«Тав сăмахне кама каламалла...»
Çитмĕлти çынна çичĕ çулти ача ăсĕ кĕрет теççĕ,
Халăх сăмахĕ
Тав сăмахне кама каламалла
Ачалăха тухас пулсан калла?
Иртнисене аса иле-иле
Килсе те çитрĕм ак тăван киле.
Аван-и, пахчаран пуçа чиксе
Урамалла пăхан шур чечексем?
Ик чӳрече мана пахча енчен
Анне лек куç илмесĕр кĕтрĕç, тен...
Хура кăпчанкăран ал туйине
Хурса эп хăварам хапха умне —
Хам çулсенчен катсассăн ик сумне,
Чупсах хăпарăп картлашка çине.
Эй, çурт хуçи, эй, шурă пирĕшти,
Атте каларăш, ырă килĕшпи,
Кил вучахне эс сӳнтермерĕн-и,
Кĕлне çилпе эс вĕçтермерĕн-и?..
Ачалăх иртнĕ вырăн тĕлĕпе
Асаилӳ вĕçет сар лĕпĕш пек:
Унта ларать кăштах, кунта ларать,
Чи тутлă, пыллă вăхăт пуçтарать.
Путек хырса пĕтернĕ кăмака
Усрать иккен кĕслеçĕ-шăрчăка.
Ахаль-и асатте — кĕсле ăсти
Унта хуратчĕ кăшт кăвас чусти.
Мачча кашти çинче юман пăта
Сăпка çакмашкăн хатĕр, тупата.
Сăпки те пур — сиктерекенĕ çук,
Юрри те пур — ĕнĕрлекенĕ çук...
Турат куçсем мана кураççĕ-и,
Сухăрĕсем юхса тăраççĕ-и.
Сухăрĕсем юхса тăраççĕ-и,
Мăк сухала кĕрсе тулаççĕ-и.
Урхамахсем сап-сарă пушăтран,
Урисене хуçман-и ăнсăртран?
Хитре пĕтен юмахăн тĕнчине
Илсе каяр-и ырă çынсене?
Юмах — чуна йăпатмăш япала,
Чăн пурнăçа пайлаймăн çурмалла:
Хурăнлăхпа пĕрле пур хырлăх та,
Ырăлăхпа пĕрле пур хурлăх та.
Каçарăр, тантăшсем, — виç кунлăха
Мĕн-ма килес ман йӳçĕ чăнлăха.
Ачалăх çĕрĕнче мĕнпур илем,
Ача ăсĕпелех унта вилем.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...