Йытă тĕлĕкĕ


Тулли Уйăх пĕр йытă чунне кăларасла ахлатса выртнине асăрхарĕ. «Чунне тепĕр хут Çӳлти Турă патне ярас-ши, е тата асаплантарас?» — шухăшларĕ вăл. Икĕ талăк каялла çак йытă машина урапи айне пулчĕ. Икĕ талăк ĕнтĕ юн кăларса, выçă, аран-аран пурăннă пекки тăвать аманнă йытă. Ку йытă çын пулнă вăхăтра нумай-нумай ача-пăчана тăлăх хăварман пулĕ. Ашшĕне ĕçтерет те амăшне ашшĕнчен уйăрма тăрăшать. Хăй çав вăхăтра хĕрарăмĕпе унăн юрату туйăмĕ пурри çинчен пакăлтатать. Лешĕ ĕненет. Çемье уйрăлчĕ кăна, ку арçын хĕрарăма манчĕ те. Арçыннин сăн -пичĕ илемлĕччĕ ĕнтĕ, нимĕн те калаймăн. Кĕлетки те хĕрарăма куçа илĕртмелле. Çак çылăхлă арçын вун сакăр ачана çурри тăлăха хăварма пултарчĕ. Турă та çак тискерлĕхе чăтаймарĕ, чунне хăй патне чĕнсе илсе йытă кĕлеткине вĕрсе кĕртрĕ. «Ир-ха сана йытă кĕлеткинччен кăларма», — тесе Уйăх çак аманнă йытта сысна ферми патне çитме вăй пачĕ. Лешĕ сысна çурисем хушшине кĕрсе вытрма пултарчĕ, ăшăпа хăвăрт çывăрса кайрĕ.

Çӳлти Турă вара Уйăх мĕнле тăрăшнине курса хăй ăшĕнче: «Маттур Уйăх шăллăм! Тăрăшатăн. Шел, нумай-нумай çын çĕр тĕнчинче Уйăх та ман пекех Турă пулнине ĕненесшĕн мар» — терĕ. — Уйăх та, Хĕвел те ... ман шăллăмсем”.

Тулли уйăх çак икĕ йытă патне виççĕмĕшĕ чупнине асăрхарĕ. Лешĕ сăнчăрланнă пулин те Куршанак ӳленине илтсе мĕн вăй çитнĕ таран сăнчăр тыткăнĕнчен уйрăлса ун патне чупса çитсе хуйхине çурмалла пайлас кăмăллă пулчĕ.

Шушу ятлăскер Шăхлич хăй пурнăçĕ çинчен каласа пĕтерсе иккĕшĕ те уйăх çине пăхса шăппăн ларнă чухне чупса çитрĕ.

— Хам-хам! Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн Куршанак макăрать? Мĕн, чун ыратать-им? Мĕн чун вырăнта мар-им? Эх-эх-эх, çын пулнă чухне типтерлĕ пурăннă пулсан йытă тумĕпе çӳремен пулăттăмăр. Хамăр айăплă, Турă айăпшăн асап хунине тивĕçлĕн чăтмалла. Ахаллĕн вăл пире хăнкла тумне те тăхăнтартĕ.

— Хам-хам! Тĕрĕс калан Шушу, — хуравларĕ ыйту çине Шăхлич. — Куршанак та çавăн пекех шутлать пулас.

— Хам-хам! Тавах сире мана лăплантарма килнĕшĕн, — ассăн çăварне карса сăмах хушрĕ Куршанак. — Сана та пурăнма йывăр-и?

— Хам-хам! Мĕн каламалла? Санăннипе танлаштарсан, кăшт çăмăлрах. Ман хуçан пĕчĕк ачасем питĕ нумай. Виççĕшĕ ытла та пĕчĕк, тепĕр иккĕшĕ пысăкрах, икĕ асли шкул пĕтерчĕç. Пурте мана юратаççĕ, мĕн кăна мана çитермеççĕ пулĕ: канихватне те çиетĕп, кăлпасси те йăлăхтарчĕ, ашпа пулă яшки те кашни кун.

— Каçар та, — пӳлсех сăмах хушрĕ Шăхлич. — Мĕншĕн сана Çӳлти Турă йытă тумне тăхăнтартрĕ санăн пурнăç лайăх пулсан. Сана çăтмах кĕтмелле пек-çке.

— Çăтмах патне иртерех пулмалла. Манăн çын чухнехи пурнăçа итлеме кăмăл пур-и? — Икĕ йытă та шăп тăнине курса: — Юрĕ, каласа парам хамăн пурнăç çинчен.

Çын чухне эпĕ ĕç çынни пулса. Тул çутăлнă çутăлманах алра мăлатук, пуртă, тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ. Манăн пысăк çемье пулса. Çичĕ ача, мăшăр, анне-атте тата ватă асанне. Вĕсене пурне те ӳстермелле, тăрантармалла, ăшă памалла. Мăшăрпа хĕвел çутине курмасăр ĕçлесе. Шĕкĕр Турра, пĕр ачи те выçă ларман, ăс-тăнпа айван ӳстермен, атте-анне те асанне те мана сивĕ сăмах каламан. Турă патне лексен çăтмаха лекетĕп пулĕ тенĕччĕ. Çук, лекеймерĕм.

Турă тĕрĕс турĕ мана çăтмаха яманнипе. Эпĕ вĕт вăрттăн таса мар ĕçсем питĕ тума юрататтăмччĕ. Ас тăватăп: пĕррехинче пĕр ырă кăмăллă та таса, ĕçчен çынна патшалăх премине пама тăратрĕç. Эпĕ шӳтлесе, çак çын патшалăх премине илме тивĕçлĕ мар терĕм. Вал манпа юлашки вăхăтра виçĕ хут сывлăх сунмарĕ тесе çыртăм. Мĕн тетĕр? Çак çынна преми памарĕç. Эпĕ ăна çакăн пек çыру çырни çинчен каласа патăм. Вăл кулса: «Çакăн пек çырушăнах памарĕç пулсан, вĕсем çак премине мана пама тивĕçлĕ мар», — терĕ. Тепре, пĕр пысăк уяв кунĕнче, президент сассипе ăна уяв ячĕпе саламларăм, уяв хыççăн, тунти кун, Правительство çуртне лайăх ĕçленĕшĕн çĕр пин тенкĕ илме килме чĕнтĕм. Çак мăнтарăн, тунти кун, кайнă «чĕннĕ çĕре укçа илме». Аран-аран киле таврăннă çак маттур пускил. Эпĕ ăна çак шӳт пирки каласа патăм. Пĕр-ик сехет тарăхнă хыççăн, çур литр ĕçсен, вăл мана çак шӳтшĕн каçарчĕ. Çакăн пек таса мар ĕçсене питĕ нумай туса. Хам-хам-хам! ас тăватăп. Каçхине ют арçын сассипе арăма юрату туйăмĕ пурри çинчен каларăм. Маттур, мăшăр! Вăл мана вырăнлă сăмахпа аяккалла ячĕ. Эпĕ ăна çакăн пек шӳт туни çинчен каласан вăл мана шăпăрпа пуçран шаплаттарчĕ. Çакăн пек шӳтсем кашни кун манăн пулса. Юлашки шӳчĕ йытă чунĕ патне çитерчĕ. Çуркунне, юр ирĕлме пуçласан, эпĕ пĕчĕк ача пек çул çинче пĕчĕк шăтăксем турăм, асăрхамалла мар çиелтен юрпа сапларăм. Пĕлетĕр ĕнтĕ, çын çак вырăна пусать те шыва анса каять. Урине йĕпетет е шывлă юр çине ӳкет. Пĕр виçĕ çын ман шӳтпе «савăнчĕ» пулас. Эпĕ ухмахла каççа кайса кулатăп. Кунĕпе сăнарăм. Арăм кăнтăрла иртсен, лавккана сахăр илме ячĕ. Йĕркеллĕ килелле таврăнатăп, кăмăл лайăх, юрлас килет. Сасартăк хыçра пи-пик! пи-пик! сасă илтĕнчĕ. Пысăк машина хăвăрт скороçпа пырать. аяккалла сикрĕм, хам чавнă шăтăка лекрĕм — пуçпа машина урапи айне пултăм. Хам шӳтпе йытă чунне лекрĕм. Вăт çапла вăл ухмахла шӳт.

Виçĕ йытă: Куршанак, Шăхлич тата Шушу мĕн ир пуличченех пурнăç çинчен хам-хамласа ларчĕç. Мĕн кăна аса илмерĕç пулĕ. Хуçи кил картинчи çутта çутсан кăна саланчĕç. Куршанак хăй апатне Шăхличпа пайларĕ.

Çак виçĕ йытă калаçăвне кил картинчи пур выльăх-чĕрлĕх те итлерĕ. Кашни хăй çын пулнă чухнехи пурнăçне аса илчĕ: ĕни — упăшки пур чухне ытти арçынсемпе чупса ача тунине, сысни — ĕçсе-супса тăван ачисемсĕр амăш прависĕр тăрса юлнине, сурăххи — ашшĕ-амăшне улталаса вĕсене хваттерсĕр тăратса хăварнине, Чăххисем — Мускав хулине хăйсен кĕлеткине сутма кайнине, автанĕ вара, арăмне юратмасăр чирлеттерсе янине, ытти еркĕнсемпе иртĕхнине.

■ Страницăсем: 1 2

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: