Сарă тутăр
Йывăр пулчĕ Альăна Мишшана савни вырăнне хурса калаçма. Çав-çавах тăван, юлташ вырăнне шутларĕ. Чăтма çук намăс пулчĕ Мишшапа пĕрремĕш хут чуптума. Çитменнине хĕре амăшĕ те хистерĕ: «Мишша лайăх ача, ун пекки урăх ялта та çук, хăв кăмăлна та ачаранпах каять. Çав Валерие кĕтсе ларасшăн-и е ватта юласшăн? Вăл санран пĕр çул кĕçенрех те, салтакран та тепĕр икĕ çултан тин килет. Килсен те, те илет-ха сана? Килĕш, Мишшана качча кайма килĕш.»
Хĕрпе каччă калаçма пуçлани çулталăк çитрĕ. Кашни уяврах туй кĕтет ял-йыш, Мишшан тăванĕсем те шав туя хатĕрленеççĕ. Аля çеç туя пĕр уявран тепĕр уява куçарса пычĕ. Çапла тата çур çул иртсе кайрĕ. Аля 20 çул тултарнине палăртма хĕрсемпе каччăсене пуçтарчĕ. Мишша та юлташĕсемпе пĕрлех килчĕ. Вăл ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунса хĕре парне тыттарчĕ. Çатăрти хут витĕр сарă тĕс курăнса кайрĕ. Сарă тĕсе курсанах Альăн чĕри чиксе кайрĕ: «Сарă тĕс — ултав», — шутласа илчĕ вăл. Çамрăксем саланса пĕтсен Аля парнесене майласа хума шутларĕ. Мишшан тĕркине алла илчĕ, унта духипе сарă пурçăн тутăр тупрĕ. Уйрăлу каçĕ пекех туйса илчĕ çак каçа хĕр.
Çу иртсе пычĕ. Мишша шоферта ĕçленĕ май, Аля патне те сайра киле пуçларĕ. Вăхăт çук унăн. Килсен те хăй пулман каçсенче клуба тухнăшăн хĕре пĕрмай ӳпкелерĕ. Кашни килмессерен Альăн кăмăлне пăсса хăварчĕ. Çитменнине, сĕт заводĕнчен пĕрле ĕçлекен хĕре лартса килнĕ те, Альăна ăна курма чĕнсе кайрĕ. Ултава сиснĕ хĕр кĕркунне кӳршĕ ялтан час-часах таврăнмарĕ. Сăлтав тупса Мишшаран уйрăлас ĕмĕтпе çӳрерĕ вăл. Кĕркунне Валери те салтакран килмелле-çке, шанчăка çухатас килмерĕ унăн.
Çĕнĕ çул çитрĕ. Çамрăксем клубра чăрăш лартрĕç, тепĕр пулĕмре сĕтел çине апат-çимĕçсем хатĕрлерĕç. Альăпа Мишша вара уйрăмах савăнăçлă пулчĕç, мĕншĕн тесен ыран вĕсем сельсоветра хут пĕтерме калаçса татăлнă, тинех пĕрле пулаççĕ. Мишша çамрăксене туя чĕнчĕ. Çамрăксем савăнчĕç, ташларĕç, ир енне кайсан саланма пуçларĕç. Хĕрпе качча çемьеллĕ юлташĕсем хăйсем патне хăнана чĕнчĕç. Аля килĕшрĕ, Мишшана каласа тăмасăрах тумланма пуçларĕ. Альăна курсан ватă хĕр шутне кĕнĕ Нина та Юрккасем патне каясшăн пулчĕ, килне каяс килмест унăн та, Рая, Альăн хĕр-юлташĕ, Нинана курсан шăппăн: «Нинана пĕрле илсе çӳрер мар-ха», — терĕ, — ыран ял çине сăмах тухĕ. Атя, эсĕ тух та клуб хыçне пытан Нина сана çухаттăр», — терĕ. Аля кăмрăк пушатмалли пулĕме кĕрсе пытанчĕ. Кĕçех унта Вова та чупса çитрĕ. Рая хăй вара Аля ăçта-ши тесе шыранă пек туса çӳрерĕ. Çапла Нинаран хăтăлса çамрăксем урам тăрăх утрĕç. Мишша клубран каярах тухрĕ те хуллен малалла утрĕ. Аля каччăна кĕтсе тăма шутларĕ. Анчах Мишша хĕрпе танлашсанах ăна ӳпкелеме пуçларĕ: «Мĕн, Вова юрату туйăмĕ хускатрĕ-им, мана пăрахса хăварсах тухса çухалтăн. Эпĕ, ухмаххи, ыран санпа сельсовета кайма шутлатăп.» Альăна ку сăмахсем уяр кун аçа çапнă пекех туйăнчĕç. «Э, апла иккен, эпĕ те çапла шутланăччĕ çав, йăнăшнă, кирлĕ мар нимĕнле сельсовету та», — тесе урам тăрăх килнелле чупса кайрĕ. Мишша хыçалтан чупрĕ, анчах та хуса çитеймерĕ.
Тепĕр кун Аля хут пĕтерме каймарĕ, пытанчĕ. Мишшан юлташĕ икĕ хутчен те лашапа килсе кайрĕ, хĕре тупаймарĕ. Аля хĕреснашшĕсем патне кайса пытанчĕ. Никампа та сăмах калаçас килмерĕ унăн, пĕр Турра çеç кĕлтурĕ вăл, çав усал çынран хăтарма ыйтрĕ. Тепĕр кун, урамра ытла та сивĕ çилсем вĕрнине пăхмасăрах, Аля кӳршĕ яла ĕçе тухса утрĕ. Çав каçах вăл хытă чирлесе ӳкрĕ. Малтанхи пилĕк кунне вырăн çинчен те тăраймарĕ, аташса выртрĕ. Мишша килсе ларатчĕ-ларатчĕ те тухса каятчĕ. Кайран та пăрахмарĕ хĕре каччă, шӳтлерĕ, калаçрĕ нимĕн пе пулман пекех.
Кăрлач уйăхĕнче Альăсен кӳршĕ хĕрĕ качча тухрĕ. Туйра Аля ташларĕ, юрларĕ, савăнчĕ. Мишша та купăспа каларĕ. Туй кӳршĕ района кайрĕ, Аля хĕрсемпе пĕрле ларса кайрĕ. Мишша хăйĕн машинипе. Анчах Мишшан машини çул çинче çĕмĕрĕлсе ларнă пирки вăл туя лекеймерĕ. Альăна вара çав каç пĕр каччă вăрласа кайрĕ. Аля пĕр палламан каччăпа эрне хушши çапăçрĕ те кайран килĕшрĕ. Каччи те шофер пулса ĕçлет, тĕспе те илемлĕ, пĕвĕ те пысăк, кăмăлĕ те аван. «Каялла кайсан та ял çинче ырă сăмах çӳремĕ. Мишша вара кирлĕ мар. Юлташ пулнă çынпала тăшман пулса уйрăлтăмăр», — тет Аля. Мишша темиçе хут килсе кайрĕ Альăсен амăшĕсем патне, ашшĕ-амашĕпе калаçса ларчĕ, макăрчĕ. Альăна курма кӳршĕ ялти лавккана темиçе хутчен те пырса кайрĕ, хăй юратни пирки, унсăр пурăнма пултарайманнине каларĕ. Халĕ унăн сăмахĕсем хĕре кирлĕ пулмарĕç.
«Каçар Мишша, сана юратайманшăн, мăшăру пулма шантарманшăн. Хăвах пĕлен, хĕрхенӳ туйăмне юрату туйăмĕпе улăштарма çук», — тесе çырлахрĕ хăйĕн шăпипе Аля.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...