Ирĕкре
Мăш Павăлне пайтахранпах пĕлетĕп,
Малти касра пурнать хуçалăхпа.
Салху питпе пулманччĕ вăл пĕрре те
Çынна курсан çиçетчĕ кулăпа.
Хуçалăхра усратчĕ çичĕ сурăх,
Ĕне, сысна, вун чăхă та автан.
Сĕтел çинчеччĕ: çăкăр, аш, сĕт-турăх,
Хăна пырсассăн хатĕрччĕ шăрттан.
Аслăк çинче тулличчĕ утă-улăм,
Улма-çырла пухатчĕ пахчаран.
Ялан çапла — çынран ăçтан-ха юлăн,
Ĕçне-пуçне яман ик алăран.
Çаксем халь çук. Хуçалăхĕ аманнă.
Ыйтусемпе суптарнă вăл яла:
Мĕн пулнă ентеше?
Мĕнле амак çакланнă?
Кам улăштарнă пирĕн Павăла?
Кӳрши-арши кăштах пĕлтернĕ тăрăх
(Кӳрши суймасть, ку чăн, ĕненмелле),
Каланă вăл кун тăнă чух пит шăрăх:
«Пуçлатăп пурăнма эп çĕнĕлле.»
Ытла нумай шухăшласа тăмасăр,
Хуçа кăларнă выльăх-чĕрлĕхе.
Хăйсем валли апат шыраччăр харпăр,
Çӳреччĕр, пĕлччĕр, курччăр ирĕке.
Чăнах, лешсем апат хăйсем шыранă.
Те тупнă апатне те тупайман —
Ĕни вара сĕтне пама пăрахнă,
Сурăхĕсем килне пач таврăнман.
Сысна анкартине пĕр шиксĕр чавнă,
Чăхсем кат-кат-кат тунă кӳршĕре.
Кӳрши-арши йĕрке çинчен каланă —
Ун пĕр сăмах: «Çӳреччĕр ирĕкре.»
Сĕтел çинче халь пушă ĕнтĕ унăн,
Хăр-хар та пулкалать-мĕн çемьере.
Хăйне çеç тыткалать темле ĕç тунăн,
Тек сăмахлать: «Çӳреччĕр ирĕкре.»
Юлашкинчен çапла хушса каласшăн:
Кирлех-ши ĕç тума усси пач пулмасассăн?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...