Тĕнче чăнах та тăвăр
— Хура çырла пиçнĕ, пасарта сутаççĕ, — ырă хыпар илсе пычĕç ман пата кӳршĕ хĕрарăмĕсем. — Эпир те кайса çаврăнар-и, Татьяна Николаевна?
— Юрĕ. Кайса килер, — килĕшрĕм эпĕ.
— Ман ыран канмалла, кунĕ хитре, — хăй çула тухма хатĕррине пĕлтерме васкарĕ Клавье те.
Тепĕр кун ирех пуçтарăнса тухрăмăр. Çын нумаях мар. Хĕвел тухса сарăлнă, тӳпе янкăр таса.
— Ĕнер çирĕм тăхăр градус вĕри пулчĕ, паян, тен, вăтăр урлă та каçас тейĕ-ши, — сăмах пуçларĕ Клавье.
— Вăрманта шăрăх ытлах аптратакан марччĕ-ха.
— Кăнтăр тĕлĕнче аслатиллĕ çумăр пулать терĕ-ха радио, — каласа
хучĕ Люся.
— Тем çумăрĕ пултăр? Кунĕ пыл пек, — тавлашма пăхрĕ Клавье Люся сăмахне пӳлсе.
Кассăра билет илтĕмĕр, пăт-пат сăмах перкелесе тăратпăр. Пирĕн ума пĕр аллăсене çитнĕ патвар арçын пырса тăчĕ. Çирĕп кĕлетке-çурăмлă, вăй питти. Сăнĕпе илемлĕ, пĕр куçĕ çеç кăшт айăплă, хĕсĕкрех.
— Хĕрсем, мана та хăвăрпа вăрмана илсе каймăр-ши? Эпир пĕлтĕр çеç куçса килнĕ Шупашкара, Атăл леш енчи вăрмана пĕрре те кайса курман эп, — ыйтрĕ арçын сывлăх суннă хыççăн, унтан ман çине пăхса:
— Ку ушкăнăн ертӳçи эсир пулас-ха кунта, — терĕ.
— Вăрман аслă. Пур — пĕрле, çук — çурмалла теççĕ. Урусем хăвăрăн, пырăр, анчах çырла сахал тупсан пире ан айăплăр. Эпир билет илтĕмĕр, эсир те ан юлăр, тепĕр вунă минутран тапранатпăр, — терĕм çакна ăшă кăмăлпа.
Утрĕ касса еннелле: çурăмĕ хыçĕнче кутамкка, аллинче витрепе карçинкка. Çитрĕ автобус, ларса вĕçтертĕмĕр. Астраханка кӳлли патĕнче анса юлтăмăр та халиччен çӳрекеленĕ вырăна çитме ултă-çичĕ çухрăм утас терĕмĕр. Ирпе утă ӳсĕнет. Çулĕ сарлака, такăр, вăрман сывлăшĕ сим пылтан пылак. Утнăçемĕн вăй кĕрсе пырать. Çул хĕррипе юн тумламĕ пек хĕп-хĕрлĕ хурăн çырли аякранах куçа илĕртсе ларать, хура çырла та курăнкалать. Чылай утрăмăр. Кунта çын нумай çӳремен пулас, курăка ытлах таптаман. Пăрăнса кĕтĕмĕр çултан, хурăнлăха çитрĕмĕр. Инçех те мар пĕр çырлаллă уçланкă тĕлне пырса тухрăмăр. Çырли шултра, татас килсе тăрать. Пĕри ларса, тепри упаленсе пуçтараççĕ ман туссем. Чим-ха, пирĕн арçын ăçта кайса çухалнă тата?
— Эй-й! Ăçта кайса çухалнă эсир? — çухăрса ячĕ Клавье. — Килĕр, çырла пурне те çитет кунта!
— Апла аван мар. Ку уçланкăна эсир тупнă, татăр хăвăр, — илтĕнчĕ арçын сасси.
