Сад пахчине лартрăм панулми...
Сад пахчине лартрăм панулми,
Улмишĕн мар, шурă çеçкишĕн!
Шăвартăм эп ăна ирхине,
Шăвартăм эп ăна каçхине!
«Кашла, кашла, тусăм, эх кашла!
Сана эп юратса суйларăм,
Пулах мана савăнтармалла,
Шăрăх кун сан айна эп ларам!»
Ӳсрĕ манăн йывăç сарăлса,
Сарлака çулçипе калаçса;
Çиччĕмĕш çул ларчĕ çеçкене,
Тепĕр çултан кӳчĕ улмине.
Иртсе çӳрекенсем курчĕç çеçкине,
Ял ачисем курчĕç улмине;
Чăтаймарĕç мĕскĕн ачисем —
Чечен улма çине уртăнчĕç.
Çеçки çине пăхни юрĕччĕ.
Уртăннипе йăлтах хупларĕç;
Улман турачĕсем хуçăлчĕç,
Ман куçăмсем ăна курайрĕç...
Çемçе чĕрем лаштах çурăлчĕ,
Пуçăм ăнран кайса çаврăнчĕ,
Куçăмсем те тĕтреленчĕçĕ —
Хуйхă мана пусса антарчĕ.
Пĕчĕкрен пĕр хĕре юратрăм,
Ӳссен хамăн тăвасах терĕм —
Хурлăх чухне унпа калаçса
Мĕскĕн чуна пусарас тесе.
Ялти ачасем те ун çине
Хăйсен çамрăк куçне янине
Туяймарăм пулать, — ун çумне
Вĕсем çыпçăнмашкăн тытăнчĕç.
Ял ачисем кула пуçларĕç,
Тĕрлĕ усал халап илтĕнчĕ.
Чĕре çумне çавсем çыпçăнчĕç,
Пит-куçăма ват сăн çапăнчĕ.
Панулмишĕн асапланни те,
Тус туни те ахалех пулчĕ,
Шăрăхланчĕ çанталăкĕ те,
Ăшчик йăлтах хурлăхпа тулчĕ.
Мĕншĕн панулмине хуçрĕç-ши?
Ун сулхăнне ларса канăттăм;
Мĕншĕн савнă хĕре илчĕç-ши?
Ăшăма пусарнă пулăттăм.
1917, çĕртме уйăхĕ
Шухăшсем
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...