Манăн тупа
Тăван çĕршыв — чечеклĕ сад пахчи!
Сана хаклать çĕршер мĕльюн ĕç çынĕ.
Эп савăнап, эп — çак çĕршыв ачи,
Эп кунта çеç ӳссе телейлĕх илнĕ.
Тăван çĕршыв — юратнă чăн аннем!
Эсĕ мана лăпкавлăн çитĕнтертĕн.
Эпĕ туйман асап, хĕн-хур мĕнне,
Ку тарана çитсе пулман ман тертĕм.
Тăван çĕршыв! Манран сана тавах!
Эп сан ытамунта кăна телейлĕ.
Эп санра çеç тупса юратăва
Пĕр санпа çеç эп сывă та кĕрнеклĕ.
Анчах ман телее тăшман тĕллет
Ĕмĕрлĕхех манран туртса илесшĕн.
Тăшман çăткăнлăхне эпĕ пĕлеп, —
Вăл ман çăкăрăма тытса çиесшĕн.
Вăл ман аннен хавас ватăлăхне
Вăхăт çитмесĕрех тискер вĕçлесшĕн.
Пĕлеп тăшман аллин хаярлăхне, —
Вăл ман шăллăмсене хĕçпе тиресшĕн.
Вăл ман вунсаккăрти çамрăклăха
Ирсĕр атти айне хурса таптасшăн.
Вăл ман савни çине ассăн пăхать, —
Ăна хăй мăшкăлĕ тăвасшăн.
Тăван çĕршыв! Итле, тупа тăватăп:
Хам телее мĕн пур вăйпа эп хӳтлĕп.
Хӳтлĕп пурнăçăма, юратăва, —
Тăшман çине тухап çиллес, хĕрӳллĕн.
Ман пурнăç вăл, Тăван çĕршывăм, сан.
Ăна юратнă эп, ялан юратăп.
Мĕн пур юна тăкап саншăн пулсан,
Сан пурнăçшăн кăкăрпала тăратăп.
Çакă хĕрӳ тупа манăн çеç мар.
Çакă тупа мĕльюн-мĕльюн чĕренĕн.
Тăшман çине пурте тухатпăр кар!
Кĕç тĕппипех пĕтет тĕнчен çĕленĕ.
Шухăшсем
Which keywords and locations do you need...
Which keywords and locations do you need...
Is your Chuvash Org website missing out ...
Struggling with low website leads for Ch...
Discover the beauty waiting just for you...
Which keywords and locations do you need...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Your chuvash...
Boost your Chuvash Org website’s traffic...
Why overspend on paid advertising? Our A...