— Килĕр, килĕр, — чĕнтĕм эпĕ те. — Ятна пĕлеймерĕмĕр-ха тулĕк.
— Иван эпĕ.
— Эсир мантăр-им? Пур — пĕрле, çук — çурмалла терĕмĕр. Апла уйрăм çӳрер мар. Вăрман аслă, упи-кашкăрĕ те чылай теççĕ кунта.
— Апла тесен... — текелерĕ те арçын пирĕнпе пĕрле пуçтарма пуçларĕ.
Пирĕн таврара витре сасси кăна илтĕнсе тăрать. Пилĕк-çурăм ывăниччен ĕçлесе юлас тесе хыпаланнă вăхăтра сисмен те эпир, пирĕн пуç тăрринче хура пĕлĕтсем пухăнма тытăннă иккен. Вăрмана тем самантра тĕксĕм сăн çапнă.
— Итлĕр-ха, вăрман епле шăпланнă. Çумăр умĕн çапла пулакан, — сăмах чĕнчĕ Клавье пуçне çĕклесе.
— Çăватех-ши? Килни харама каять вара, — пăшăрханать Люся. Кăр-кăр-кăр! илтĕнсе кайрĕ хĕвел тухăç енчен. Аслати вĕт ку. Хура пĕлĕтсем татах пирĕн еннелле чупса килеççĕ. Унччен те пулмарĕ, аслати кĕрлени çурçĕр енчен те илтĕнсе кайрĕ. Йăл-ял çиçĕм çиçсе илчĕ. Çил тухасшăн пулас, вăш! вăш! вĕркелесе илет, йывăç тураттисене силлеме хăтланать.
— Икĕ аслати кĕрлесе килеççĕ кунталла. Иккĕшĕ пĕрлешнĕ çĕре лекме хăрушă, ун пек чух аçа çапать теççĕ, — ура çине тăчĕ Иван.
Иккĕшĕ те хытăрах та хытăрах кĕмсĕртеттерсе çывхараççĕ пĕлĕтре пар лаша кӳлсе чупакан Илле пророксем.
— Атя-ха пысăк йывăçсенчен аяккарах пăрăнар, — сĕнчĕ Иван.
Итлерĕмĕр, витресене йăтса çул çине тухрăмăр. Çĕр çине пĕр тумлам шыв та ӳкмен, йĕри-тавра нӳрĕ шăршă сарăлчĕ — çумăр вăрманпа çуса килет пулмалла. Тĕлĕнмелле. Кун пеккине нихăçан та курман эп. Сылтăм енчи кĕмсĕртетме чарăнман, сулахай енчи кĕрлеме пуçлать. Иккĕшĕ пĕр-пĕринпе таппа-тан тытăçса тавлашаççĕ тейĕн, хăшĕ хăватлăраххине пĕлесшĕн. Вăт кĕрлет вăрман тăрринче. Çил те вăйланчĕ, çӳллĕ йывăçсене авма, силлесе тыллама тытăнчĕ, çавăрттарать кăна. Кĕçех пĕлĕт макăрма пуçларĕ, шултра тумламсем çулçăсене шап та шап пыра-пыра çапаççĕ. Çиçĕм ылтăн вĕрен явма тытăнчĕ. Явать-явать те шарт! туртса çапать. Пĕтĕм тавралăх чĕтренсе-хумханса илет, кисренет, кĕмсĕртетет. Эпир плащсем пĕркенсе ятăмăр та юнашар чăмăркка пулса тăтăмăр.
Кĕçех çиçĕм пирĕн тавра ташласа явăнма пуçларĕ. Вăт явăнать, вăт явăнать, йăлтăр та ялтăр сиксе вылять. Шикленсех ӳкрĕмĕр. Ахăр самана тапраннă. Икĕ аслати пĕрлешрĕç, пысăк хура пĕлĕт пулса вăрмана пусса хупласа хучĕç те, пĕлĕтрен, чĕресрен тăкнă пек, шыв шарлатма тытăнчĕ. Пĕлĕт татăлса анчĕ ĕнтĕ терĕмĕр. Пĕр самантрах çул çинче чĕркуççи таран шыв тулчĕ. Пирĕн тавра шыв чаршавĕ карса хучĕç — ни пуçа çĕклеме, ни йăшăлт хускалма çук.
