Йăнăш утăм
Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех Зоя кăмăлĕпе те, чĕлхипе те ытти хĕрсенчен чылай уйрăлса тăнă. Çи-пуçĕ те яланах илемлĕ те тирпейлĕ пулнă унăн. Вăл ял урамĕ тăрăх акăш пек утса пынине курсан мĕнле каччăн чĕри хыттăн тапма пуçламĕ, кăмăлĕ çĕкленмĕ!
Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Зоя Шупашкара çул тытрĕ. Ĕçе вырнаçрĕ унта. Часах юлташсем тупăнчĕç. Рита унăн чи çывăх хĕр-тантăшĕ пулса тăчĕ. Чăваш хĕрĕсем пĕр пӳлĕмре пĕр çемъери пек пурăнма тытăнчĕç. Хулара пурăннă май, хĕрсем модăран юлас мар тесе, хăйсем валли çĕнĕ кĕпесем çĕлеттерчĕç.
Хулара Зойăпа паллашас текен каччăсем сахал мар пулчĕç. Анчах та вăл пĕринпе те çывăхланмарĕ. Ваньăпа пăртак çӳрекелерĕ вăл, пĕвĕпе çӳллех мар каччă унăн кăмăлне каятчĕ. Ваня вара ăна юратсах пăрахрĕ, пĕрле пулма ӳкĕтлерĕ. Рита та ырларĕ çак шухăша. Вăл темле ӳкĕтлесен те Зоя хирĕç чĕнмерĕ. Унтан темшĕн Ваньăпа çӳреме пач пăрахрĕ.
— Мана ялта савни кĕтет, — терĕ хĕр, куççульне шăлнă май. Çуралса ӳснĕ ялĕнче Зойăна чăнах та Виктор ятлă каччă кĕтнĕ-мĕн.
Вăл вырăнти колхозра ĕçлет. Механизатор. Мĕн ачаран ашшĕ-амăшĕ япăх воспитани панăран, Виктор хăй тантăшĕсемпе те, ялти ытти çынсемпе те йĕркеллĕ калаçма вĕренеймен. Ĕçкĕпе те иртĕхет, çапăçкаланисем те пулкаланă. Çакна Зоя пĕлнĕ-ха. Ку енĕпе ашшĕпе амăшĕ те асăрхаттарман мар.
— Улми йывăççинчен аякка ӳкмест, теççĕ. Тĕрĕсех ку. Ывăлĕ те ашшĕ-амăшне хывнă, — тесе ятланă Зойăна амăшĕ, Екатерина Ивановна. Ашшĕ те унпа килĕшнĕ. Аппăшĕ те ӳкĕтленĕ. Хăй телейлĕ пулманнипе (вăл упăшкинчен уйрăлнă) йăмăкĕ Викторпа пĕрлешсен телей курмасса сиснĕ тейĕн. Анчах та усси пулмарĕ. Зоя ăна та итлемерĕ. Хĕр пӳлĕмне вăрттăн кĕрсе куççуль юхтарсах йĕчĕ. Ашшĕнчен те, амăшĕнчен те пытарчĕ вăл вăрттăнлăхне, тăван аппăшне те каламарĕ. Ун пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине тепĕр виçĕ çултан тин пĕлчĕç вĕсем.
Пĕррехинче Зоя пурнăçĕнче кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухать. Маларах асăннă ял каччи, хĕре алран вĕçертес мар шутпа (хулара пурăннă вăхăтра Зойăна пысăк вĕреннĕ çынсем пăхкаланине илтсен) пĕр каçхине вăрттăн чĕнсе тухса тăван килĕ умĕнчех мăшкăллать. Çакă кĕтмен çĕртен пулнипе хĕр хăйне çĕр айне анса кайнăнах туять. Намăс пулнипе качча хирĕç нимĕн те чĕнмест. Сасси те таçта кайса çухалать. Каччăн вăйлă аллисем вара хĕре вырăнтан хускалма памаççĕ.
«Мĕнле тӳссе ирттермелле ку намăса?» — çак шухăш хĕре самант та канăç паман. Шăпах çак сăлтава пула ĕнтĕ Зоя хăй савнă каччине пăрахать. Чĕрене кĕрсе ларнă пысăк хуйхă пурнăç телейне татать. Çапла вара Зойан хăйне ирĕксĕрленĕ ачанах качча каймалла пулчĕ. Лешĕ кашнинчех: «Мана качча тухмасан мĕн пулса иртни пирки аçу-аннӳне каласа паратăп», — тесе хăрататчĕ. Хĕрĕн ăçта кайса кĕмелле-ха? Ашшĕ-амăшĕнчен аван мар, ял-йыш пĕлсен тата мĕн калĕ? «Юратнă каччă эпĕ хĕр пулманнине пĕлсен мана çылăх, — шутларĕ Зоя. — Ăна улталас мар.»
Тен, маларах ашшĕ-амăшне, тусĕсене пĕр пытармасăр каласа кăтартнă пулсан та пурнăç кун пек хĕсĕк пулса тухман пулĕччĕ?
Унтанпа виçĕ çул иртрĕ. Юратман упăшкапа пурăнма епле хĕн пулни çырса кăтартмасăрах паллă ĕнтĕ. «Тен, пĕрле пурăнса кайăпăр-ха. Кайран, пĕр-пĕрне хăнăхса çитсен, çынсем пекех пурăнма пуçлăпăр», — шухăшларĕ хĕр. Анчах пурнăçа ниепле те улталама çук иккен. Пĕрлешсен малтанхи кунран пуçласах мăшăрĕ Зойăна хĕнеме пуçларĕ. Нимĕн ĕçлемесĕрех арăмĕн ĕнси çинче пурăнма килĕшрĕ ăна.
— Эпĕ пĕрре ларса пĕр литр эрех ĕçсе яма пултаратăп, — текеленĕ çакскер паттăрланса.
Ку енĕпе ăна çитекенни ялта та пулман-тăр. Ĕçсен хăй çын сăн-сăпатне пач çухатма пуçларĕ. Çапла вара пуçланчĕ тамăкри пурнăç. Виктор çамрăк арăмĕн сăмахне пач вырăна хумарĕ. Ĕçсе ӳсĕрĕлмессерен чышкăпа «хăналарĕ» вăл ăна. Çын умĕнче вăтанма хăнăхнă хĕрĕн тӳсмех тивет арçын чышкине. Юлашкинчен Виктора ĕçкĕпе иртĕхнĕшĕн ĕçрен хăваласа кăларса ячĕç. Çакăн хыççăн вăл арăмне пушшех те пусмăрлама пуçларĕ. Тертленсе пурăннăран çамрăк хĕрарăм сăн-питрен те улшăнса кайрĕ. Начарланчĕ, килĕнче те ĕçлесех килмерĕ унăн. Юлашкинчен вара упăшки валли апат пĕçерме хатĕрленĕ çĕрулмине витрене каялла ярса хучĕ те тăван килне тухса кайрĕ...
Кашни çыннăнах хăйне евĕр пурнăç шăпи, телейĕ. Мĕншĕн Зоя тĕлне çапла килсе тухрĕç-ха вĕсем?
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...