕ те сулахай аллинчи тĕркине васкамасăр çĕре хучĕ.
— Манăн та канас-ха, — терĕ вăл, лешĕн çумне пырса ларса.
Тумтирĕнчен пăхсан, халь килнĕ арăм Шупашкар районĕнчен пулни каламасăрах паллă. Катанпиртен тунă шупăрĕ те, хура тăлапа пĕрене пысăкăш чĕркесе сырнă ури те, шерепеллĕ сарлака пиçиххипе пĕрмелетнĕ анлă шур çип кĕпийĕ те вăл ăçтаннине лайăх кăтартаççĕ.
Малтанах, пĕр-пĕрин çине сăнамалла пăхса илнĕ хыççăн, вĕсем калаçма тытăнаççĕ.
— Ĕçĕ пирĕн нумай та, ним тума та вĕрем çок, — тет вирьял матки. — Она ту, кона ту, ĕçлесех чон тохать вара кон тăршшинче.
— Она ту?! Она ятлă ту та пур-и вара? Курасчĕ ăна. Пысăк туах пулĕ-ха вăл.
Вирьял матки кун çине кăн пăхса илчĕ, — ухмаха ернĕскер мар-ши терĕ пулмалла. Çапах хирĕç сăмах каламасăр юлас мар терĕ.
— Мĕн тунине корасшăн эсĕ? Пĕлимарăм. Чăпта çапнине-и? Корасах килет полсан, кайса корăпăр. Ялĕ пирĕн контан ытлашши инчех мар. Ав лере йăвăçсем корăнаççĕ, çав вăл пирĕн ял.
— Пыраймастăп пулĕ. Инçе çула çӳресе урам ахаль те чатанланса карĕ.
— Çатанланса?
— Чатан урампа вăл ту çине улăхаясси пулмĕ çав... Улăхасси...
— Олăхĕ тени пирĕн вара пит те сахал. Вутă кирлĕ таран тăвимастпăр. Çаранĕсем те хытса ларнă та...
— Ай-уй! Ан тĕлĕнтерех, кин! Вутта вăрманта тăваççĕ, улăхра мар...
— Вăрманти — вотă вăл... Ăна выльăхсам çимаççĕ.
— Тьфу! Тинке тухать эсĕ калаçнипе. Юри мăшкăлласа калаçатăн пулмалла. Тинкене илтĕн!
— Мĕн тăвап эпĕ сан тенкӳпе!
— Мĕн?
— Хамăнах тенкĕсем пор, тетĕп. Çыннăн кирлĕ мар. Халь анчах...
— Анчах? Мĕн вăл — «анчах»?
— Анчах-и? Çавна та, пĕлместĕн-и? Ăçти çăва тĕпĕнчи çын пултăн эс?
— Çăва тухасса тухрăмăр та, иçмасса... каçана йăвăр килет пуль-ха. Лаши çамрăк та, калама çук харсăр. Харсăр лашапа ĕç тума пит те хĕн.
— Харсăрри1 пырĕ-ха вăл. Вара эсĕ ху соха тăватни? Опăшку çок-и-мĕн?
— Упăшкам вилнĕ çав. Качча тухас терĕм, — юрăхлисем çук. Пулсан та, тете евĕрлисем кăна.
— Тетеле ернĕ? Мĕн ернĕ? Хăш шуа лартнăччĕ? Полă ернĕ полсан, пĕçерсе çима пит лайăх ĕнтĕ. Нумайрах ернĕ полсан, килйышсене вальă2 полать.
— Валя. Майра хĕрĕ-и?
— Майра хĕрне те çитарма пулать. Кашăк туллиех ăсса çийĕ ăшшă.
— Мĕн вăл «кашăк»?
— Апата ăсса çимелли.
— Мĕнле япала вăл? Эпир яшкана çăпалапа çиетпĕр.
— А эпир çăпалапа яшка кăна антаратпăр.
— Тьфу! Тĕлĕнмелле сиртен, — тет анатри турине хирĕç.
— Серте те яратпăр. Хăш чохне полтран ярсан та лайăх полать. Олма яран... Кмоко хутан... Шуне яран... Ашне яран...
— Ашшĕне шыв ăсма яратни? Пирĕн атте пасара какай илме кăна каять. Шывне хамах кӳретĕп. Какайĕ кă чухне хакланса карĕ-çке.
— Мĕнле хăяматалла япала вăл какай? Хаклăскер-и?
— 1 тенкĕ те 20 пуса пур. Хаклă.
— Хаклă тенĕрен, кăçал аш хăпарса кайрĕ. Тенкĕ те сом та пилĕк пус та вон тăватă пус. Хăнча полнă он пек хак!..
Калаçрĕç, калаçрĕç, пĕр-пĕрне ниепле те ăнланаймарĕç. Тăлмачă кирлĕ вĕсене пĕр-пĕрин сăмахне ăнланма!
* * *
Тăварлă çиме юратаканскер, кунта эпĕ, юлташсем, çырасса та тăварлăрах туса çыртăм пулмалла. Вăл юрĕ-ха. Юлашкинчен манăн çакна каламалла.
«Хăнча» чăвашсемпе «тете» чăвашсене, «вотăпа» «вутта», «ăçтапа» «кăçтана» пĕрле çыхакан авалтанпах кĕтнĕ тăлмач — чăваш ĕççыннисен вăйланса пыракан çыруллă литература чĕлхийĕ пулса тăчĕ. Вăл чĕлхене ăнланман чăваш çук халĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...