— Эп хам ĕмĕрте кунашкал вăйлă çумăр курман, — тет Иван. — Ырра-и ку, усала-и? Миçе пин витре тăкрĕç-ши шывне, ăçтан тупрĕç ун чухлĕ шыв? Ман çире пĕр типĕ çип те юлмарĕ ĕнтĕ.
— Эпир те икĕ аслати пĕрлешнине халиччен курман, — теççĕ хĕрарăмсем.
Вăйлă çумăр хăвăрт килчĕ те хăвăртах чарăнчĕ, анчах вăрманти йывăç-курăка йĕп-йĕпе шӳтерсе хăварчĕ. Кăшт перĕнсенех туратсем сивĕ мунча кĕртеççĕ, шапăртатса кăна лараççĕ. Пурте лачкам шыв, икĕ талăксăр та типес çук, çырла татасси çинчен шухăшламалли те пĕтнĕ.
— Килелле тапмалла пуль, хĕрсем, — сăмах хушрĕ Иван.
— Чимĕр-ха, ан васкăр. Çумăрĕ чарăнчĕ те-ха, аслати хытах кĕрлет ав. Типĕ аслати те хăрушă вăрманта. Сăнаса пăхăр-ха, çиçĕм епле явăнать, — тетĕп çамрăксене.
— Хура пĕлĕт татăкăн-татăкăн вакланса пырать, кĕçех тӳпе тасалать ак. Мĕнле хытă чупаççĕ хура шăналăксем, пăхăр вăтти, Шупашкара çитме васкаççĕ, хула çыннисене шыва кĕртесшĕн, — ахăлтатать Клавье. — Çур витре çырлапа киле пырса кĕме намăс. Çырла çинче ташлатпăр вĕт. Атьăр кăвайт чĕртетпĕр. Хурăн хуппи пĕр чĕрĕлсе кайсан чип-чипер çунать. Çанталăк ăшă, термосри чей вĕри. Пирĕн кутамккара типĕ тум-тир пур, улăштарса тăхăнас та йĕписене çакса типĕтес.
— Юрĕ эппин.
— Инçех мар ӳкнĕ пысăк хурăн выртать, çавăн кĕпине хывса илнĕшĕн вăрман çилленмест пулĕ, — хускалчĕ Иван. — Халех хурăн хуппи сӳсе килетĕп.
—Ан тапранăр-ха, типĕ аслати аяккарах кайтăр, — чарса тăратрăм Ивана. — Илтетĕр-и, аслати кайма мар, каялла килет пулас. Нихçан та аслатирен унашкал шикленсе ӳкнинех астумастăп эп хама. Паян, тем, чĕре вырăнта мар, ăш-чик лăпкă мар. «Те юн таппи хăпарчĕ ĕнтĕ. Вăл пулкаланă-ха халиччен те. Ватăлатăп-çке…» — явăнать шухăш. Хытах кĕмсĕртетсе илчĕ пĕлĕтре, çиçĕм те ялтăртатрĕ.
— Çумăр çуман чух хурăн хуппи кайса сĕвем. — Утрĕ Иван выртакан шап-шурă кĕпе тăхăннă чылай пысăк йывăç еннелле. Унпа юнашарах тепĕр питĕ йăрăс пӳлли пăшăлтатса ларать, Ивана тем каласшăн тейĕн. Унччен те пулмарĕ, хурăн тавра вут-çулăм явăнса сикме, ташлама тапратрĕ. Йăл-ял та йăл-ял çиçет, вылять, Ивана та пыра-пыра перĕнет. Арçын пĕр-икĕ утăм пирĕн еннелле ярса пусрĕ кăна, аслати сасси хăватлăн, çĕре çурса ярасла шартлаттарчĕ. Инçех мар ларакан ем-ешĕл хурăн шартах çурмаран çурăлса анчĕ, йĕри-тавра шултра турпас пулса ванса сапаланчĕ. Чăл! хыgса илчĕ йывăçа тем çӳллĕш çулăм. Иван çĕр çине тăрăнчĕ.
— Иван! — кăшкăрса ячĕ Клавье. — Ивана аçа çапрĕ! — тесе ун еннелле ыткăнчĕ.
Виçсĕмĕр те чупса çитрĕмĕр. Çатăртатса çунать ем-ешĕл хурăн, çулăмĕ пĕлĕте явăнать. Хускалми выртать арçын.
— Атьăр йывăçран аяккарах илсе кайса вырттарар!
Ярса илтĕмĕр виççĕн виç енчен, мекĕрленсе йăтса кайрăмăр. Пĕр самантра хурăн хуралса ларчĕ, ӳкес-тăвас пулсан пире ан лектĕр тесе аяккарах тарса кайрăмăр. Иванăн сăнĕ шурса кайнă, анчах юн тымарĕ тапни лайăхах курăнать. Аманса ваннă вырăнсем çук, çиçĕм çунтарса хуратни те палăрмасть. Чĕрине выртса итлерĕмĕр — тапать. Чĕрĕ Иван, сывлать. Эппин, аçа çапман ăна. Вăйлă хум сулăнтарса янă, ураран ӳкернĕ. Хăй тем мăкăртатса илчĕ, аташать пулмалла. Надя, Миша, Миша тенине лайăхах илтрĕмĕр. Тăруках ним тума пĕлместпĕр, çухалсах кайрăмăр.
— Чĕлхи айне валидол хурсан мĕнле-ши? — сумкинче чакаланма тытăнчĕ Клавье. — Ман валидол пур.
Хыпаланатпăр виçсĕмĕр те.
Çăварне уçса валидол таблетки хутăмăр, кăштахран пуçне çĕклесе пĕчĕккĕн çăварĕнчен чей ятăмăр. Çăтрĕ чиперех. Тем вăхăт иртрĕ. Иван йăшăлтатса илчĕ, куçне уçрĕ, пирĕн çине палламасăр пăхрĕ.
— Ăçта килсе лекнĕ вара эп? Эсир камсем? — ыйтрĕ вăл хуллен.
— Мухтав Турра, чĕрĕ юлтăн. Ĕнтĕ ураланăн майĕпен, хальлĕхе вырт-ха, — тетĕп хайхискерне.
Клавьепе Люся туххăм кăвайт чĕртрĕç. Чăнах та, çатăртатсах çунать хурăн хуппи, типĕ хаçатсемпе чĕртсе янăскер. Иван пĕрре çунакан кăвайт çинелле, тепре пирĕн еннелле тĕллесе пăхать. Канлĕ мар паллах йĕпе туратсем çинче выртма, анчах мĕн тăвас-ха. Чăрăш вуллисем те йĕпе. Юрать-ха çанталăкĕ ăшă. Аллисемпе питне-куçне шăлкаласа илчĕ Иван, пуçне тăнлавра сăтăркаларĕ.
— Аса илтĕм. Эп хурăн çумĕнче тăраттăм. Темскер вăйлă кĕрслеттерчĕ. Хурăна аçа çапрĕ вĕт. Мĕнле вилмен-ха эп? Леш тĕнчене çитсе килтĕм вĕт. Унта Мишăпа Надьăна куртăм. Миша мана хăйсен ялĕнчен ăсатсах кăларса ячĕ.
Иван аташса калаçать тесе ним шарлама та аптăраса тăратпăр. Ара, леш тĕнчесем çинчен асăнать те, хăратсах пăрахрĕ.
Апат çырткаласа ярас тесе сумкăсенче чакаланма пуçларăмăр. Иван та тăнпах кутамккине ыйтса илчĕ, уçса апат кăларчĕ, тунката çине пиçнĕ çăмартасем, çĕрулмипе хăяр, помидор хучĕ, анчах апатне тутине пĕлмесĕр кавлекелерĕ.
— Мана, çылăхлă чуна, аслă Турă хăй хăвачĕпе çылăхăмсене каçарса тасатас терĕ пуль паян, çавăнпа аçа çапнă мана. Эсир мана хăтаракансем пултăр. Ман халь сирĕн ума чĕркуçленсе каçару ыйтасси çеç юлчĕ.
Мĕн çамрăкран чунра-чĕрере йăтса çӳренĕ тем пысăкăш чула аслати çапса салатрĕ пуль тетĕп.
— Мĕн çылăхĕ çинчен калаçатăн? Мĕн айăпа кĕнĕ эс çав териех чунна хĕнесе пурăнма? — ыйтать Клавье Ивана куçран пăхса.
— Пур ман айăп, питĕ пысăк айăпа кĕнĕ эп. Пурне те калас пулсан Атăлти çăрттан пулă та уласа макăрса ярĕ. Ман халь, вилĕмрен юлнă хыççăн, сире тĕппипе каласа парас килет. Тен, пăртак чун лăпланĕ-и? Çав айăпа каçарттармах Турă чĕрĕ хăварчĕ пуль паян, — тăнпах калаçать Иван, — çиçĕм çутипе çутатса çиçĕм урлă ман çылăха каçарчĕ пуль.
Шăплантăмăр. «Калаçса чунне уçмалла, чунĕ ыратать ку этемĕн», — шухăшлатăп эпĕ.
— Пирĕн килте çичĕ тĕслĕ вунтăватă ача ӳснĕ, — пуçларĕ вăл сăмахне.
— Анчах пĕри те манашкал путсĕрри пулман. Эп çемьере чи кеçĕнни те ачашши, хама çеç юратса ӳснĕ айванкка. Аттен пĕрремĕш арăмĕ икĕ ывăл çуратнă хыççăн чахоткăпа чирлесе вилнĕ. Нумай пурăнман атте ачисене пĕччен пăхса, икĕ ачаллă чипер Варука качча илнĕ. Икĕ хĕрача пулнă Варукăн. Упăшки вăрçăра вилнĕ хыççăн хĕрачисене çавăтса пирĕн пата пынă, аттепе тата тăватă ача çуратнă вĕсем. Кĕреш юман пек паттăр атте сакăр ачапа каллех тăлăха юлнă. Варук пĕвер чирĕпе чирлесе çĕре кĕнĕ. Сакăр ача сакăр сурăх мар, кĕтӳре курăк чĕпĕтнипе пурăнаймасть. Мĕнле хĕрарăм сакăр вĕтĕр-шакăра пăхма килĕштĕр, аптрасах çитнĕ атте пĕччен.
Аслисем килти ĕçсене тумалăх ӳснĕ те, çапах ача ăсĕ кайса пĕтмен. Çур çул пек аппаланкаласа пурăннă çапла. Тупăннă вĕсен телейне пĕр пысăк чĕреллĕ хĕрарăм. Юнашар ялта медсестрара ĕçлекен Нюра çичĕ çулти ывăлне çавăтса пырса кĕнĕ пирĕн киле. «Ман ĕç укçи ыраш илсе ачасене çăкăр çитермелĕх пулатъ. Какай яшки çиес килсен карта тулли выльăх усрамалла. Выльăхне усрас тесен виçĕ капан утă-улăм хатĕрлемелле. Килĕшетĕр-и ман сăмахпа? Сахăр илме патшалăх ача укçи парать. Ал-ура ан шăнтăр тесен ачасен эп арланă çипрен хăйсене валли алсиш-нуски çыхмалла. Ман сăмахпа килĕшетĕр пулсан эп кунта пурăнма юлатăп», — тенĕ хайхискер.
Паян шухăшлатăп-шухăшлатăп та шалт тĕлĕнсе каятăп. Мĕн тери лав туртма килĕшнĕ вăл, епле шăнăрĕсем татăлман унăн. Аслисем тăваттăшĕ ĕçлеме пуçласан çăмăллăн лашах сывласа янă та тата виçĕ ача çуратнă вĕсем. Эп Нюра аннен чи кĕçĕн ывăлĕ, çемьери вунтăваттăмĕш ача. Темле йывăр пулсан та выçă лартман пире аттепе анне, çĕтĕк çӳретмен. Çĕрне-кунне пĕлмен вара хăйсем, ĕçре тăрăнса каясла пиçĕхнĕ. Анне халь те пурăнать-ха. Аппа-пиччесем вĕренсе çын пулнă: хăшĕ техникум, хăшĕ институт пĕтернĕ, ăслă, йĕркеллĕ пурăннă. Вĕренменни çемйипе те пĕр эпĕ çеç. Çемçереххине те тутлăраххине çитернĕ мана, кĕçĕнни тесе ытлашши утьăкка сиктернĕ. Художник пулать ку ача тетчĕç ял çыннисем. Чăнах та ӳкерме юрататтăм, çынсене портретсем туххăм ӳкерсе параттăм. Пысăк çынсен сăнĕсене те аванах ӳкереттĕм. Хам çула хам айваннипе хупласа пынă эпĕ. Пĕр инкекĕ ача чухнех пырса çапнă-ха мана.
Эп иккĕре чухне аннесем эртелпе уя ыраш вырма кайнă. Кӳмере выляса ларнă вăхăтра ман сăмсана ыраш пĕрчи кĕрсе кайнă. Хамах чикнĕ те ĕнтĕ кăларма пĕлеймен. Иккĕ-виççĕ сунасласа илнĕ те çывăрçа кайнă пуль. Калаçма вĕренейменскер ыраш пĕрчи çинчен каласа парайман. Кăштах вăхăт иртсен ман сăмса шыçма тытăннă. Шыççи çӳлтен çӳле хăпарса пынă. Куç ыратма, куççуль юхма пуçланă. Тĕплĕ сăнаса илнĕ пĕр тухтăрĕ. Çĕрнĕ пĕрче касса кăларнă вара. Çĕвви паян та паллă. Темле суккăр юлман. Сулахай куç начартарах курать çав халь те.
Иккĕмĕш инкекĕ эп саккăрмĕш класс пĕтерсен пырса çапрĕ. Вунпиллĕк тултарса вун ултта кайнăччĕ эп. Çав çул пирĕн ял клубне ĕçлеме Çăкалăх хĕрне ярса панăччĕ. Пĕр кашăк шывсăр çăтса ямаллах хитрĕ марччĕ ĕнтĕ хĕрĕ, анчах маншĕн унран хитри çĕр çинче урăх пулман. Вут çинчи пек çунма тытăнтăм. Юратса пăрахрăм хĕре. Сывлăш тухми пулчĕ. Ир тăрсан та, каç выртсан та шухăш ун çинченччĕ. Ăна пĕр кун курмасан чĕре çурăлса тухать пуль теттĕм. Ăна курасшăн, сассине илтесшĕн тем парăттăм, тем туса хурăттăм. Турă ан хуштăр этем ывăл-хĕрне юрату вучĕпе çапла çунма. Халь шухăшлатăп та — çавăн чух манран телейли никам пулман пуль çĕр çинче. Эп икĕ çунат мар, тăватă çунат хушса вĕçсе çӳрес пек туйăнатчĕ. Ах, юрату хăвачĕ, телей, çутă ĕмĕт паракан хăват, анчах Турри мана пӳрмен вăл хĕре.
Ман Надьăна питĕ-питĕ чаплă парне парас килетчĕ. Укçа çук. Ял ачин мĕн укçи пултăр вăл вăхăтра. Пуçа усмарăм Чĕрĕ паранкăран касса ял совет пичетне турăм. Район центрĕнчи банкран кăштах укçа илес ĕмĕтпе доверенность çыртăм, пичет пусрăм, ял совет председателĕ ал пуснине сăнарах пăхрăм та шăп та лăп çавăн пек ал пусса хутăм. Пулчĕ документ, никам та уйăрса илеймĕ. Тухса утрăм банка, кассира тăсса патăм хайхи доверенноçа. Кассир хут çине пăхрĕ-пăхрĕ те куçĕпе ман çине тĕллерĕ. «Мана ку укçана клубра ӳкерсе-çырса пулăшнăшăн тӳлеççĕ», — терĕм. Халь пулсан тĕлĕнсе-йăванса каятăп. Чип-чипер шутласа пачĕ вĕт укçине. Илтĕм, васкамасăр тухрăм та универмаг еннелле ярăнтартăм. Ах, ытла айван пулнă-çке. Çав пĕчек укçашăн, юратушăн пуçа çиеттĕм, ялтан тухса тарса хăтăлтăм. Çитрĕм универмага, илемлĕ тутăр, шурă авăрлă тутăр туянтăм. Мана çав самантра нимле тĕрме те хăратма пултарайман. Парнене йăтса яла çитрĕм. Вĕçсе çитрĕм темелле. Ĕнтĕ парнене савнă хĕре памалли çеç юлчĕ.
Пĕр çур çул каялла ман пичче çартан таврăнчĕ. Ял çинче пирĕн Мишăпа Надя туслă текен сăмах тухрĕ. Ĕненместĕм.
Çав каç клубра кино куртăмăр. Унтан эп йывăçсем хыçне пытантăм та Надя клубран тухасса кĕтетĕп. Пĕччен тухать тесе эп ăна. Вĕсем Мишăпа алла-аллăн тытăнса тухрĕç, ман çумранах иртсе кайрĕç. Ăшра темле шуйттан вăранчĕ, мана уртарса ячĕ, пĕтĕм шăм-шака, кĕлетке-çурăма кĕвĕçӳ вучĕ хыпса илчĕ. «Мĕншĕн Мишăна суйласа илчĕ Надя, мана мар? Мĕншĕн Мишăпа алла-аллăн çавтăнса утать вăл, манпа мар? Мĕншĕн? Юратать-и Надьăна Миша ман пек, юратать-и?!» — тĕнче илтмелле кăшкăрас килет. Куçран куççуль юхса анчĕ, пĕчĕк ача пек ĕсĕклесе макăратăп, анчах ман хуйха никам та курмасть, никам та пĕлмест. Пĕтĕмпех хаярлăхпа курайманлăх аллине тыткăна кĕрсе ӳкрĕм. Кĕвĕçӳ вучĕ кăшлать чĕрере. Ăçта каяс, мĕн тăвас? Кĕвĕçӳрен хăрушă вăй çук çĕр çинче. Çавă пуçа кастараканĕ. Эй, Турă. Миша пиччепе Надя телейĕшĕн савăнас вырăнне Мишăна пĕр шухăшсăр чиксе пăрахма хатĕр тăратăп. Чăн-чăн юрату вăл мĕн тери илемлĕ, таса та çутă, пĕтĕм тĕнчене пулăшса ырă тума чĕнекен вăй пулнине ăнланма пултарайман çав эпĕ. Юрату мар, хаярлăх кĕрлесе, кăпăк кăларса уртарса тăнă мана. Надя, çирĕм çулти ӳте кĕрсе çитнĕ ыран-паян качча кайса çемье çавăрмалли хĕр, ман пек вун пиллĕкри ухмах енне çаврăнса та пăхас çуккине ăнланма пултарайман. Никама та юратма, пулăшса çул уçса пама пултарайман пĕчĕк те айван эгоист çеç пулнă эпĕ çав самантра. Хама çеç юратнă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...