Хăюлăх шырама кайни е Лаша мыскари


Çичĕ каç, çичĕ ыйхăсăр, вĕçĕ-хĕррисĕр каç канăç памарĕ мана пĕр ыйту. Мĕн-ши вăл хăюлăх, ăçтан тупмалла-ши ăна? Эрне иртсен, хам паян та çывăраймасса сиссе, телей шырама тухса утрăм. Тухасса тухрăм та-ха, анчах ăçталла каймаллине чухласа çитереймерĕм. Çула кĕскетес тесе малтан эпĕ, хула ачи, пĕр-пĕр яла çитсе курас терĕм.

Аслă çулпа утса пынă чухне мана пĕр лавçă хуса çитрĕ те çывăхри яла лартса кайма килĕшрĕ. Çынни çулланнăскер, ватталлах сулăннă теме те юрать. Чĕрĕпĕнни пек çӳлелле тăракан кĕске кастарнă çӳçĕ çурмаллах кăвакарнă. Самаях çаралнă лĕпки ахаль те пысăк çамкине татах та пысăкрах кăтартать. Хуп-хура куçĕ пысăк.

Хăй лашине хуçи питĕ килĕштерет пулас, юратса «Хушка» тесе чĕнет. Ăна вăл хăех тихаран ӳстернĕ, кӳлме вĕрентнĕ. Урапине те хăех ăсталанă. Хушка майĕпен утать, таканлă урисене васкамасăр иле-иле пусать, миçе пусăм тунине шутласа пырать тейĕн, пĕрехмай пуçне ухать, хӳрине чарăнмасăр енчен енне ывăтать. Хирĕç пулакан е иртсе каякан машинăсемпе мотоциклсем çине те, урапа кăкарнă тракторсем енне те хăрах куçĕпе те пулин пăхмасть.

Старикĕ тата калаçма юратаканскер пулчĕ, лашасем çинчен пĕр чарăнми калаçать. Мана, хула ачине, ахăртнех, чунра мĕн пуррине каласа парасшăн пулчĕ пуль. Лаша курмасăр, лаша утланмасăр, лаша кӳлме-тăварма пĕлмесĕр ӳснĕ ача ял ачи пулать-и вăл?! Лашасăр ял ял-им вăл?! Ял урамĕнче йăмри те кашлатăр, ял пĕвинче хур-кăвакалĕ какалатăр, ял урамĕпе урапа такăрттарса ирттĕр, турта хушшинчи амăшĕ умĕнче пĕчĕк тиха чупса-выляса пытăр, хапха айĕнчен пĕр-пĕр лĕв-лев сассине патăр — çавăн чухне кăна чăн-чăн ял вăл! Ак кĕçех укăлчана сурăхсем çĕнĕ курăк чĕпĕтме тухĕç, хамăрăн Кĕçтенттин тăванăмăр калашле, çемçе курăк çийĕнче путек сурăхĕ сиккелĕ. Мăйне пĕчĕк шăнкăрав çакнă тиха та ĕрĕхсе çӳретĕр çавăнтах. Çакă вăл ял илемĕ, пурнăç илемĕ, тĕнче илемĕ!

Çапла, лаша — ăслă выльăх. Ăнсăртран çын ури çине пуссан та вăл: «Ах, ыраттармарăм-ши?» — тесе калать, тет. Ĕне таврашĕ вара: «Тата хытăрах пусмаллаччĕ-ха», — тет имĕш. Мĕн яла çитичченех çапла калаçрĕ те калаçрĕ старик.

Яла çитеспе çанталăк пăсăлма пуçларĕ. Малтан кулачă пек пысăк курăнакан хĕвел пăнчă евĕр çеç юлчĕ. Хура пĕлĕтсем хăмăрланса-ăмăрланса ларчĕç, нӳрĕ çил вĕрсе ячĕ, ял хĕрринчи тип çырма леш енче кураксем халичченхилле мар канăçсăррăн кăшкăрашни илтĕнсе тăчĕ. Акă çил тата вăйланчĕ, ватă йăмрасем, çӳллĕ тирексем кашлама тытăнчĕç. Ял хĕрринче куçа шартса çиçĕм хуçăлчĕ, аслати калама çук мăнаçлăн та хăватлăн кĕрĕлтеттерсе ячĕ.

Хăранипе эпĕ хăвăрт урапа çинчен сиксе антăм. Çĕр çумне пĕшкĕнтĕм те тахăш самантра йытă çури пулса тăтăм, куç ăçталла пăхать — çав еннелле чуптартăм. Сисмен те тахăш вăхăтра эпĕ ял йĕри-тавра чупса çаврăнма та ĕлкĕрнĕ, çитменнине çав вырăнах çитсе тăнă. Пăхатăп — ман умра Хушка тăра парать. Шикленнĕскер каялла тарасшăнччĕ — ĕлкĕреймерĕм, вăл ман енне утса пычĕ те хăйĕн çивĕч шăлĕсемпе хăлхаран ярса тытрĕ. Ыратнипе çухăрса ятăм. Лаша хăранипе ывăç хăвăлне кĕрсе лармалăхах пĕчĕкленчĕ. Эпĕ ăна илтĕм те таçта аякка, ял леш еннех персе ятăм. Хам хăюлăхран хам та тĕлĕнтĕм.

Самант-самантăн чарăнса уйсене-хирсене шăварчĕ çак ăшă та сиплĕ çумăр. Тин кăна тискеррĕн курăннă çанталăк çуталса илемленчĕ. Тӳпене перĕнекен йывăçсем пĕчĕкленчĕç, курăкпа тан пулса тăчĕç.

Пĕлĕт çине мĕнле çитнине хам та сисмен эпĕ. Тем пулса иртнĕ унта. Хамăн çулçӳреве малалла тăсма пикентĕм, анчах пĕлĕт çинчен ниепле те анаймастăп. Куляннипе йĕрсе ятăм, хăюлăх тупаймарăм ĕнтĕ тесе пĕлĕт çинчен сикрĕм те килелле вĕçтертĕм.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Аксар Чунтупай (2010-11-01 21:46:15):

Кунта икĕ жанр пăтрашанса кайнă: калав тата пулмасла халап. Анчах та пĕрремĕш пайне (калавлине) вĕрентекен çырни сисĕнет (хула ачи лаша çинчен çакăн пек тĕплĕ пĕлеймест пуль, чĕлхи тата пит яка).

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

Трофимова Таня (2010-11-05 18:24) (2010-11-05 18:27:32):

Калав питĕ килĕшрĕ,маттур Настя!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Анюк (2010-11-06 16:58:03):

Аксар Чунтупай каланипе килĕшетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

Валя (2010-11-06 17:18:26):

Аксар Чунтупай шухăшĕпе килĕшместĕп. Жанр тĕлĕшĕнчен ку хайлава ман калав тесе калас килет.Халĕ хула ачисем те каникулта ялта пурăнса ял ачисемпе пĕр танах. Калавĕ кăмăла кайрĕ,ăнăçу сунатăп сана Настя.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Аркадий (2010-11-18 16:24:18):

Калав интереслĕ, çăмăл вуланать. Тарăн шухăшлă, тавракурăмĕ анли куçкĕрет. Хăвăн талантна малалла та аталантарма сунатăп. Маттур!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ксюша (2010-11-18 20:52:11):

Калав мана килĕшрĕ, содержани питĕ интереслĕ.Лашасем çинчен нумай çĕнĕ япала пĕлтĕм.Маттур,Настя!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алина (2010-11-19 10:48:32):

Калав мана питĕ килĕшрĕ.Содержани питĕ интереслĕ.Маттур!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лена (2010-11-19 19:22:37):

Настя калава тарăн шухашласа çырнă, эсĕ лашасене юратни палăрать, маттур. Малашне те çакăн пек хайлавсем çырса савăнтар!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

оксана (2010-11-20 13:21:43):

Сюжечĕ питĕ интереслĕ. Ĕмĕтленме вĕрентет. Çыраканне малашне те çырма сĕнетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надежда Валентиновна (2010-11-21 14:41:17):

Настя-эсĕ талант. Уйрăмах кунта мана калав чĕлхи килĕшрĕ. Мĕнле илемлĕ, хитре, яка чĕлхепе çырнă. Шутлатăп та мĕнле илемлĕ иккен пирĕн чăваш чĕлхи.

Содержани те питĕ пуян.

Ман шутпа, Настя, сана вырăн памаллах... Ăнăçу сунатăп,Настя!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

олеся (2010-11-21 14:44:31):

Хайлав питĕ килĕшрĕ. Çитĕнӳсем сунатăп. Чăваш литературинче фантастикăлла произведенисем пуласлăхра çак ачасенче пулĕ ĕнтĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Оля (2010-11-21 16:41:05):

Настя, сан калаву - чи лайаххи. Эсе чер чунсене юратни сисенет, тавракураму анла.Маттур, танташам!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Светлана (2010-11-22 11:36:21):

Калав килĕшрĕ,питĕ çăмăллăн вуланать,содержани пуян. Маттур Настя!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Елена Алексеевна (2010-11-22 12:26:47):

Настя,сан калаву питĕ ăнăçлă пулса тухнă,чĕлхи питĕ пуян.Ăнăçу сунатăп.Ку,ман шутпа,чăн-чăн фантастика стилĕпе çырнă калав.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина Викторовна (2010-11-22 12:33:38):

Ку калава вуланă хыççăн эпĕ лавçă сăнарĕнче хамăн кукаçине куртăм. Питĕ ырă кăмăллă, анлă тавракурăмлă, ялта хисеплĕ çынччĕ вăл. Калав ăшра ырă туйăм çуратрĕ. Мĕнех, ăнăçу сана, Настя!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2010-11-22 21:29:39):

Ку хайлав чăнах та икĕ пайран тăрать. Чи малтанах вуланă май «хула ачи епле хитре çырма пултарнă! Маттур!» тесе шутларăм. Çурри таран çитсен, аслати кĕмсĕртеттернĕ евĕр калав çиппи те пăтрашăнса пĕтрĕ. Вĕçĕ калавра юттăн вырнаçнă, урапари пиллĕкмĕш кустăрма евĕрех.

 

Елена Николаева (2010-11-23 14:26:56):

Хула шкулĕнче вĕренекен ача çапла пулмасла халап çырма пултарни питĕ тĕлĕнтерет, маттур, Настя

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Настя (2010-11-24 07:53:40):

Хисеплĕ Admin, ку хайлава эпир сирĕн пата янă чух пулмасла халап тенĕ, калав мар. Тата услови конкурсĕпе хайлава фантастика жанрĕпе çырмалла вĕт.

 

Альбина Витальевна (2010-11-26 10:56:09):

Ку хайлав ман кăмăла кайрĕ. Ман шутпа, пуçламăшĕ те, варри те, вĕçĕ те пурте хăй вырăнĕнче вырнаçнă. Чĕлхи те питĕ илемлĕ. Ăнăçу сунатăп сана, Настя.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Светлана Николаевна (2010-11-26 19:54:16):

Пулмасла халапа вулама питĕ кăмăллă. Калав ăнăçлă, çăмăл вуланать. Настя хайлава юратса çырни сисĕнет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина (2010-11-26 20:21:43):

Мана ку хайлав чуна пырса тиврĕ,лаша çинчен татах та нумай интереслĕ япала пĕлтĕм.Маттур,Настя!!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина (2010-11-30 19:30:53):

Килĕшмелле хайлав. Шкулта вĕренекеншĕн çӳллĕ шайра çырнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: