Эп пурнăç пурăнма çăмăл тесе...
Ах, епле хăрушă. Çунаттисене хуçнă кайăк пек аялалла вирхĕнет-çке вăл. Чун сӳлетет. Хăрушă. Акă, акă, вăл ӳкес çĕртех-çке шĕвĕр вĕçлĕ чул татăкĕ выртать. Акă, чĕре тĕлĕнчех вăл. А-а-х-х!..
Оксана хăрушшăн кăшкăрса янине илтсен тĕлĕрсе ларакан сестра шартах сикрĕ. Пĕр самант кам кăшкăрнине ăнкараймарĕ-ха вăл. Анчах ку пĕр самантлăх çеç пулчĕ. Çакăн пек хăрушшăн Оксана çеç кăшкăрма пултарнине Анук аппа пĕтĕм чунĕпе, ăс-тăнĕпе туйса илчĕ. Сĕтел çинчен малтанах хатĕрлесе хунă ыратнине ирттерсе яракан эмеле илчĕ те палатăна васкарĕ. Укол тусан та часах лăпланаймарĕ Оксана. Темĕн аташрĕ, такама чĕнчĕ. Хĕрĕн тытăнчăк сасси сыпăкăн-сыпăкăн çеç хăлхана пырса кĕрет. Вăйсăр кĕлетки вара пач та хускалмасть.
Виçĕ кун каялла çĕрле илсе килчĕç ăна. Пăхма та хăрушăччĕ ун чухне хĕр çине. Çӳçĕ-пуçĕ сапаланчăк, хăй — çара юн. Хĕр тăна кĕрессе икĕ кун кĕтрĕ Анук аппа, дежурство вăхăчĕ пĕтсен те хĕр çывăхнерех пулма тăрăшрĕ. Паян, виççĕмĕш кунхине, тин тăна кĕчĕ Оксана, тинех, вăйсăр сассине те пулсан пачĕ.
Оксана тĕлĕрсе кайсассăн сестра палатăран тухрĕ. Унăн эмелсене салатмалла. Анук аппа палатăсем тăрăх васкарĕ.
Кĕрхи кун кĕске. Оксана вăраннă вăхăтра тавралăха каç сĕмĕ çапнăччĕ ĕнтĕ. Палата чӳречисем хĕвеланăçнелле тухнă пирки анса çитеймен хĕвел пайăркисем урайне ӳкнĕ, хĕрĕн салху питне вăйсăррăн сĕртĕнеççĕ. Уçнă кантăкран кĕрекен варкăш çил пуçĕнчен лăпкать, чуптăвать. Тумбочка çинчи савăтра такам татса хатĕрленĕ хир чечекĕсен çыххи. Те асăрхайманран, те савăтри шывне улăштарнă чух пăхман — çывăхри пĕр чечек савăт айккине ӳкнĕ, шана та пуçланă ĕнтĕ. Оксана хăраххăн выртакан çеçкене тем пекех ытти чечексем патне чикесшĕн пулчĕ, анчах кĕлетки хускалаймарĕ, алли тăсăлаймарĕ.
Виç кун каялла та кĕлетки хускалайманччĕ çав унăн. Хускалнă пулсан-и? Хускалнă пулсан-и?..
Ирхи шуçăм кантăкран шăппăн кĕрет. Оксана такам питĕ хыттăн çупса янипе шарт сиксе вăранса кайрĕ. Ашшĕ?! Куçĕ чарăлсах кайрĕ унăн ку кĕтмен çĕртен пулнипе.
— Çап. Татах çап! — хыттăн пулсан та чĕтренсе илтĕнчĕ унăн сасси. Çук, урăх çапмарĕ ашшĕ, хĕрĕ çывăракан кравать патĕнчен пăрăнса утрĕ. Ку Оксанăна пĕртте савăнтармарĕ, асăрхануллăрах пулмаллине çеç систерчĕ.
Ал-ура чĕтрет, куçран куççуль шăпăртатать. Макăрни ан илтĕнтĕр тесе минтерĕпе хупланчĕ хĕр. Тытса чарайăн-и вăра? Чунĕ хӳхлет-çке унăн, чунĕ! Йĕре-йĕре вăйĕ пĕтрĕ Оксанăн.
Хĕр тăрса тумланнă çĕре ашшĕ тепĕр хут çывăрса кайнă. Чĕрне вĕççĕн утса амăшĕ патне пычĕ.
— Анне, эпĕ пахчара пытанап. Ан çухат мана.
— Хĕрĕм, ăшăрах тăхăн. Çăкăр татки те пулсан ил хупа пĕрле. Кайран тухса чĕнĕп.
Амăш шелленине пула куçа куççуль капланчĕ, пыра чăмăркка ларчĕ. Тухса кайрĕ.
