Тантăша


Вăхăтлăха манар-ха,

Хăвăр тарăн хуйхăра,

Пирĕнпеле савăнса

Паянхи кун тапратнă

Суранăра тӳрлетĕр».

Тесе каланă пекех

Мана туйăнчĕç вĕсем.

Чăштăр-чăштăр силленсе,

Чĕлтĕр-чĕлтĕр чĕтренсе,

Шĕпĕлтетсе калаçса

Кăштăртатса илейрĕç

Çу уйăхĕн çулçисем,

Ачашпа ӳснĕскерсем!

Çĕр чăтма çук илемлĕ,

Çурхи сывлăш уçă-çке!

Анчах пирĕн чунсенче

Хуйхă кастарса çӳрет,

Çут çанталăк илемне

Илемсĕрĕн кăтартать!

Виççĕмĕш кун та пулчĕ

Хĕвел çуталса тухрĕ.

Кун каç майне сулăнчĕ,

Пирĕн пуху пухăнчĕ.

Хайхи çынсен куçĕсем

Хăшĕн-хăшĕн тутисем

Мăшкăллас пек тăраççĕ.

Каллех хаçат халапне

Эпир тапратса ярса

Калаçма тытăнтăмăр,

Пирĕн май нумай пулса

Тин çияла тухрăмăр,

Çавна курсан пачăшкăсем

Урисемпе тарăхса

Тапăртатма тытăнчĕç.

Тапăртатни вĕсене

Ним чухлĕ пулăшмарĕ,

Комисси суйларăмăр —

Чăнлăх çиеле тухрĕ!

Ах, тантăш, мĕн курнине

Пурне те халь асăнса

Чĕрене ыраттарса

Юнлантарасран хăрап.

Ытти асаплăхсене

Ху та эсĕ пĕлетĕн;

Эс çав асап хушшинче

Чире кайма тытăнсан,

Ху сывлăхна тӳрлетме

Çуралнă çĕрне кайрăн!

Унта та эсĕ çапах

Ахаль пурăнас темерĕн;

«Чваш ушкăн Çĕрпӳре

Уçрăн унта кайсанах.

Хусанта чухнех санăн

Чĕрӳ Çĕрпӳ çынсемшĕн

Хуйхăрса çункалатчĕ!

Эсĕ ялан калаттăн:

«Çĕрпӳ уйес пĕтĕмпех

Чăваш çыннипе тулнă,

Апла пулсан та çапах

Унти хулара чăваш

Пуç пулакан пĕри çук!

Патша йерки чухне пек

Унта хура халăха

Курайман пуян çынсем,

Нумай çĕрлĕ улпутсем,

Пуçлăх пулса тăраççĕ!

Намăс пире, чăваша,

Çĕрпӳ чăвашĕсене!»

Тесе эс тарăхаттăн!

Халь ĕнтĕ эсĕ ĕçле,

Ху шухăшна вырăна

Тăрăш часрах кĕртмешкĕн.

«Хыпар» сасси нихçан та

Сана хамăр кунта чух

Пулăшмасăр хăвармĕ!

Итлĕр Çĕрпӳ çыннисем,

Çав ăслă çын сăмахне!

Ăна итлесе тусан

Сирĕншĕн ырă кунсем

Часах çитĕç васкаса,

Çутă çинчен каласа.

Усал çынсем аллинчен

Эсир вара хăтăлăр,

Шупашкар çыннисенчен

Эсир каях та юлмăр!

 

Хыпар. 1917. Çĕртме уйăхĕн 5-мĕш кунĕ. 9№

■ Страницăсем: 1 2

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: