Шыва путмарăмăр, çынна сутмарăмăр
I
Санпа пĕрле чухне сăмах çăмхийĕ çăмăл —
Йĕркеллĕн, килĕшӳллен, сумлăн сӳтĕлет.
Калаçнăçем вара яр уçăлать ман кăмăл:
Иртни, хальхи йăлтах чĕлхе çине килет.
Эп улттă тултарсан хăрушă, çăткăн вилĕм
Уйăрчĕ пирĕнтен юратнă аннене.
Пĕр тăвансем — виç аппапа пичче — пĕр вĕçĕм
Выртса макăртăмăр ун вилтăпри çине.
Çурла уйăхĕччĕ. Хирте ыраш выратчĕç
Ял-йышпала каçапăкра тăванăмсем.
Мана хăйсемпелĕ пĕрле илсе каятчĕç:
«Часрах ĕçе вĕрентĕр», — тетчĕç аппасем.
Кулянмалли хăр тăлăхсемшĕн пит нумай,
Пĕрмай эп макăраттăм чун хурланнă май.
II
Çав вăхăтра аттемĕр пирĕн асапланнă
Çынсемшĕн тамăк пулнă Çĕпĕр тайгинче.
Унта ăна çул пуç путевкипе» ăсатнă:
Вăл чăрмантарнă-мĕн колхоз тăвассинче.
Колхоз хуçи Ефрем шап-шур хута йĕрленĕ,
Ĕненнĕ хăй çырни ĕçе пуçлассине.
Иваш, Илмук, Кришук тусĕсене чĕнтернĕ:
«Çак хут çине ал пусăр», — тенĕ вĕсене.
Ефрем Крачнов хăй çырнине саспа вуларĕ,
Элекçĕсен хайлавĕ акă еплерех:
«Çпиркка куç кĕретех колхозсене хурларĕ,
Тăшман ан пултăр пирĕн хушăра текех».
Сутăнчăксем хуптарнă пирĕн аттене —
Çылăхĕсемшĕн лекнĕ тамăк хуранне.
III
«Атте çукки — çур тăлăх», — халăхра калаççĕ,
«Анне çукки — хăр тăлăх», — теççĕ ваттисем.
Пире хăр тăлăха хăварчĕ Сталин влаçĕ,
Çапах выçса вилмерĕмĕр — пĕр тăвансем.
Пире çаратрĕç: çуртсене пăсса турттарчĕç,
Колхоз валли хăпартрĕç хăтлă кĕлетсем;
Çемье валли пӳртпе мунча кăна хăварчĕç
Ефремăн ик ураллă чунсăр йыттисем.
...Синкерлĕ, юнлă самана иртсе çухалчĕ,
Анчах курни, тӳсни ман асăмран тухмасть.
Хĕвел çĕкленчĕ тухăçран — тĕнче çуталчĕ,
Юратнă ĕçĕмре чĕрем тунсăхламасть.
Шыва путмарăмăр, çынна сутмарăмăр,
Ĕçе, пурнăçа чунтан юратрăмăр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...