Йĕпсĕр чĕрĕп


Малтанах чĕрĕпсем те йĕпсĕр пулнă. Хӳтлĕх питĕ кирлĕ пулин те чĕрĕп нимĕн те тăвайман.

Пĕррехинче вăл асамçăпа тĕл пулнă та хăйĕн хуйхи-суйхи çинчен каласа панă:

— Йĕпсĕр пурăнма çук. Мана тилĕ те тытса çиесшĕн. Мĕн тăвам-ши? Пулăш-ха, тархасшăн. Эпĕ чăрăш йĕпписем çинче те йăванса пăхрăм, вĕсене хамăн çине тирсе те аппалантăм — пур пĕр усси пулмарĕ, — куççульпех макăрнă çавскер.

Асамçă ăна Америкăна кайма хушнă:

— Паллах, çулĕ питĕ инçе. Анчах та унта çитмесĕр йĕплĕ пулаймастăн. Сана Америкăн тĕп хулинче пурăнакан чĕрĕп патши çеç пулăшма пултарать. Ун патне кĕме вара питĕ йывăр. Патшан пысăк хитре керменĕ умĕнче тимĕр картасем пур. Унти пĕрремĕш алăкне уçма санăн йытă пек вĕрсе кăтартмалла. Алăк уçăлсан сан умри йывăçăн пĕр çулçине татса илмелле те унта çырнă ыйту çине хуравламалла. Тупсăмне тĕрĕс пĕлсен малалла çул уçă, — ăнлантарнă асамçă. — Иккĕмĕш алăкĕ эсĕ кашкăр пек уласан уçăлать. Унти çӳллĕ йывăçăн çулçине татса илсе ыйту çине тĕрĕс хуравласан, малалла васка. Виççĕмĕш алăк умĕнче санăн тăмана евĕр ӳлемелле пулĕ. Унти йывăçăн ыйтăвĕ çине те тĕрĕс хурав парсан çеç эсĕ патша патне çитĕн. Ăнăçу сунатăп сана! Телейлĕ çул пултăр!

Чĕрĕп асамçăна тав тунă та инçе çула тухнă. Чăнах та, патша патне кĕме питĕ йывăр пулнă ăна. Çапах вăл пур ыйту çине те тĕрĕс хуравланă та кĕçех патша патне çитнĕ, ăна хăйĕн хуйхи çинчен каласа панă, пулăшу ыйтнă. Патша чĕрĕпе хăйĕн пысăк пахчинчен тĕрлĕ çимĕçсем татса панă та:

— Кусене киле çитмесĕр çиме юрамасть, — тесе асăрхаттарнă.

Чĕрĕп ăна тав туса киле таврăннă.

Патша парса янă çимĕçсене вăл киле çитсен çеç тутанса пăхнă. Ай, кучченеçĕсем питĕ техĕмлĕ пулнă иккен.

Тепĕр виçĕ кунран чĕрĕпĕн йĕпписем ӳсме пуçланă. Вăл савăннипе ташласах янă-мĕн.

Çавăнтанпа чĕрĕп йĕплĕ çăмха пек çӳрет. Унăн халĕ хӳтлĕх пур, çавăнпа ăна тилĕ те тытса çиеймест.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: