Çамрăксем
Калинке шалтлатать. Ак—урам.
Август çилĕ вăш-вăш çулăхать.
Уçă сывлăш сиплет кăкăра...
Лупас айĕн автан авăтать.
Çулпала эп васкавлăн пырап...
Укăлча тăрса юлчĕ хыçа.
Машинпа ĕнер çапнă тырра
Тасатасчĕ часрах алласа.
Ман колхозăн йĕтемĕ пуян,
Ав, мĕн чухлĕ капан йĕркерен.
«Эсĕ пит те ир тăнă паян,
Мĕн пирки, — тет хурал, — ир çӳрен?»
Эп анчах-им, илтен — грузовик,
Кĕр-кĕрлет ав, тухать гаражран.
Ян каять ирхи юррăн кĕвви,
Ял енчен шурăмпуçĕ таран.
«Çамрăксем пит маттур кучухне,
Кунĕн-çĕрĕн пĕлмеç çывăрма», —
Ват хуралçă чĕртет чĕлĕмне: —
«Комсомол хушать паттăр пулма»...
Пит паха пуçару çамрăксен, —
Тытăнас теççĕ тырă леçме.
Чăн, хĕрӳ чун чĕрийĕ вĕсен,
Йышлăн çитĕç часах йĕтеме.
«Ырă ĕç, пит аван, тамаша», —
Тутлăн ĕмрĕ мучи чĕлĕмне.
«Ĕнер çапнă паха ыраша
Ăсатасчĕ патшалăх складне»...
Машинпа çитрĕç ман тантăшсем,
Юррипе уй-хире янратса.
Кур, мĕн евĕр маттур çамрăксем!
Хĕрипраçĕ кĕрнеклĕ, таса...
Айтăр хăвăрт ĕçе тытăнар,
Колхозри ман ĕçчен тантăшсем.
Хĕрӳ чунлăн, кашнийĕ вăр-вар
Ăмăртуллăн ĕçлер-ха, яшсем!
Ылтăн çумăр пек юхрĕ ыраш,
Машин витĕр алланчĕ таса.
Хамăр кĕтнĕ кĕске вăхăтра
Кузов çийĕн выртать майланса.
Тухăçра хир енчен йăпшăнса,
Савăнса хĕрелен хĕрлĕ питлĕн
Кулса ячĕ хĕвел ялкăшса,
Хамăра пулăшма шăпах çитнĕн.
Ак, çĕклерĕмĕр хĕрлĕ ялав,
Вара шофер кабинăна ларчĕ.
Çамрăк йыш ир вăраннă яла
Пархатарлă ĕçпе савăнтарчĕ.
Шухăшсем
Bok! Ostavljam ti ovu novu preporuku: ...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Salut! Un pont ascuns: https://www...
Хей! Специален трик за днес — този htt...
Günaydın! Günün tüyosu burada...
Γεια! Έχεις ακούσει ποτέ για αυτή τη h...
Bună! Sfat rapid: probabil nu ai auzit...
Our AI-optimized service delivers keywor...
Drive targeted traffic to your website w...
В течение ограниченного времени мы снизи...