Çил-тăманлă каç
Институт пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн пирĕн хĕрсем çапла сĕнчĕç: пĕр-пĕрне нихăçан та манмалла мар, тăтăшах тĕл пулмалла, хăшĕ те пулин йывăрлăха лексен — пулăшмалла, уявсене пĕрле ирттерме тăрăшмалла. Каччăсем килĕшрĕç. Анчах пурнăç хӳри пăрăнăç çав. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне сапаланса пĕтрĕмĕр эпир. Ленăпа Светланăна пула кăна тăватă-пилĕк мăшăр, арăмлă-упăшкаллăскерсем ĕнтĕ, çыхăнăва татмарĕç. Институтра чухне çав икĕ хĕрпе туслă Алина та тĕлпулусене сиктермесĕр çӳреме тăрăшрĕ. Тантăшĕсен пуçарăвĕнчен ĕçрен пушанайман чухне кăна пăрăнма тивкелерĕ ун, пайтаçă çулне суйласа илнĕскерĕн.
Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кунне те, февралĕн 23-мĕшне, хĕрарăмсем пĕрле ирттерме калаçса килĕшрĕç. Упăшкисене Ленăсен дачинче, хуларан вăтăр çухрăмра, уяв туса пама йышăнчĕç вĕсем
Алина ĕçрен чылай кая юлса пушанчĕ, сакăр сехет иртсен çеç. Çитменнине тата çил-тăман тухрĕ. Кăшт канса илчĕ те хĕрарăм çăмăл машина çине ларса çула тухрĕ. Анчах инçетри дачăра ăна кĕтсе илеймерĕç: кирлĕ çĕре çитеспе вуникĕ-вунвиçĕ çухрăм юлсан хĕрарăмăн, шухăша кайнăскерĕн, машини пăрлак çул çинчен пăрăнса тарăн кĕрт ăшне чăмрĕ. Юрать хăй аманмарĕ-ха. Тарăхнипе хĕрарăм çăварĕнчен темиçе усал сăмах та тухрĕ. Упăшкине шăнкăравласа пĕлтерес — кĕсье телефонне ĕç пӳлĕмĕнче манса хăварнă. Тапаçланса пăхрĕ Алина — кăлăхах пулчĕ: машини вырăнтан хускалмарĕ.
Хĕрарăм куçне шăла-шăла çул хĕррине сасăлама тухрĕ. Виçĕ машина иртсе кайрĕ, пĕри те чармарĕ.
Алина, çӳхе тăхăннăран шăнса кӳтме тытăннăскер, каялла таврăнса кабинăна кĕрсе ларчĕ. Ун тĕлне пĕр-пĕр ырă çын килсе тухасса кĕтмелли çеç юлчĕ мар-и? Ак тамаша, тупăнчĕ ун пекки, Турă янăнах пулчĕ. Çитменнине тата хăех пырса чарăнчĕ «Жигулийĕпе», хĕрарăм ĕсĕклесе ларакан «Рено» машина кантăкĕнчен пырса шаккарĕ...
Арçын тăрăшни сая кайрĕ, унăн йăвашрах «хурçă лаши» йывăртарах «иномаркăна» çул çине сĕтĕрсе кăлараймарĕ.
— Тем мар, мĕн те пулсан шутласа кăларатпăрах, — лăплантарчĕ пулăшуçă.
— Тем пекчĕ... — шанăçне çухатас килмерĕ хĕрарăмăн. — Кĕрсе ларăр, ăшăнăр кăштах, — сĕнчĕ кăшт тăхтасан.
Алина машининчи радио сассине кăшт чакарчĕ. Пач чармарĕ ăна, ют çынпа чĕнмесĕр ларасран пултăр терĕ. Анчах арçын шарламасăр лармарĕ. Ятне пĕлтерчĕ: Саша иккен вăл, Александр. Унтан хĕрарăма тĕпчеме пикенчĕ. Алинăн пытармалли çук, хăй ăçта, мĕн сăлтавпа çула тухнине каласа пачĕ:
— Ман телефон пур-çке, тыт та шăнкăравла упăшку патне, — сĕнчĕ Саша Алина васкаса илчĕ кĕсье телефонне, упăшкипе çыхăнчĕ, пулăшма чĕнчĕ.
— Кашни уявра мĕн те пулин тупатăн эс. Йĕркеллĕ канма та çук, — кăмăлсăрланчĕ упăшки. — Мĕнле пырас-ха ман? Сĕтел хушшине ларнă ĕнтĕ эпир. Пурте темиçешер черкке пушатнă. Ху пĕлен, пирĕн хушăра тип тытакан çук...
— Ман кунта çĕр каçмалла-им? — килĕшмерĕ упăшкин хуравĕ хĕрарăма.
— Тăхта-ха кăшт, шутласа пăхам, тен... — Арăмĕ хăйне айăпланăн туйăнчĕ арçынна. Хӳтĕленнĕн татса хучĕ: — Мĕн кĕвви янăрать унта сан? Машинăрах-и эс? Улахра мар-и? I
— Мĕ-ĕ-ĕн? — тарăхса татрĕ Алина калаçăва. Кĕсье телефонне хуçине тыттарчĕ.
Упăшки арăмĕпе тепĕр хут çыхăнма тесе тин çеç калаçнă номере телефон дисплейĕ çине кăларчĕ те тĕлĕнсе пăхрĕ: арăмĕн мар, ютскер-çке. Шăнкăравларĕ те — палламан арçын хуравларĕ. Кĕвĕç арçын сăмах чĕнмерĕ, татрĕ çыхăнăва. Саша вара хăй кама кирлине пĕлмерĕ, пĕлес те темерĕ.
Алина упăшкине кĕтни харама кайрĕ. Пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашма ĕлкĕрчĕç икĕ ют çын, çав анчах ĕнтĕ. Арçын хăй пирки ытларах пĕлтерчĕ, уйрăлса пĕччен пурăннине те пытармарĕ.
Саша урăхла çăлăнăç шырамаллине ăнланса илчĕ. «Жигулийĕ» çине ларса çывăхри яла çула тухрĕ, унтан кустăрмаллă трактор тупса килчĕ. Пулăшма килĕшнĕ механизатора малтанах укçа тӳлесе татрĕ.
Алинăн уяв шухăшĕ пач пĕтрĕ, хулана каялла таврăнчĕ вăл. Уйрăлас умĕн Сашăпа иккĕшĕ пĕр-пĕрне телефонĕсене пĕлтерчĕç.
Пĕрле нушаланнăран кăшт çывăхланчĕç-ши вĕсем, упăшки кӳрентернипе пĕр харăсах уншăн хыпкаланни хĕрарăм чунне тиврĕ-ши, Алина Сашăна асаилкелерĕ. Упăшки икĕ эрнерех виçĕ хут кĕвĕçсе кӳрентернĕ хыççăн вара тытрĕ те шăнкăравларĕ. Саша арăмĕнчен уйрăлса пĕччен пурăннине пĕлмен пулсан, тен, хăюлланаймастчĕ те. Хăйне майлă çын юнашар çукки канăç памарĕ-çке, хӳтлĕх çунаттипе витĕнес килчĕ!
— Каçарсам, Саша: паян кун хама парăмлă туятăп. Тав тума пĕлмерĕм ун чухне, — сăмах пуçларĕ хĕрарăм. Самантрах вĕçлерĕ те:— Тавах сана, тавах. Çавă çеç. Телейлĕ пул!
Арçын хуравласа ĕлкереймерĕ те. Анчах хыпаланса хирĕç шăнкăравламарĕ. Тепĕр кун чечек çыххи туянса Алина патне ĕçе çитрĕ. Сăлтавĕ те пурччĕ çав — Хĕрарăмсен кунĕ.
Тек вĕсен çыхăнăвĕ татăлмарĕ. Малтанах телефонпа ытларах калаçкаларĕç, унтан ĕç хыççăн тĕл пулкаларĕç. Ытларах та ытларах туртăнчĕç пĕр-пĕрин патне.
Алина урăххине юратса пăрахнине упăшкинчен пытарма пăрахрĕ. Хăй тĕрĕслĕхне тупнăн çĕнтерӳçĕ пек татса хучĕ арçын:
— Пĕлнĕ эп, сиснĕ, эс мана ĕмĕрех улталаса пурăннă. Пурте çавăн пек эсир, хĕрарăмсем.
Хăй пĕр çăмăлттай хĕрарăм хыççăн теприне улăштарма хăнăхнăран çапла шутланине шарламарĕ, паллах. Айăпне туймарĕ, сăлтавне шырамарĕ. Хутпа уйрăлассине те, хĕрĕ амăшĕпе юлассине те хирĕçлемерĕ.
— Питĕ йăнăшатăн эс, — лăпкăн тавăрчĕ Алина. — Тĕнчере пĕр пек хĕрарăм та, арçын та çук. Чунсăррисем çеç пĕрешкел, пурнăçĕ те çавнашкал.
геннади (2023-05-10 20:29:15):
Пĕчĕк калаврах пĕтĕм пурнăç . Ытла !