Пахчари хăмла çырли тĕмĕ айне пытанчĕ Оксана. Пиншакпа лайăхрах хупланчĕ. Çулла пулсассăн та ирхи сулхăн самаях чĕтреттерчĕ хĕре.
Çӳлтен кĕтӳ хăваласа анаççĕ. Хапха сасси пулчĕ — амăшĕ ĕнепе сурăхсене кĕтĕве васкатрĕ.
Çулталăкра икĕ уйăх çеç килте пулаять Оксана. Университетра вĕреннипе килсех çӳреймест çав вăл. Çулĕ те инçе. Çулла вара пĕртте вырăнта лармасть. Ĕнине те сăвать, кĕтӳне те хăвалать, чăх-чĕппине сыхлать, пахча-çимĕç шăварать, ял çыннисемпе пĕрле хире чĕкĕнтĕр-мĕн çумлама та тухать. Амăшне кăшт та пулин пулăш пултăр тет-çке. Амăшĕ шеллет те хăш чухне. Анне аннех çав: кирлĕ вăхăтра çупăрлать, кирлĕ вăхăтра ачашлать. Ашшĕ? «Яка пыр, ханттар, куçа ан курăн, тухса кай», — тенисĕр пуçне Оксана унран урăх нимĕн те илтмен.
Эх, пурнăç, пурнăç... ма эс пĕрисемшĕн шурă тĕслĕ те, теприсемшĕн — хура? Ма эс пĕрисене такăр та тӳрĕ çулпа уттаратăн, теприсене — кукăр-макăр та сăртлă-тулипе? Кам хуравлĕ? Кам пулăшĕ тупсăмне тупма?
Оксана юмахсем вулама питĕ юрататчĕ. Вуласа тухать те кĕнекене çĕнĕрен пуçлать. Мĕнпе пуçланса мĕнпе пĕтнине пăхмасăрах пĕлекен пулса çитнĕччĕ. Унти сăнарсем хĕре хăйсен тыткаларăшĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, сăпайлăхĕпе, шухăшĕсемпе питĕ кăмăла каятчĕç. Геройсем яланах патвар, хăюллă, ырă кăмăллă, хуть те мĕнле йывăрлăха та çĕнтереççĕ. Пĕр сăмахпа — идеал, тĕслĕх. «Манăн та çавăн пек пуласчĕ. Епле лайăх-çке çĕр çинче пурăнма...»
Шухăшсем. Ĕмĕтсем... Йăнăшнă çав Оксана. Вăл шутланă пек пулмасть иккен пурнăçра. Пурнăç çине «сывă» куçпа пăхмаллине тахçанах ăнланса илчĕ ĕнтĕ вăл.
— Атте, фломастер илсе пар-ха мана, — вăтанарах ыйтрĕ хĕрача пĕринче.
— Мĕн тума?! — кăшкăрса тăкрĕ ашшĕ. Çавăн хыççăн хăракан пулчĕ вăл унран. Те вуннăраччĕ ун чухне, те вунпĕрте? Амăшĕпе ытларах пулма тăрăшатчĕ. Сивĕнчĕ ашшĕнчен Оксана. Чĕмсĕрленчĕ. Апат çиме те сĕтел хушшине ашшĕпе пĕрле лармарĕ урăхран. Ăнланчĕ çамрăк чун. Сивĕнчĕ ашшĕнчен. Кунсем иртнĕçемĕн Оксана чунĕнче курайманлăх çирĕпленчĕ. Ку вăл каярах пулчĕ.
Университета кĕресчĕ-ха тесе урама тухмасăр вĕренчĕ хĕр. Тăрăшни сая каймарĕ. Епле савăнчĕ вăл. Автобусран ансан киле мĕнле хăвăртлăхпа вĕçрĕ-ши? Астумасть. Амăшĕ кăмакаран кукăлъ кăларать. Вирхĕнсе кĕчĕ хĕр, ыталаса илчĕ амăшне, чуптурĕ, хăй савăннине пытараймаре. Амăшĕ те кулать, çав вăхăтрах йĕрет. Кулли-савăнăç кулли-ши вăл? Куççулĕ — савăнăç куççулĕ-ши вăл? Хыçран такам пăраласа пăхнă пекех туйăнчĕ. Вăрт çаврăнчĕ Оксана. Ашшĕ. Ӳсĕр. Куçĕсем шăтарасла пăхаççĕ. Курайманлăхпа ялкăшаççĕ куçĕсем. Халĕ те, яланхи пекех, амăшне çапма аллине çĕклерĕ, иккĕшĕ хушшинче тăракан хĕрне сирсе ывăтасшăн пулчĕ. Оксанăна амăш хутне кĕнĕшĕн ашшĕ самаях патак çитернĕ. Чунĕ тăвăнса килнĕччĕ ĕнтĕ хĕрĕн, ашшĕне епле чышса янине хăй те астумарĕ. Ашшĕ ӳкмерĕ, сулăнса çеç кайрĕ. Ун вырăнне вăл хĕрне çупа-çупа ячĕ, чышса сирпĕтрĕ.
«Тасал кил-çуртран! Сĕтĕрĕнсе ан кил!» Çак сăмахсем хĕр чĕрине тарăна кĕрсе вырнаçрĕç. Паянхи кун та хăлхара янăраççĕ. Çав куннех тухса кайрĕ Оксана, амăшĕпе те сывпуллашмарĕ...
Чӳк уйăхĕ çитрĕ те киле килме шутларĕ. Никамран ытла анне хаклă-çке. Амăшне курасшăн пулчĕ Оксана та. Крыльца çине хăпăрсанах вăл шалти шăв-шава илтрĕ. «Каллех!..» Çакна çеç шутлама пултарчĕ хĕр.
— Сан хутна кĕрет вĕт вăл! Санăн хĕрӳ! Тухса кайăр кунтан! Ку — манăн пӳрт! Вĕлеретĕп унсăрăн!
Оксана урăх итлесе тама пултараймарĕ. Пӳрте чупса кĕчĕ.
— Каçармастăп сана ĕмĕрне те. Чун-чĕререн кураймастăп. Эсĕ маншăн — атте мар.
Хĕрĕн юлашки сăмахĕсем шăппăн, анчах ăнланмалла илтĕнчĕç. Каларĕ те пӳртрен тухса кайрĕ. Килтисем çывăрса кайсан çеç амăшĕ ăна тухса чĕнчĕ...
— Оксана, Оксана.
Амăшĕ чĕнет-мĕн. Хĕр сисмен те — тĕмĕ айĕнче тĕлĕрсе кайнă. Ĕнтĕркенĕ хăй. Пӳрте кĕнĕ-кĕмен амăшĕ ăна вĕри кофе туса пачĕ. Асаплăн пăхать хĕрĕ çине. Кăтартасшăн мар. Çапах туять Оксана. Амăшĕ çине пăхмасть вăл, йĕрсе ярасран хăрать. Кантăкран пĕр çĕре тĕлленĕ те куçĕсене, тăрать. Куçĕсем пушă, шухăшсăр.
— Ах, чун вырăнта мар. Асăрханарах çӳре-ха эсĕ. Тем пулса тухĕ. Ĕçе кайса килем эпĕ.
Оксанăн амăшĕ колхозра ветеринари врачĕ пулса ĕçлет. Ĕçне çитме инçех мар, çавăнпа ир кайман.
Пĕчченех юлчĕ Оксана. Стена çинчи сехет пĕр тикĕссĕн шаккать. Тук, тук, тук... Шалт! Шарт сикрĕ Оксана. Пӳртре ашшĕ... пуртăпа. Куççуль темшĕн-çке пĕр тумлам та тухмарĕ, ал-ура çеç питĕ вăйлă чĕтрерĕ. Каллех ӳсĕр ашшĕ.
— Вĕлер, — пăшăлтатрĕ хĕр.
— Вĕлер! — хыттăнах кăшкăрчĕ унтан. Каллех пуш-пушă, пĕр шухăшсăр, куçсем...
— Анне, сыв пул, — аран-аран тутине хускатрĕ. Пуртă çĕкленчĕ. Хĕр куçне аллипе хупларĕ... Хускалаймарĕ вăл. Хускалаймарĕ...
...Анса çитеймен хĕвел пайăркисем урайне ӳкнĕ, хĕрĕн салху питне вăйсăррăн сĕртĕнеççĕ. Уçнă кантăкран кĕрекен варкăш çил пуçĕнчен лăпкать, чуп тăвать. Тумбочка çинчи савăтра такам татса хатĕрленĕ хир чечекĕсен çыххи. Те асăрхайманран, те савăтри шывне улăштарнă чух пăхман — çыхăри пĕр чечек савăт айккине ӳкнĕ, шана та пуçланă иккен.
Пĕтĕм чун хавалне пухса, шăлне çыртса çав чечеке вазăна чикесшĕн пулчĕ. Майсăр хускану тунипе савăт сирпĕнсе кайрĕ, урайне ӳксе ванчĕ, чечексем сапаланса кайрĕç. Йĕрсе ячĕ хĕр, пĕтĕм кĕлетки ыратса кайрĕ.
— Нивушлĕ эпĕ те, çак аманнă çеçке пек, пĕччен-ши!..
Палатăна амăшĕпе пĕрле çывăх тусĕ кĕрсе тăнине туймарĕ Оксана.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...