Эп ялтах куратăп ырлăх


Хам сăмахăма калатăп,

Тĕлĕнсе ан аптăра:

Ессентуккире канман эп,

Эп пулман Анапăра.

 

Эп ялтах куратăп ырлăх

Ыррине татах кĕтсе.

Хĕрхенмерĕç маншăн сывлăх

Тăван ял, тăван кĕтес.

 

Юр кайсассăнах тухаççĕ

Сар çеçке те, çеçпĕл те.

Чарăнса тăрать пăртакçă

Сар хĕвел те ку тĕлте.

 

Тĕлĕнсе хытса эс кайăн

Итлеме пĕлсен чунпа:

Тĕнчери пур юрăç кайăк

Пухăннă пекех кунта.

 

Çил çук чух шыв сийĕ тикĕс,

Калăн — çутă кĕленче.

Ял кӳллийĕ маншăн тинĕс —

Чăпăл-чăпăл чӳхенме.

 

Ял таврашĕнчех, шанат(ă)р-и,

Çĕр илемĕ — куç тулли.

«Ешĕл улăх» санатори

Уçрăм эпĕ хам валли.

 

Сывлăм шывĕпе исленнĕ

Сывлăша çăтап шала.

Тепĕр чух — çак та илемлĕ —

Кваклатса илет шапа.

 

Ак каллех тавралăх шăпăрт

Çил те çук çӳçе сирме.

Вăхăт-вăхăт кăна шăмпăрт!

Сас тăвать карас сиксе.

 

Пуç таятăп, тăван ялăм,

Ĕмĕр чыс сана, хисеп.

Санпа чух чакмасть вăй-халăм,

Пĕр санпа телейлĕ эп.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Артемьева Алевтина Пантелеевна (2017-10-31 21:45:50):

Пите илемле сава.Эпе хам та сав ялтанах.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: