Менелник умĕн
— Сивĕ. Тĕрĕс, — килĕшет хăна. — Кур-ха вĕсене, хурт-кăпшанкă кăна, этемрен лайăх пĕлет, э-э.
— Хуртсем вĕсем ăслă, — тавăрать Тая.
— Колхозсенче çаплах утарсене пĕтереççĕ-и?
— Районĕпе кăçал виççĕр çемье хутшăнчĕ, Андрей Ермолаевич.
— Пĕтерме ан пар, Тая. Пĕлмеççĕ çынсем пыл уссине. Эмел вăл, эмел. Пĕвертен те, вар-хырăм чирĕнчен те, чĕререн те лайăх, юн пулма каять вăл. Халь председательсем пурте экономистсем пулса кайрĕç. Мĕн тăкак парать, ăна пĕтереççĕ, тăвасси пирки сахал шутлаççĕ, — ятлаçать Андрей Ермолаевич.
— Кăçал районĕпе пăр кило пылăн хăйхаклăхĕ икĕ тенкĕ çура ларчĕ.
— Патшалăх икĕ тенкĕпе илет-и?
— Çапнла.
— Пасарта виçĕ тенкĕ. Мăн тăкакĕ пур унта? Çитерĕр колхозниксен ачисене, шкулта вăренекенсене. Кашни кун пыл чейĕ ĕçтерĕр. Сывлăхлă ӳсеççĕ вара ачасем, чир те тивмест вĕсене.
— Киров ячĕпе хисепленекен колхозра валеçсе пачĕç.
— Вăт лайăх. Вĕсен утарĕ те виççĕ пулас.
— Çапла. Сăмавар вăреме кĕчĕ. Чупам-ха.
Кăçех вĕсем чей ĕçме пикенеççĕ. Андрей Ермолаевич стаканран чейне чашăк çине ярать, ăна малтан киленсе шăршлать.
— Хăть хурлăхан, хăть хăмлă çырли — ниме тăман япала пек, анчах усси этемшĕн... Хими çине тăрăнчĕç пирĕн профессорсем, йывăçн-курăка манса кая пуçларĕç. Хими вăл, Левушка, çукран çупкă кăна, — калаçать старик.
— Эп ăна-кăна чухлаймастăп, Ермолайч.
— Начар, — вăрçать старик. — Вĕрилле ан ĕç, Левушка. Хырăмлăх ракпа чирлеме пултарать.
— Йăли ман çапла. Яланах васкатăп.
— Васкама кирлĕ мар. Пурнăç пирĕн ахаль те кăске.
— Çитет пире пурăнмалăх.
— Эх, çамрăксем эоир... Ăс мар калаçать сан, çамрăклăх... Çамрăклăх калаçать, Левушка, — тесе Андрей Ермолаевич пылпа хăмла çырли варенине чашăка хурать, вăре-вăре сыпать. Тая унăн стаканĕ çине пыл ярать.
— Нумай ан хур, тарлаттарать, — асăрхаттарать старик.
— Кĕçĕр кунтах çыврататпăр, çак сивăре ямастпăр, — тавăрать Тая.
— Апла яр, — килĕшет Андрей Ермолаевич. — Дисуэ, сэд а дактие, индоктис ипсе доцуэто1. Эс, Тая, хуртсем пирки институт пĕтернĕ, эс ученăй, санран вĕренме юрать.
— Сапинас ниль аффирмат, квод нон пробэт2 — тавăрать Тая.
— Пуçланчĕ ĕнтĕ халь, — кăмăлсăрланать Лев Петрович. — Нимĕçле е акăлчанла калаçăр хăть, эп хам та тавçăрăп кăштак, атту вулатăр вилнĕ чĕлхепе.
— Ох йăнăшан, Левушка, ох йăнăшан. Латин вилмен-ха, вилмест те. Вăл чĕлхепе ăслисемпе калаçма лайăх.
— Уйрăммăнах чей ĕçнĕ чухне, — кулать Тая.
— Пур чухне те, — касса татать старик, кил хуçине пăшăрханса сăнать, унтан çирĕппĕн хушса хурать: — Вĕрен эс те, Левушка.
— Тая пĕлни те çитĕ.
— Тая хăйшĕн пурăнать, эс — хăвăншăн.
— Ăçта мана ют чĕлхе. Нимĕç чĕлхипе те экзамен иккĕмĕш курсра кăна патăм, — тавăрать кил хуçи. — Талант çук манăн, Андрей Ермолаевич. Техника тесен...
— Кунта эс профессор, — килĕшет старик. — Анчах латин çапла каланă: дилингэнциа ин омнибус рэбус валет. Куçарса пар, Тая.
— Тăрăшни пур ĕçре те кирлĕ.
Халь Андрей Ермолаевич ача пек акăлтатса кулать, çамки çине тапса тухнă тарне Тая панă питшăллипе сăтăрать. Хăй вăл эрех сыпнă çын пек хĕрелсе кайнă, питĕнчи юн тымаррисем татах та ытларах палăраççĕ.
— Эс ветврач, сана латин кирлĕ, — парăнмасть Левушка.
— Пур ветврач мар, этем врачĕ те, тепри, латине пĕлмест, тусăм.
Инженер шарламаcть. Ĕлĕк, пĕрле ĕçленĕ чух, Андрей Ермолаевич латинла сайра хутра кăна перкелешетчĕ, юлашки вăхăтра унпа супсах çитрĕ ĕнтĕ. Тăрать-тăрать те персе ярать темĕнскер сăмахне, хăй ахăлтатса кулать. Ăсĕ ачаланать пуль çав, хăй шухăшĕпе вăл тенчери пур интеллигент та латинла калаçма пĕлет, тет, пулас. Ялхуçалăх уйрăмĕн директорĕ — агроном, вĕсене тĕрлĕ курăк ячĕсене латинла вĕрентнĕ, анчах вăл та ăнланмасть. Тая ялхуçалăк управленийĕнче ĕçлет, вăл та ытлашши пĕлмест, Андрей Ермолаевич кăмăлне тесе кăна тепĕр чух латин чĕлхине вĕренкелет.
Чей ĕçнĕ хыççăн тата нумай калаçкаласа лараççĕ вĕсем. Телевизорпа паракан спектакле пăхаççĕ. Вара çывăрма выртаççĕ.
3
Андрей Ермолаевича диван-кравать çине вырăн сарса панă. Тӳшекĕ хур тĕкĕ пулас, ытла та çемçе. Утюгпа якатнă простыньрен гостиница шăрши кĕрет, вара Андрей Ермолаевич çын патĕнче халь çине вунă çул ытла çывăрманнине аса илет.
Малтанах куçне уçса выртать, пĕлет: пурпĕрех халех çывăрса каяймасть. Ӳпки хăйăлтатать ун, анчах хăмла çырли варенипе пыл сывлама самаях çăмăллатрĕç. Пĕлет-ха вăл, ӳпки ун хăй ĕмĕрне çитет, энфизема темех мар. Анчах чĕрине шанмасть. Пилĕк çул каялла инфаркт пулчĕ ăна. Ун чухне Юлия Сергеевна та сывахчĕ, юрать-ха урайне тĕшерĕлсе аннă чух вăл килте пулман. Тăна кĕрсенех Андрей Ермолаевич диван çине куçса выртнăччĕ, кайран, мăшăрĕ килсен, пĕр пĕчĕк рюмка коньяк пама кăна ыйтрĕ. Вырăнтан хускалмасăр эрне выртрĕ, анчах чĕрепе аптранине никама та каламарĕ. Çавăнтанпах вăл кăсйинче пĕчĕк кĕленчепе коньяк чиксе çӳрет, аптрасанах пĕр сыпкăм ĕçет, вара чарăна-чарăна тапакан чĕре каллех лăпланать. Вăл ун пек чухне сылтăм аллипе кăкăрне йăвалать, тарăнрах сывлама тăрăшать. Юлашки вăхăтра чĕре йăлтах анратса çитерчĕ, пĕрмаях систерет. Йăлтах, йăлтах урăх шухăшсемпе пынăччĕ вăл паян Левушка патне, ниçтан та хăйса калаймарĕ. Мĕнех, вăл ыран çитет те ак килне çăмăллăнах вилет, тахăш самантра чĕри ыратса кайĕ, вара пулчĕ те... Вилес умĕн хăй ирĕкне çырса хăварать.
Тăтăшах канăç паман шухăшсенчен хăтăлас килет, ниепле те хăтăлаймасть. Е ăна, утмăл çулхи старике, ветеринари службин полковникне, ĕнер çеç салтакран таврăннăн туйăнать. Пурте хĕпĕртесе таврăнатчĕç вăрçăран, вăл кăна савăнăçсăрччĕ, пĕр арăмĕшĕн тата тăван кĕтесшĕн таврăнчĕ. Виçĕ ывăлран пĕри те таврăнмарăç. Кĕçĕнни пирки темĕнле шанăç та пурччĕ-ха, ăна 1945 çулта хыпарсăр çухалнă тесе пĕлтерчĕç. Каярахпа тин паллă пулчĕ: пирĕннисем январь уйăхĕнче наступление куçас умĕн ăна десантпа нимĕçсен тылне пăрахнă. Десантниксен ротин командирне, Борис Андреевич Ермолаева, чи юлашкинчен сикнĕскере, нимĕçсем çавăрса илнĕ, анчах ку парăнман, юлашки патронĕпе хăй пурнăçне татнă. Малтанах, уявсенче-мĕн ĕçсен, Андрей Ермолаевич ĕсĕклесех макăратчĕ, — хăть пĕр ывăлĕ сывă тăрса юлнă пулсан! Часах Андрей Ермолаевич та çĕре кĕрĕ, вара Ярмуша ăрачĕ те сӳнет. Хăй вăхăтĕнчи çынсем ăна кăштах асăнкаласа пурăнĕç ĕнтĕ. Пурччĕ, тейĕç, Ермолаев — выльăх тухтăрĕ... Çамрăксемшĕн мĕн... Вĕсем манаççĕ. Комсомолецсем патне, пионерсем патне те пĕрре мар кайнă-ха вăл, пĕрре кăна мар Чăваш республикинче совет влаçне туса хуни çинчен каласа панă. Хăйне икĕ хутчен пенине те пытарман вăл. Телей пулнă-и унăн, пĕррехинче, колхоз йĕркелесе таврăннă чух, вăрманта тĕксе пенĕ пек печĕç, пуçри карттус таçта сирпĕнсе кайрĕ, çӳçĕсем те ĕнчĕç. Юрать лашапа пулнă та, лаша çăлнă.
Шухăшсем ун пăтранчăк, халех вилĕм кĕтмест пулас ăна, вилес умĕн ăстăн урăхланать, теççĕ. Вăл тĕлĕрсе каять, анчах ыйхи тарăн мар...
...Лев Петрович та çывăраймасть. Шухăшĕсем ун каллех Андрей Ермолаевич пирки. Илтме тахçанах илтнĕччĕ-ха вăл ун çинчен, анчах паллашма унпа 1953 çулта кăна паллашнă. Техникум пĕтерсен, Лев Петрович çак МТОрах ĕçлерĕ, çара кайса таврăнсан, ăна аслă механик пулма лартрĕç. Андрей Ермолаевич МТСăн аслă ветврачĕччĕ. Ун чухне ларса çӳремелли çукрахчĕ, Андрей Ермолаевичăн вара районта та çук рысак пурччĕ, «Каракуль» ятлăскер. Ăна вăл хăй укçипе туяннă, хăй пăхса ӳстернĕ. Çатан урапи те ун хăйĕнччĕ. Колхозсене кайнă чух Лев Петрович унпа ларса тухса каятчĕ. Ăна старик питех те кулăшла пек туйăнатчĕ, районта ун палламан çын та çукрах пуль. Пĕр-пĕр палланă çынпа тĕл пулсан, унан сывлăхĕ пирки мар, выльăххи çинчен ыйтса пĕлетчĕ:
— Красуля урăх чирлемерĕ-и?
— Сутрăм эп ăна кăçал. Ватăла пуçларĕ.
— Сĕт çăлне виçĕ пӳрне кĕретчĕ. Шел.
— Сĕтлĕччĕ, — килĕшет хуçи.
— Çĕнни епле?
— Туянаймарăм-ха, Андрей Ермолаевич.
— Хирпуçĕнчи Сидоров сутать. Ĕни сĕтлĕ, анчах хырăмĕ аслăрах. Кайса пăх, килĕшсен туянăн.
— Тавтапуç, Андрей Ермолаевич.
— Ну, сывă пул-ха.
Рысакĕ ун çивĕч пулин те хуçине итлет. Çынаа калаçнă чухне вăл чăтăмлăн кĕтсе тăрать, малтан урипе кăна кукалет. Тилхепене карăнтарсанах тăсăлса ӳкет, хăйĕн улшăнми юрттипе ыткăнать.
Каллех палланă çынна тĕл пулать-и врач, каллех чарать лашине, каллех сăмах пуçарать:
— Иртнинче эп сана калама маннă: ĕнӳне эс хĕлле тӳрех типĕ апат çине ан куçар. Çĕрулми паркала, кăшман, унăн çĕр хучĕ хавшакрах. Каллех чирлеме пултаратъ. Кикене пĕлетĕн-и? Пĕлетĕн. Вăт çавăн тымарне кăлар та шĕшлĕ аври пеккине пĕр литр шыв çине ярса вĕрет. Апат çими пулсан, пĕр витре шыва çур стакан ярса пар.
— Тавтапуç, Андрей Ермолаевич.
Колхоза çитсен, вăл лашине çаплипех, ниçта кăкармасăрах, тăратса хăваратчĕ, хăй правленине кĕретчĕ. Лаши ун итлеме хăнăхнă салтак пекек тăратчĕ вара. Унтан врач фермăсене каять, анчах ятлаçма пĕлместчĕ вара хăй. Вĕрентет, вĕрентет. Зоотехниксене вăл чĕререн кураймасть, харам пырсем тесе вăрçать, ун шучĕпе вĕсем ниме тăман тата никама та кирлĕ мар специалистсем кăна.
— Зоотехниксем мар, ветврачсем кирлĕ колхозсене, — тетчĕ вăл час-часах. — Апачĕ пулсан эпир ăрат уйăраймастпăр-и е рацион тума пĕлместпĕр-и? Кăлараççĕ вĕсене, кăлараççĕ. Мĕн тума? Кăларасчĕ пĕр виçĕ хут ытларах ветврач. Апачĕ çуккă пулсан, зоотехник мĕн тăвайрать? Улăма пĕçерсе панипе сĕт ытларах. сăвасшăн. Эх, ăçтиçук сĕтĕрĕнчĕксем. Ахаль укçа илсе пурăнаççĕ çав.
Ĕçлеме Андрей Ермолаевич чăнласах ĕçлетчĕ. Колхоз фельдшерĕпе пĕрлех укол та тăвать, çăмарта та касать, кирек кам пырса чĕнсен те, турткалашса тăмасть, тӳрех каять. Ырă кăмăллине курччăр çынюем — ун патне пыракан сукмак курăкпа ӳссе лармасть.
Тата тепер хăйевĕрлĕхĕ пур ун: техникăна юрăтмасть. Вăл час-часах çапла вăрçатчĕ: «Этем ăсĕ тĕнчене çĕнетрĕ, этем ăсĕ тĕнчене пĕтерет!» Мĕн калас тенĕ вăл çак сăмахсемпе, Лев Петрович халь те пĕлмест. Анчах ĕçлеме пăрахсан та вăл час-часах калаçура тапрататчĕ:
— Колхозниксем лашасене пĕтереççĕ, вăрçă тухсан мĕнле ĕçлес теççĕ-ши? Ну, ухмахсем, эх, ухмахсем! Председательсене халь вĕлтренпе çапакан çук. Тракторсем вĕсем мĕн? Вăрçă тухрĕ те, илсе кайрĕç, — тесе хирĕçлетчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...