Кӳршĕсемпе пурăнма пĕлмелле
Хĕрарăмшăн ĕмĕрне те ĕç пĕтмест, теççĕ. Ку кунсенче тăтăшах çумăр çукаларĕ. Шăматкун кунĕпе пӳрт-çурт тасатса, кĕпе-йĕм çуса, мунча кĕрсе иртсе кайрĕ.
Вырсарникун пахча çумлăп-и тесе тăраттăм, татах пĕлĕт «шăтрĕ», çумăрĕ çăвать те çăвать. Канам-ха пĕрре «Санта-Барбарăри» майрасем пек тесе диван çине майлашăнса выртрăм кăна, çак самантра телефон шăнкăртатса кайрĕ. Ачасем хĕрсе кайса «Дендипе» вылянă пирки телефонри сасса аран уйăрса илтĕм. Малтанах йывăррăн сывлани илтĕнчĕ, унтан: «Санькка, ку сан кӳршӳ пулчĕ-ха, Рая. Ви-илетĕп, тархасшăн пирĕн пата çит», — тени илтĕнчĕ.
«Васкавлă пулăшу» чĕнтĕн-и хуть?» — теме çеç ĕлкĕртĕм. Рая: «Чĕнтĕм. Пурĕпĕр çит!» — тесен телефон пик-пик! тума пуçларĕ.
Рая, ман кӳршĕ хĕрарăмĕ, ман пекех çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Васкаса халат кĕсйине таблеткăсем тултарма пуçларăм. Аспирин, анальгин, димедрол... биндпа йод чиксе Райăсем патне чупса çитрĕм. Крыльцаран хăпарса çенĕке кĕтĕм. Çуллахи верандăри кравать çинче Рая выртнине куртăм. Килĕнче тата шăп, «шăна вĕçни» илтĕнет, никам та çук. «Тӳр килнĕ вĕт çак вăхăтра аптрама», — тесе Рая патне ыткăнтăм.
— Мĕн пулчĕ тата? — тесе ыйтатăп.
Куçне хăй тăрăшса хупнăн туйăнать. «Чирлĕ çын» сасартăк йывăррăн ахлатса тем самантра мана ытама илчĕ те вырăн çине çавăрса çапрĕ. Унтан ахăлтатса кулса ячĕ.
— Ха-ха, çитрĕн-е! Паян Вовкан менельник, кукли пĕçертĕм. Лар чей ĕçме! Сан пек хыпăнса «пулăшма» килекенсем тата пур-ха ман, — кула-кула калаçрĕ кӳршĕ. Пӳртĕн шалти паккуйĕсенчен ахăрса кулса ярасран çăварĕсене чăмăрĕсемпе хупласа ывăннă тата икĕ кӳршĕ хĕрарăмĕ тухрĕç. Унтан чаршав хыçĕнчен Рая шăллĕпе унăн арăмĕ кулса ячĕç. Манăн кӳршĕ Рая вара телевизор çинчи реклама калакан çынсем евĕрлĕ сăмах пуçларĕ: «Куратăн-и, шăллăм, кин, миçе çеккунтран чупса çитрĕç кӳршĕсем? Куртăр-а мана мĕнле сума сăваç? Çапла пурăнмалла ăна кӳршĕсемпе!» — тесе пире пурне те сĕтел хушшине хистесе лартрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...