Вуниккĕмĕш ура


Чип-чипер çывăрса выртакан Хветĕр Иванччă арăмĕн сассине илтсе сасартăк вăранса кайрĕ. «Эй-яй-яй, ватăлнăçемĕн ухмахланса пырать-иç манăн упăшка», — терĕ те арăмĕ, Хветĕр мучи куçне уçрĕ. Вăл пӳрте кĕмен, кĕлет умĕнчех çĕр каçнă иккен. Çапах та тахăшĕ утиял пырса витнĕ ăна. Те арăмĕ, те ачисем...

Хветĕр мучи ĕнер мĕн-мĕн пулса иртнине тĕплĕн астуса илме тăрăшрĕ. Канаша протез патне кайнăччĕ-ха вăл. Протезне, чăнах та, питĕ хӳхĕм тунă, чĕркуççи çăрине те халичченхи пек пĕр енне кăна мар, икĕ енне те лартнă. «Шинĕсем» сарлака. Пĕç тĕпне тытмалли «тимĕр кăшăл» та чухах.

— Хĕрĕх виççĕмĕш çултанпа ку вун иккĕмĕш ура ĕнтĕ ман, — терĕ Хветĕр мучи. — Кашни икĕ çулта пĕрре илнĕ...

Хветĕр мучи хатĕр протеза михĕ ăшне чиксе хучĕ, унтан кассиртан командировăчнăй укçи илчĕ те (укçине протез заводĕнчех параççĕ) килне кайма тухрĕ. Вăл хулаçум пуйăсĕпе Вăрмара чиперех çитрĕ-ха, апат çырткалама тесе район центрĕнчи чайнăйне кĕрсе ларчĕ. Меню çинче «суплап», «кашман» тесе çырнисене (кусем «суп лапша», «каша манная» тенине пĕлтереççĕ) шыраса тупрĕ, вара кĕçех вĕри яшкана вĕре-вĕре сыпма пуçларĕ.

— Иванччă, тусăм, — сасартăк илтрĕ Хветĕр мучи. Пăхрĕ те фронтран пĕрле таврăннă Кирилл Антонова курах кайрĕ.

— Ой, Кириле-çке! — çавăнтах кашăкне сĕтел çине хучĕ мучи.

— Эпĕ! Астăватăн-и, Свердловскинче епле тĕл пултăмăр. Госпитальтен тухсан...

— Астумасăр! Вакуна кĕрсен эсĕ мана вырăн та тупса патăн. Выртса пыма. Манăн ун чух ларма çукчĕ. Сурана юн тăкăнса анатчĕ...

— Çапла çав, кайран эпĕ Тĕрлемесре кăмпа анса илтĕм. Мĕн пек юратса çирĕмĕр! Чим-ха, лар эсĕ. Эпĕ кайса килем пĕр çĕре...

Антонов чупнă пек утса кайрĕ те (ун ури тӳрленсе çитнĕ пулас) икĕ стакан хĕрлĕ эрех йăтса килчĕ.

— Тĕл пулнă ятпа, — терĕ вăл.

Çапла, малтан вĕсем пĕрер стакан ĕçрĕç. Ун хыççăн Хветĕр мучи те парăмра юлмарĕ. Чайнăйран вĕсем чиперех шăкăртин тухрĕç-ха. Антонов сĕтел-пукан фабрикин коменданчĕ иккен. Ачисем ӳссе çитнĕ. Ывăлĕ салтака та кайса килнĕ. Икĕ хĕрĕ качча тухнă. Çĕнĕ хваттерте пурăнать. Хветĕрĕн те çын умĕнче пуçа чиксе тăмалли çук. Тăватă хĕр ӳстернĕ вăл. Вĕрентнĕ. Тăваттăшне те качча панă. Кĕрӳшĕсем — лайăх çынсем: пĕри — колхоз бригадирĕ, тепри — шофер, виççĕмĕшĕ — платник, тăваттăмĕшĕ институтра вĕренет.

Автовокзал тĕлне çитсен туссем алă парсах уйрăлчĕç. Хветĕр автобус хăçан каяссине ыйтса пĕлчĕ те тенкел çине ларчĕ. Çурăм хыçне çакнă миххине хăй çумне хывса хучĕ. Тенкел çывăхĕнчех лаштра тирексем кашласа лараççĕ...

Анчах çакăн хыççăн хăй мĕнле киле çитнине мучи йĕркеллĕ астумасть. Автобус çине ларнăччĕ пулас-ха. Çынсем кĕшĕлтетни, чупкалани курăннă пек туйăнать. Ытти-хытти паллă мар. Хветĕр сасартăк хыпăнса ӳкрĕ, унталла-кунталла пăхкаларĕ. Васкасах ыйтрĕ:

— Астумастăр-и, урана ăçта хутăм эпĕ?

— Мĕнле урана? — тĕлĕнчĕ арăмĕ,

— Ара, протеза. Михĕреччĕ вăл.

— Çук, нимĕнле михĕ те курман.

— Мĕнле курман? — сиксе тăчĕ упăшки.

— Тĕрĕссине калатăп, Хветĕр. Нимĕн те çукчĕ сан умра.

«Хамах айăплă, — шухăшларĕ мучи. — Иçмасса, протезĕ пит хухĕмскерччĕ. Урари мĕн-ха ĕнтĕ... Тахçанах хуçăлнăскер. Тек тăхăнма та юрăхлă мар...»

Вăл урамалла тухса пăхрĕ. Кивĕ протезне шăкăр-шăкăрт тутарса майĕпен уй хапхи патне çитрĕ. Çук, ниçта та курăнмасть. Акă мучи хирте. Çулăн ик енĕпе çӳллĕ ӳснĕ ыраш сарăлса ларать. Тавралăхра унăн тутлă тусанĕ вĕçет. Каçхине сывлăм ӳкнĕ. Сукмак нӳрелнĕ. Ун урлă кăпшанкăсем йăпăртатса каçнă, типĕ тăпра кăларса йĕр хăварнă. Хветĕр аслă çул çине çитрĕ. Автобус çакăнта чарăннă ĕнтĕ. Урăх каймалли çук. Тарăхнă çын унталла-кунталла çаврăнкаласа çӳрерĕ. Çăра та çӳллĕ курăк тăрăх утнипе ботинки те, шăлавар пĕççи те йĕпенчĕ, курăк вăррисем çыпçăнчĕç...

— Мĕн шыратăн, Хветĕр мучи? — илтĕнчĕ пĕр ачан янравлă сасси. Вăл ярмак кăкăрлă, йĕмне тавăрса янă. Сарă çӳçĕ хĕвелпе йăл-йăл курăнать.

— Ура шыратăп, ачам. Ура... — терĕ мучи.

— Ура?! — тĕлĕнчĕ ача.

— Ĕнер çухатса хăварнă.

— Мĕнле-ха апла?!

Ача шеллерĕ. Йĕри-тавра чупса шырарĕ. Çук. Хветĕр канав хĕррине ларчĕ. Кăшт вăхăт иртсен Петюк та (ачана çапла чĕнеççĕ иккен) юнашар пырса вырнаçрĕ, унăн уринчи кивĕ протез çине тинкерчĕ.

— Ку пăсăлчĕ-и? — ыйтрĕ вăл.

— Канава çеç ывăтмалла ăна... — пăшăлтатрĕ мучи. Хăй вара урăхла шухăшларĕ. Ăна çак кивĕ протезĕ те темле питĕ çывăх пек туйăнать-çке-ха. Вăл ăна хăнăхнă. Унпа нумай çухрăм утнă. Çил-тăман витĕр те... Пылчăклă çул тăрăх та... Кăнтăрла та, çĕрле те... Çавăнпа вăл ют япала мар. Ăна Хветĕр канава тухса ывăтас çук. Пӳрт тăрринче, мачча çинче упранаççĕ вĕсем. Малтанхинчен пуçласах... Хăшĕсем типсе йăлтах пĕчĕкленнĕ ĕнтĕ, халтăртатса кайнă. Хăшĕсен тимĕрĕ хуçăлнă. Хăшĕсен ун пек-кун пек винтне кăларса илнĕ (запчасть вырăнне). Çапла, ушкăнпах выртаççĕ пӳрт тăрринче урасем. Çапăçса ывăннă, сӳлтен кайнă салтак пек.

— Уруна снаряд татнă-и санне? — пĕлесшĕн пулчĕ Петюк.

— Çук, врачсем... Пăчкăпа.

— Пăчкăпа?!

— Çаплах. Вăрçăра амантăм та госпитале лекрĕм. Унта сыватма тăрăшрĕç. Темиçе уйăх гипспа выртрăм. Кайран татмалла килсе тухрĕ.

— Таттармалла марччĕ сан...

Çак сăмахсем Хветĕр чĕрине йĕппе чикнĕ пекех ыраттарса илчĕç. Чăнах, миçе çул шухăшламасть-ши вăл çакăн çинчен. «Таттарман пулсан мĕнлеччĕ-ши? Тен, сывалмастчĕ-ши ман ура?» — тенĕ вăл яланах. «Гангрена иртсе каятчĕ пуль. Хытă тăмаллаччĕ манăн. Таттармастăп темеллеччĕ...» Юлашки çулсенче çак шухăш ăна темшĕн хытăрах та хытăрах аптăратма пуçларĕ. «Ача пулнă çав, ăс кĕрсе çитмен», — час-часах пăшăлтатрĕ вăл. Çавнашкал самантсенче пуçа тепĕр шухăш килсе кĕни çеç унăн чунне пусаратчĕ. Вара хăй çинчен тем пысăкăш çĕклеме сирсе ывăтнă пекех мучи ирĕклĕрех сывласа яратчĕ. «Татман пулсан вилеттĕм те пулĕ çав. Юрĕ, урана хăварни пуçа хăварниех мар. Çынсем ав пуçĕсене хăварчĕç».

Кăвак çӳçлĕ Хветĕрпе Петюк чылайччен шăкăлтатса ларчĕç. Мучи хăй фронтра фашистсене хирĕç çапăçни çинчен каласа пачĕ. Ача куçĕ умĕнчех вăл темле хитреленсе, илемленсе пычĕ. Унăн çӳçĕ те кăвак мар ĕнтĕ. Протезĕ те çук. Икĕ ури те сывă. Вăл салтак. Унăн пилотки çинче хĕрлĕ çăлтăр. Хĕветĕр вут-çулăм витĕр тăшман çине ыткăнать. Пĕр фашистне вĕлерет, тепĕрне. Тăшмансем ăна пур енчен те переççĕ. Автоматпа. Минометпа. Тупăпа. Ун çине танксем кăларса яраççĕ. «Тигрсем», «пантерăсем»... Самоходка «Фердинанд»... Хветер пурпĕрех малалла ыткăнать. Унпа пĕрле юлташĕсем. «Тăван çĕршывшăн! Ура!» — кăшкăраççĕ вĕсем. Ташман тӳссе тăраймасть. Чакма пуçлать. Совет салтакĕсем çĕнтерсе кайнă май тавралăх çуталса, илемленсе пыратъ. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тухать те ăшшăн кулса ярать. Тупăсен кĕрлевĕ инçе юлнăçем кайăксен савăнăçлă юрри янăрама пуçлать. Хире сухаçăсем тухаççĕ. Ылтăн пĕрчĕсем сапаççĕ. Часах ем-ешĕл калча шăтса тухать.

Хветĕр мучи тепĕртак ларсан килнелле утрĕ. Петюк ĕни патне васкарĕ. Унăн халĕ епле те пулин часрах ӳссе Тăван çĕршывăн салтакĕ пулас килет.

Хветĕр мучи килне çитрĕ. Чĕри çавăнтах вырăнта мар. Апат çинĕ-çимен сысна фермине çул тытрĕ. Унта платник. Вăл вите урайĕн хăмисене юсаса сарать. Алăк таврашне тӳрлетет. Сысна тени — ашкăнма юратакан чĕрчун. Пурне те сăмсипе хайăрать. Ватма, çĕмĕрме тăрăшать. Çавăнпа фермăра штатнăй платник кирлех. Ку ĕçре Хветĕр мучи ытла та вырăнлă. Пит васкама кирлĕ мар унăн. Апла пулин те яланах вите таврашĕнче пулмалла, пурне те курмалла.

Анчах тепĕр икĕ кунтан, фермăран таврăннă чух, протез тимĕрĕ шатăрт туса хуçăлчĕ. Хветĕр килне аран-аран сиккелесе çитрĕ. Тимĕрçĕ Василий пăрапа шăтарса протез тимĕрне икĕ тĕлтен «заклепать» турĕ. Çук, ура пурпĕрех ăнăçмарĕ. Тепĕр виçĕ кунтан йăлтах «стройран» тухрĕ. Ун хыççăн колхоз электросварщикĕ Якур «сварить» туса пачĕ. Тимĕрне çеç мар, ура сăранне те çунтарчĕ. Çав-çавах майлашăнмарĕ протез. Тепĕр куннех кăпăлт хăйпăнчĕ тимĕр. Унтан татах «сварить» турĕç, татах. Халĕ протез пăхма та хăрушланса кайрĕ. Сăранĕ йăлтах çунса шăтнă. Шини авăнчăк та мăкăль-шакăльлĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ кунпа? Хветĕр хывса ывăтрĕ ăна. Мачча çине улăхса кайрĕ. Тен, малтанхи протезсенчен вăхăтлăха хăшĕ те пулин юрĕ. Вĕсем, типсе пирченнĕскерсем, пурте ретпе выртаççĕ. Пĕчĕкленнĕ хăйсем. Вилнĕ протезсем тесен те юрать вĕсене. Вил тăпри патне пырсан çавăнта пытарнă çын пурнăçне аса илетĕн. Кивĕ протезсене курсан та Хветĕре вĕсемпе çӳрени аса килчĕ.

Акă чи хĕрринчи пĕрремĕш протез. Ăна хĕрĕх виççĕмĕш çулта илнĕччĕ вăл. Ку протез гипсран кăна. Ăна илнĕ чухне Хветĕр каччăччĕ-ха. Çулла вĕсем Вăрмар станцине тиха кӳлсе кайрĕç. Микулайпа иккĕшĕ. Тăпри çăмăл пултăр, пĕлтĕр суранĕ тепĕр хут «асса кайнипе» вилчĕ вăл. Танцăна каяс пирки вĕсем каçхинех хĕрсемпе калаçса татăлнăччĕ. Хĕрĕсем Верăпа Çипханиччĕ. Вера — эвакуаципе килнĕскер. Çипхани — хура куçлă, çăмăл çан-çурăмлă хĕр. Пĕри — вырăс, тепри — чăваш. Каччăсем вĕсене ялтан тухсанах асăрхарĕç. Хĕрсем ыраш пуссинче кĕтсе тăнă. Ара, ялтанах каччăсемпе ларса тухма аван мар-çке-ха. Вĕсем станцăна шăкăл-шăкăл калаçса çитрĕç. Юрататчĕ çав хĕрсенчен пĕрне Хветĕр. Станцăра тихана атă-пушмак мастерскойĕн картишне тăратрĕç, тăварса апат пачĕç. Унта Упа Иванĕ ĕçлетчĕ. Вăрçă тухиччен пĕр çул малтан вăл комбайнпа урине таттарнă.

Хветĕрпе Микулай пуйăс çине ларса Канаша кайрĕç. Вакуна кĕме май килмерĕ, вĕсем тамбур çинчех тăрса пычĕç. Протеза илсе каç пуласпа Вăрмара çитрĕç. Хĕрсем кĕтнĕ вĕсене. Яла хаваслă таврăнчĕç.

Ун чухне Хветĕре колхозри пулăшу кассин председателĕ тунăччĕ. Тырă виçсе паратчĕ вăл. Салтак çемйисен килĕсене кайса тĕрĕслетчĕ. Акă яла вăл пуçласа протезпа тухрĕ. Капла мĕн калăн, çыннăн пĕвĕ-сийĕ илемлĕрех. Симĕс гимнастеркăпа, галифе шăлаварпа...

Иккĕмĕш протеза илсен, астăвать-ха, Верăна Мускава ăсатса ячĕç. 1944 çулта пулчĕ ку. Ун чухне эвакуаципе килнисем Мускава таврăнма тытăннăччĕ ĕнтĕ. Вера тухса каяс умĕн вĕсем çĕрĕпех урамра уткаласа çӳрерĕç. Уçтик аппасен хапхи çумĕнчи тенкел çине ларчĕç. Çав протезпах Çĕнтерӳ кунĕ çитсен ӳсĕрпе хытă ташланăччĕ Хветĕр.

Виççĕмĕш протезпа епле çӳренĕччĕ-ха тата? Тӳсеймерĕ Хветĕр, унпа суха тума тухрĕ. Пар лашапа. Пĕрин ячĕ Катюша, теприн — Анюта. Йăлтах ăшша пиçнĕ уксах сухаçă киле çитсенех тӳнсе кайрĕ, апат çимесĕрех выртса çывăрчĕ. Ирхине аран-аран çĕкленчĕ. Протез шăйăрнипе ури вут тукмакĕ пек шыçса кайнă. Тек сухана каяймарĕ вара Хветĕр. Ăна больницана хучĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: